Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чавси (тĕпĕ: чавса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑр тӗлӗнче вӑл сасартӑк, сывӑ чавси ҫине ҫӗкленсе, пуҫне тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви вӗсене хирӗҫ хӗвел пулса чупса тухаймарӗ, ҫук, вырӑн ҫинчен те тӑраймарӗ, сывӑ чавси ҫине ҫеҫ кӑшт ҫӗкленчӗ…

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви пӗр курка сив шыв ӑсса чавси ҫине ячӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пахома курсан, чавси ҫине ҫӗкленчӗ те улача кӗпепе чӗркенӗ чӑмӑркка ҫине ӳпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Хӑмӑртарах кивӗ, хӗлле тӑхӑнмалли тӑршӑннӑ пиншакне, чавси сӗркеленсе ҫӗтӗлнӗскере, пӗр тӳмепе ҫеҫ тӳмеленӗ, юрӑхсӑра тухнӑ шалпар тӗксӗм шӑлаварпа, саланнӑ тӗссӗр пушмакпа.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

«Ай-й-й! Ай-й-й!» — айлатса йынӑшкаласа илет вӑл сылтӑм аллине ҫӗкле-ҫӗкле (тепӗр кунне тухтӑр патӗнче паллӑ пулчӗ: унӑн ҫав алли лӑках сикнӗ, чавси те ҫӗмӗрӗлнӗ иккен).

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫтаппан чавси ҫине тайӑнса пуҫне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешин ҫӑварӗнче, яланхи пекех, ача чавси тӑршшӗ чикарккӑ, аллинче — хӑйӗнчен те вӑрӑм шерте.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чавси ҫывӑх, анчах ҫыртма ҫук-ҫке.

Что уж теперь поделаешь, близок локоть, да не укусишь…

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул асӑрханса чавси ҫине ҫӗкленчӗ.

Яндул осторожно приподнялся на локтях.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чавси йӗпе ҫӗре лекрӗ — ӑна та сисмерӗ.

Док-тем оперся о мокрый стол — тоже не почувствовал.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Гаврик, каллех чавси ҫине тӗренсе, чӳрече еннелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Гаврик каллех куҫне уҫнӑ, чавси ҫине тӗренсе, кӑмака хыҫӗнчен нимӗҫсем ҫине пӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Шинелӗнчен пӑхсан, ку ҫын тин кӑна окопран тухнӑ, тейӗн: чавси ҫӗтӗлнӗ, кӑвак калпакӗ вутпа ӗнсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Арҫынсем еплерех ывӑтнине аса илсен Джесси вӗсен манерне евӗрлеме хӑтланчӗ, — чул таткине шӗвӗр пӳрнипе пуҫ пӳрни хушшине ҫаклатать те ывӑтнӑ чухне аллине чавси тӗлӗнче хутлатать; анчах та — меслетне чухлайманран — чавси аллинчен ҫапӑнать, муклашка вара пӗчӗк вӑйӑмпа ҫеҫ ывӑтӑнать.

Вспомнив, как бросают мужчины, она стала подражать их манере, — зацепляя камень меж указательным и большим пальцами, а руку при броске сгибая в локте; но, при ее неумении, локоть ударял в бок, а камень вылетал с меньшей силой.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пурте тенӗ пекех кайрӗҫ — пӑтӑрмаха хутшӑнма е ӑна курса йӑпанма; юлнисем: эпӗ, ӳсӗр симӗс домино, — унӑн чавси сӗтел хӗррине хума хӑтланнӑ чухне вӗҫӗмсӗр шӑва-шӑва анать, — тата пуплеме юратакан, хӑйне пӳлнине чаракан калаҫташӑм.

Ушли — вмешаться в происшествие или развлечься им — почти все; остались — я, хмельное зеленое домино, локоть которого неизменно срывался, как только он пытался его поставить на край стола, да словоохотливый и методический собеседник.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Паян эсӗ темле… тӳсмелле мар, — асӑрхарӗ Дэзи кулкаласа тата ҫӗҫҫине каччӑ чавси тӗлне юриех хыттӑн тӑрӑнтарса.

— Ты несносен сегодня, — заметила Дэзи, улыбаясь и демонстративно втыкая нож возле его локтя.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Аллисемпе ҫапкалаша-ҫапкалаша, хӑлаҫланса-сулланса салтаксем пӗрин хыҫҫӑн тепри лаплатаҫҫӗ те лаплатаҫҫӗ, тимлӗ-тӗплӗ-ӗҫлӗ ҫак перӳре — хӑйне хӑй шанулӑх, иккӗленӳсӗрлӗх; Астарот чавси патӗнче сапаланса выртакан патронсем ҫине хам сисмесӗрех пӑхса илтӗм те — вӗсене салтаксем вырӑнне хуратӑп.

Один за другим растягивались, взмахивая руками, солдаты, и в этой сосредоточенно-деловитой стрельбе было столько уверенности, что я невольно взглянул на рассыпанные у локтей Астарота патроны, считая их вместо солдат.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫак хӗрарӑм ҫинче бриллиантсем тӗм ҫинчи хурлӑхан евӗр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, шӗвӗр ҫара чавси вара аякра пулин те пилӗкӗмрен чышӑннӑн туйӑнать.

На этой даме бриллианты висели, как смородина на кусте, а острый голый локоть чувствовался в моем боку даже на расстоянии.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Алӑкран кӗричченех вӑл юнашар пыракан Дюрока пуҫне пӑрса темӗн каларӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тӳрех Дигэпе калаҫма пикенчӗ, — хӗре вӑл чавси хутланнӑ тӗлтен тытнӑ.

Еще в дверях, повернув голову, он сказал что-то шедшему с ним Дюроку и немедленно после того стал говорить с Дигэ, руку которой нес в сгибе локтя.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех