Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗсерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗсерех панӑ куҫӗсем чӗррӗн те хатаррӑн ҫиҫсе ҫуталаҫҫӗ, икӗ рет чӑлт-шурӑ шӑлӗ те ҫутӑ сапса ҫиҫет тейӗн.

Белые зубы его сияли и прижмуренные глаза влажно блестели и тоже словно бы излучали сияние.

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

— Чӑн-чӑн ӗҫпе кӑтартса вӗрентмелли меслет? — куҫне хӗсерех ыйтрӗ Стронский.

— Практическое обучение наглядным способом? — прищурившись, спросил Стронский.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫил пирус тӗтӗмне ман ҫинелле вӑркӑштарса пыма тытӑнсан, Фесенко хӑйӗн хӗсерех пӑхакан симӗсрех куҫӗсемпе эпӗ мӗн хӑтланнине хӑяккӑн сӑнаса аллипе сулкаласа сире-сире ярать.

Если ветер нагонял дым на меня, Фесенко отгонял его рукой, искоса следя за мной зеленоватыми прищуренными глазами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӑл Батманов ҫине куҫне хӗсерех пӑхрӗ те ача пек ыйтрӗ:

— Он прищурился на Батманова и наивно спросил:

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унтан анӑҫалла шӑвакан хӗрлӗрех пысӑк хӗвел ҫине куҫне хӗсерех пӑхрӗ.

Потом взглянула прищуренными глазами на большое красноватое солнце, клонившееся к западу.

Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Илья Николаевич кимӗсем курӑнми пулнӑ кӑвак инҫетелле куҫне хӗсерех пӑхать.

— Илья Николаевич, прищурившись, всматривается в голубое марево, где скрылись лодки.

Ҫула тухни // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Куҫне хӗсерех парса тата аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса генерал Рот ҫирӗм секунд хушши рядовой салтак ҫине пӑхса тӑнӑ.

Генерал Рот, прищурясь, заложив руку за спину, секунд двадцать рассматривал рядового.

Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.

Алчӑраса чарӑлчӗ Шерккейӗн ахаль чух хӗсерех пӑхакан куҫӗ.

Узкие глаза Шерккея расширились донельзя.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сӗтел-пукана хӗсерех лартмалла, проигрыватель валли пластинкӑсем е магнитофон хатӗрлесе хумалла.

Мебель можно слегка переставить, так чтобы она занимала возможно меньше места, позаботиться о пластинках для проигрывателя или, еще лучше, о магнитофоне.

Ташӑ каҫӗнче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫав витрери шыва пӑхрӗ те хӑй сӑнне курах кайрӗ: йӑлтах улшӑннӑ иккен вӑл, палламалла та мар — ҫара янах, ҫӳҫне картлӑ-картлӑ каснӑ, хӗсерех тытнӑ тути кулмасть пулсан та, темӗне виртленӗ пек, темӗне пула хальте халь кулса ярассӑн курӑнать.

И тут увидел в воде свое отражение: это был совершенно незнакомый ему человек, безбородый, коротко остриженный, с лукаво поджатыми губами, готовыми в любую минуту рассмеяться.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑйӗн ҫивӗч куҫӗсене кӑшт хӗсерех вӗсенчен кашнине тинкерсе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл хӗрӳллӗ те вӑрттӑнла калаҫма тытӑнчӗ:

Пристально вглядевшись в каждого из них, блеснув своими острыми, как иглы, глазками, он горячо и таинственно заговорил:

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл ун умӗнче тӳп-тӳрӗ те куҫне хӗсерех тӑнӑ:

Она стояла перед ним, выпрямившись и сузив глаза:

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ халиччен кун пек форма курманччӗ пек, — тата та хӗсерех пӑхрӗ куҫне лейтенант.

Я что-то не видел такой формы, — еще более прищурился лейтенант.

Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Наташа ун ҫине куҫне хӗсерех пӑхрӗ те, вӑл ҫапла тинкерсе пӑхни амӑшне иментерчӗ.

Наташа смотрела на нее, немного прищурив глаза, и этот пристальный взгляд сконфузил мать.

VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫамрӑк хӗр, малтанхи пек тӑрӑхланӑн кулкаласа, куҫне хӗсерех, пуҫне кӑшт айккинелле таярах, ман ҫинелле пӑхса тӑчӗ.

Молодая девушка продолжала глядеть на меня с прежней усмешкой, слегка щурясь и склонив головку немного набок.

IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ильинична ҫырӑва кӗвӗҫӳллӗн ун аллинчен тытса илчӗ, каллех хӗве пытарса чикрӗ те, кулкаласа, хӗрӗ ҫине йӑлтӑртатакан куҫӗсене хӗсерех пӑхса каларӗ:

Ильинична ревниво отобрала у нее письмо, опять спрятала за пазуху и, улыбаясь, глядя на дочь прижмуренными лучистыми глазами, сказала:

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куҫне кӑшт хӗсерех пӑхать, куҫӗ таса, анчах чеен пӑхать.

Глаза чуть вприщур, ясные, но с хитринкой.

Чӗри тапма чарӑнчӗ тейӗн Гришаткӑн // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Дарья, тути хӗррисене вӗтӗ те хаяр шӑлӗсемпе ҫыртса, ун ҫине куҫне хӗсерех чалашшӑн пӑхса илчӗ, куҫхаршийӗсем унӑн чӗтрене-чӗтрене илеҫҫӗ, хӑй тек куҫӗсене чеен хӗссе, ихӗлтетсе кулкаласа тӑрать.

Дарья смешливо косилась на нее, кусая губы мелкими злыми зубами.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья пӗр самантлӑха та ун шухӑшӗнчен тухма пӗлмест; куҫне хӗсерех пӑхса, Григорий ӑна шухӑшра чуптуса та илет, хӑй ӑшӗнче чӗлхи ҫине таҫтан ҫаврӑнса килнӗ хӗрӳллӗ те ачаш сӑмахсене калать, унтан, вӑл шухӑшсене пуҫӗнчен кӑларса пӑрахса, каллех шут виҫипе утать — пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ…

Аксинья неотступно была в его мыслях; полузакрыв глаза, мысленно целовал ее, говорил ей откуда-то набредавшие на язык горячие и ласковые слова, потом отбрасывал это, шагал под счет — раз, два, три.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫне хӗсерех пӑхма пуҫларӗ — вырӑнӗ палланӑ пек: хӑрах айккинче вӑрман, вӑрман хыҫӗнчен темскерле шалча курӑнать, таҫта инҫетре, ҫӳл тӳпере пек вӑл.

Начал прищуривать глаза — место, кажись, не совсем незнакомое: сбоку лес, из-за леса торчал какой-то шест и виделся прочь далеко в небе.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех