Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрӗхрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунпилӗк ҫул пӗрле пурӑннӑ-тӑк — кӗленче туй, ҫирӗмрен — фарфор, вӑтӑртан — ахах, хӗрӗхрен — рубин, аллӑран — ылтӑн туй.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӗрӗхрен иртнӗ ӗнтӗ вӑл, анчах авланмасть вӗт.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӗрӗхрен иртнӗ Мария Ивановнӑн хуларан ҫирӗм ҫухрӑмри ялта ҫурт та пур.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хӗрӗхрен иртнӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ытла ватӑ ҫынах та мар тата, хӗрӗхрен тин ҫеҫ иртнӗччӗ ун чух.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Аллӑ патнелле ҫывхарать ӗнтӗ ҫав хӗрарӑм, анчах ҫамрӑк сӑнлӑ, хӗрӗхрен мала памастӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шӑпах ҫав машинӑпа ӗҫленӗ чух пачах кӗтмен, тӗлӗкре тӗлленмен вилӗм тупнӑ хӗрӗхрен иртнӗ телейсӗр Варламов: улӑмпа пӗрле хӑй те чунсӑр машинӑн хурҫӑ ҫӑварне ҫакланнӑ, татӑкӑн-татӑкӑн вакланнӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрӗхрен иртнӗ яштака кӗлеткеллӗ арҫын вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрӗхрен иртнӗ вӗт хӑй, путсӗр!

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Хӗрӗхрен иртнӗ пулин те ӑс-пуҫу ӗлӗкхи пекех иккен сан.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Савантер хӗрӗхрен иртнӗ ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ лутака чӑваш.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иван амӑшӗ вилсен, хӗрӗхрен иртнӗ Ҫтаппан арӑмне пытарнӑ кун каҫхинех ҫӗнӗ арӑм тума ялти вӑтӑр икӗ ҫулхи хӗре илсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Каласа параканни (халӗ вӑл хӗрӗхрен иртнӗ) ҫак тӗлте пӗр япалана ӑнланмасть.

Одного до сего дня не поймет тот мальчишка, хотя ему уже сейчас за сорок.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Хӑвӑр хӑҫан авланатӑр эсир, хӗрӗхрен иртсен-им?

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Каккуй старик вӑл — хӗрӗхрен те иртмен пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ытлашши ҫу тавраш пусма ӗлкӗреймен-ха хӗрӗхрен каҫнӑ арҫынна.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хӗрӗхрен иртнӗ арҫыннӑн тӑнлавӗсем те кӑвакарчӗҫ ӗнтӗ.

У мужчины за сорок уже поседели виски.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ питӗ кӗске: ҫын хӗрӗхе ҫитиччен кӑна лайӑх ӗҫлет, хӗрӗхрен иртсен, ӑна фабрикӑна ӗҫлеме илмеҫҫӗ.

Жизнь на земле кратковременна: человек только до сорока лет хороший работник, после сорока его уже не принимают на фабрики.

Республика королӗсенчен пӗри // Александр Алга. Горький М. Америкӑра. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 76 с. — 46–61 с.

Ятарласа кӗске ҫӗлетнӗ ҫав плаща: ача валлиех, теме ҫук, анчах, хӗрӗхрен иртнӗ ҫын ҫине пӑхса: «Ах, ачанни пекех-ҫке!» — теме пулать.

В подчеркнуто коротком плаще не как у мальчика, но как раз такая, о которой после сорока лет говорят: «Совсем как у мальчика».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Хуа вара ҫапла ҫеҫ шутланӑ: эпӗ ӗнтӗ хӗрӗхрен иртрӗм, ватах мар та, ҫамрӑках та мар.

Он подумал: ему уже за сорок, стар не стар, но и не молод.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех