Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳтӗлесе (тĕпĕ: хӳтӗле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак сӑртлама фашистсенчен паттӑр хӳтӗлесе виҫӗ хӗрӳллӗ комсомолец: Левенчук, Курбангалиев тата Киселев хӑйсен ҫамрӑк ӗмӗрне татрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Федя ун сӑмахне хӳтӗлесе каласса кӗтет, анчах юлташӗ пуҫа чиксе ларни тӗлӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Пӗчӗкрех чухне Иван, ҫакна курса, хӑй кӳренӗвне, тарӑхӑвне ӑша ҫӑткаласа пурӑнатчӗ-ха, ара ҫитсе пынӑҫемӗн вӑл, амӑшне хӳтӗлесе, чӑкӑртӑш, тӳрккес ашшӗне хирӗҫ хӑй пуҫне хӑюллӑраххӑн та хӗрӳллӗреххӗн ҫӗклеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Эпӗ, ачана хӳтӗлесе, ӑна хам кӗлеткепе пӳлсе хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ула Тимӗрӗн аллисем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрерӗҫ, тутисем тем каласшӑн пулса мӑкӑль-мӑкӑль турӗҫ — вӑл зажигалка ҫулӑмне майӗпен, ал лаппипе варкӑшран хӳтӗлесе хуҫнӑ хӑрӑк туратсен купи айне илсе пычӗ, чылайччен муритленсе, куҫне тӗтӗм кастара-кастара, ӑна чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эпир ҫӗршыв пуласлӑхне хӳтӗлесе куҫне хупнӑ паттӑрсене яланах асра тытатпӑр, - тенӗ Рудольф Васильевич Илья Николаевичпа Нина Владимировнӑна ывӑлӗн Паттӑрлӑх орденне (вилнӗ хыҫҫӑн тивӗҫнӗ) панӑ май.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен паттӑрлӑхне вӑхӑт хуплаймӗ // Авангард. http://avangard-21.ru/gazeta/44127-v-sen ... khuplajm-5

Миҫе хутчен шкула хупма тӑчӗҫ, анчах пирӗн Жан-Жак ӑна ку тарана ҫити хӳтӗлесе хӑварма пултарчӗ-пултарчех!

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗркунне ҫӗршывра ҫанталӑк улшӑнчӗ, ӑна мансӑрах пӗлетӗн, декабрьте эпӗ диссертаци хӳтӗлесе таврӑнтӑм, — вӗҫлерӗ Саша.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

«Пӗтӗм инкек Михха пирки иккен. Пӗтӗм Раҫҫейшӗн хӑрушӑ самантра пӗр хуҫана хӳтӗлесе ҫакнашкал пӑлхав кӑларма кирлӗччӗ-и? Ҫук. Куншӑн аслӑ патша каҫармӗ. Йӑнӑша юсама васкамалла»… — тет, айванла, кӗпӗрнатӑр (III кӗн., 564 стр).

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Кӑштах та пулин кил хушшине хӳтӗлесе лартасчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем пулсан та ӑна хӳтӗлесе хӑварас кӑмӑл-шухӑшӗ ҫирӗпленчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ют ҫынна хӳтӗлесе ан усратӑр».

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тата ытти хирӗҫтӑрусенче тӑнӑҫлӑха хӳтӗлесе пурнӑҫӗсене панисене хисеп туса палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival

Озеров шӑнкӑрч вӗллине ҫӗтӗк-ҫатӑкпа тирпейлӗн чӗркесе ҫыхрӗ те ӑна сулахай хул хушшине хӗстерчӗ, сылтӑм аллипе питне сивӗ юртан хӳтӗлесе, пахча вӗҫнелле утса кайрӗ, каялла пӑхкаласа илсе, васкасах шӑллӗ ҫурчӗ еннелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Икӗ уйӑхран Санюк упӑшки ҫамрӑк совет республикине хӳтӗлесе паттӑрсен вилӗмӗпе вилни ҫинчен хут килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахарӑн ҫуртне шӑвӑҫ витнӗ, йӗри-тавраллах лӑпсӑркка йӑмрасем хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах кунта лӑпкӑ пулнӑ тееймӗн – юнашарах вӑрҫӑ пынӑ, афган халӑхне боевиксенчен хӳтӗлесе совет офицерӗсемпе салтакӗсем паттӑррӑн кӗрешнӗ, хӑйсене шеллемесӗр пуҫӗсене хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Хӑвӑр ӗҫӗре пӗлсе те шанчӑклӑн пурнӑҫласа, хальхи вӑхӑтри хӑрушлӑхсене хирӗҫ тӑмалли тӗллевсене пахалӑхлӑн татса парса, ҫӗршывӑн наци интересӗсене тухӑҫлӑн хӳтӗлесе эсир хӑвӑр умӑрти ӑрӑвӑн тивӗҫлӗ еткерҫисем пулнине ҫирӗплететӗр.

Уверенным стилем работы, качественно решая задачи противодействия угрозам современности, эффективно отстаивая национальные интересы страны, вы подтверждаете, что являетесь достойными наследниками своих предшественников.

Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫ­ченӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/20/ole ... ika-organo

Турӑ пулӑшсан (эп иккӗленместӗп, турӑ пирӗн таса ӗҫе яланах хӳтӗлесе тӑрӗ), ҫитес вӑхӑтра сарацинсене пурне те парӑнтарӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан ун чух ашшӗне хӳтӗлесе ун хыҫҫӑн сиккипе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех