Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрӳллӗ сăмах пирĕн базăра пур.
хӗрӳллӗ (тĕпĕ: хӗрӳллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Питӗ хӗрӳллӗ, хӗрӳллӗ чуптӑватӑп.

Целую крепко, крепко.

XXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Малалла, наступлени туса килекен Хӗрлӗ Ҫарпа пӗрлешме! — хӗрӳллӗ йыхравларӗ Руднев юлташ Делятинори ҫапӑҫу умӗн партизансем умӗнче каланӑ хӗрӳллӗ сӑмахра.

— Вперёд, навстречу наступающей Красной Армии! — призывал Руднев в своей напутственной речи перед боем у Делятина.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эсир хӗрӳллӗ ҫын, эпӗ тата та хӗрӳллӗрех — мӗн каласан та Кавказ ҫынни.

Вы горячий, я еще горячей — кавказский человек все-таки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

13. Хӗрӳллӗ тавлашу вут-кӑвар чӗртет, хӗрӳллӗ хирӗҫӳ юн тӑкать.

13. Жаркий спор возжигает огонь, а жаркая ссора проливает кровь.

Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ӑмӑртусем спортла хӗрӳллӗ те илӗртӳллӗ пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре майӑн 9-мӗшне халалланӑ ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3760906

Ӑна эпӗ лайӑх пулӑҫӑ пек, сунарҫӑ пек, хамӑра хумхантаракан нумай ыйтусем тӑрӑх хӗрӳллӗ тавлашма пултаракан ӑслӑ юлташ пек юрататтӑм.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тупӑ сасси шӑплансан, хӗрӳллӗ ӗҫе тытӑнчӗҫ, социализм ҫулӗпе малалла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӑрҫӑчченхи хӗрӳллӗ ӗҫсенче, тӗнчере вут-ҫулӑм ялкӑшнӑ вӑхӑтра, халӑхсем мирлӗ кун-ҫулшӑн кӗрешсе телейлӗ пурнӑҫ тунӑ тапхӑрта — кирек хӑҫан та сӑвӑҫсен сасси пӗр савӑнӑҫлӑн, пӗр ҫилӗллӗн е хаваслӑн та йыхравлӑн илтӗнсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Хӗрӳллӗ сӑмах каларӗ хайхи полковник, пӗтрешке кӑвак папаха тӑхӑннӑскер.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнпур ӗмӗт-шухӑшӗ хура маскӑна ҫӗнтерсе ҫӗр тенкӗ выляса илесси пулнипе Ҫтаппан хӑй тавра хӗрӳллӗ калаҫусем пынине, куракансем хута кӗрсе е хирӗҫлесе тӑвӑллӑн алӑ ҫупнине те йӗркеллӗ ӑнланаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

… Ӗҫчен хӑнасене тарават кӗтсе илекен тӑван хулана кайӑксем вӗҫекен тӳперен сӑнаса тӑнӑ май, Ирина хӑчӗн пурнӑҫӗнчи чи ӗҫлӗ те хӗрӳллӗ вӑхӑтсем паянтан пуҫланасса шанчӗ-ӗненчӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑтанчӑклӑ, чухлавсӑр, анчах та хӗрӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сар хӗвел хӗрӳллӗ теҫҫӗ, Вӑл лӑпкать, савать ҫӗре.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫиччӗре-и эсӗ, е алла пуснӑ — ҫав-ҫавах чӗрӳнте учителӗн ырӑ сӑнарне упратӑн вӑл каланӑ кӑвар пек хӗрӳллӗ сӑмахӑн ӑшшине туятӑн.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Пӑр ҫинче хӗл каҫакансен хӗрӳллӗ ӗҫ пуҫланса кайнӑ.

Закипела трудовая жизнь зимовщиков.

«Ҫурсӗр полюсӗ» поляр станцийӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ачасем те, ҫитӗннисем те хӗрӳллӗ ӑмӑртнӑ.

С азартом состязались и дети, и взрослые.

Пишпӳлекри Культура керменӗнче караоке-каҫ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3484793

Унпа пӗр курсра вӗренекен ачасем унӑн пултарулӑхне хӗрӳллӗ ырланӑ, вӗсем курава пыракансенчен пӗрремӗшсем пулнӑ.

Ее однокурсники горячо поддержали ее творческий порыв и были одними из первых, посетивших выставку.

Пушкӑртра СВОна хутшӑнакан ҫынсене халалланӑ персональлӗ курав уҫӑлнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ln-3464652

Эпӗ хама ҫапла ӗнентерме тӑрӑшрӑм; уншӑн, ҫамрӑк, вӑй питти, хастарлӑ ҫыншӑн, хӗрӳллӗ ӗҫе хатӗрленни — вырӑнлӑ, теттӗм.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кунсӑр пуҫне, сирӗн хӗрӳллӗ вӑхӑт пулнине куратӑп, куҫса каятӑр.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ялти пур ӗҫе те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Роман авторӗ ҫинчен // Чӑваш кӗнеке издательстви. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с. — 252–254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех