Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чакаланкаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑшлаткаласа, сӑмсисемпе нӑшлаткаласа, юр ашса, тӗмеске тӑррине мӗшӗлтисем чакаланкаласа, ҫӑмӑллисем вашкӑнса хӑпараҫҫӗ те пӗрисем урисемпе, теприсем купарчисем ҫине ларса, виҫҫӗмӗшӗсем пӗр-пӗринпе «пуйӑсланса» ҫыхӑнса, айкашса, ихӗрсе, лӑри-лари, ҫӑри-ҫари ҫуйхашса ярӑнса, аялалла вайкӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хырӑм йывӑрланичченех апатланнӑ хыҫҫӑн пурте чей ӗҫме пуҫтарӑнсан, сасартӑк Обломовӑн хуларан таврӑннӑ мужикӗ килсе кӗчӗ те, хӗвӗнчен чакаланкаласа, Илья Иванович Обломов патне ҫырнӑ лӳчӗркеннӗ ҫырӑва аран-аран кӑна туртса кӑларчӗ.

Когда, отдохнув после трудного обеда, все собрались к чаю, вдруг пришел воротившийся из города обломовский мужик, и уж он доставал, доставал из-за пазухи, наконец насилу достал скомканное письмо на имя Ильи Иваныча Обломова.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех