Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Акӑ фараон хӗрӗ шыв хӗррине ҫӑвӑнма аннӑ, унӑн тарҫӑ хӗрӗсем ҫыран хӗрринче уткаласа ҫӳренӗ.5. И вышла дочь фараонова на реку мыться, а прислужницы ее ходили по берегу реки.
Тух 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӗрӗ ашшӗне пӗр вӗҫӗм шухӑшлаттарать, хӗрӗшӗн пӑшӑрханнипе унӑн ыйхи те вӗҫет: хӗрӗ ҫамрӑк чухне — ватта юласран, качча кайсассӑн — упӑшкине сивӗтесрен хӑрушӑ; 10. хӗр чухне — пӑсӑласран, ашшӗ килӗнчех йывӑрланасран хӑрушӑ, качча кайсассӑн — урӑх ҫынна ересрен, упӑшки пур ҫинчех ача-пӑчасӑр пуласран хӑрушӑ.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Малтанхи ывӑлне, Амнона, Изреель хӗрӗ Ахиноама ҫуратса панӑ; 3. иккӗмӗш [ывӑлне], Далуиана, — Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ; виҫҫӗмӗшне — Авессалома, — Мааха, Гессур патши Фалмай хӗрӗ, ҫуратса панӑ; 4. тӑваттӑмӗшне, Адонияна, — Аггифа; пиллӗкӗмӗшне, Сафатияна, — Авитала; 5. улттӑмӗшне, Иефераама, Давид арӑмӗ Эгла ҫуратнӑ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӗрарӑм хӑй ҫамрӑк чухне ашшӗ килӗнче Ҫӳлхуҫана сӑмах парас пулсассӑн, мӗн те пулин тума картса хурас пулсассӑн, 5. ашшӗ хӗрӗ сӑмах панине, вӑл мӗн те пулин тума картса хунине илтсе нимӗн те шарламасть пулсассӑн, хӗрӗ сӑмах пани тата мӗн те пулин тума картса хуни пӗтӗмпех юлать, ӑна пурӑнӑҫласах пулать; 6. ашшӗ хӗрӗ каланине илтсе ӑна чарать пулсассӑн, хӗр хӑй сӑмах панине, мӗн те пулин тума картса хунине пурӑнӑҫламасть, уншӑн Ҫӳлхуҫа ӑна каҫарать, мӗншӗн тесессӗн хӗре ашшӗ чарнӑ.
Йыш 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл [хӑй ӑшӗнче] ҫапла каласа та пӗтереймен, акӑ Ревекка — Вафуил хӗрӗ, Авраам пиччӗшне Нахора арӑмӗ, Милка, ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ — тухать, кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫине лартнӑ; 16. хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ, арҫынпа хутшӑнман хӗр пулнӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр хӗррине амӑшӗпе икӗ хӗрӗ вырнаҫнӑ, варринче — Алексей, тепӗр хӗррине Левентейпе Ятман тата Сахрун пичче ларнӑ.
XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Анчах иккӗшне пӗрле пӗрре курсанах вӗсем инкӗшӗпе хурӑнташ хӗрӗ теме пулать, амӑшӗпе хӗрӗ теме пулмасть.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗрин коробки ҫинче лакпа сӗрнӗ, хура куҫлӑ цыган хӗрӗ, унӑн хӗрлӗ тутисем мӑкӑрланакан папирос хыпнӑ, хура ҫӳҫӗсем ҫине роза чечекӗ тӑхӑнтарнӑ, «Цыганка» мӗнпурӗ те пилӗк коробкӑшӑн ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен цыган хӗрӗсен сӑнне пилӗк таран ҫеҫ ӳкернӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку хӗр кунти пуп тӑванӗн хӗрӗ мар: вӑл ҫак крепӑҫе илнӗ хыҫҫӑн ҫакса вӗлернӗ Иван Мироновӑн хӗрӗ, — терӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хӗрӗ йӑваш, ырӑ кӑмӑллӑ, ҫав тери хӳхӗм пулнӑ, амӑш пулас текен инкесем юри ун патне кӗре-кӗре тухнӑ, ҫуралас ачисене чипер тӑвасшӑн, нумайччен ун ҫине тинкерсе ларнӑ, Палан Тӑван ҫак хӗре чунтан-вартан юратса пӑрахать, хӗрӗ хӑй те ҫак паттӑр та савӑнӑҫлӑ качча ырӑ юратупа чыс тӑвать.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Манӑн поэзи династийӗ /асатте Якку Якурӗ, атте Василий Велвокай, йӑмӑкӑм Альбина Любимова-Юрату, хӗрӗм Илемпи Бородкина, ывӑлӑм Рома Бородкин, мӑнукӑм Дима Константинов, йӑмӑк хӗрӗ Ольга Любимова, аппа хӗрӗ Людмила Николаева, тӗнчене вун-вун кӗнеке, пин-пин сӑвӑпа поэма, калав, пьеса, юрӑ парнеленӗ.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
9. Эй Сион хӗрӗ, хӗпӗртесе савӑн, эй Иерусалим хӗрӗ, хавасланса тӑр: акӑ сан патна хӑвӑн Патшу, тӳрӗскер, ҫӑлаканскер, йӑвашскер, ӗҫ ашакӗпе унӑн тихи ҫинче ларса килет.
Зах 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Израиль хӗрӗсемпе эсир ҫапла хӑтланнӑ, вӗсем вара, хӑраса, сирӗнпе хутӑшнӑ; анчах та Иуда хӗрӗ сирӗн йӗркесӗрлӗхӗре тӳсме килӗшмен.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эй Сион хӗрӗ! йӗркесӗр ӗҫӳсемшӗн тӳсекен асапу пӗтрӗ; Турӑ сана текех хӑваламӗ; анчах та, Эдом хӗрӗ, Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пырса курӗ те ҫылӑхусене ҫиеле кӑларӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Акӑ ҫурҫӗртен халӑх килет: хӑватлӑ ӑру, аслӑ патшасем тӗнче хӗрринчен ҫӗкленсе килеҫҫӗ; 42. вӗсен аллинче — ухӑ та сӑнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр; вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек; эй Вавилон хӗрӗ, вӗсем санпала тытӑҫмашкӑн учӗсемпе вирхӗнсе ҫитрӗҫ те — ӗнтӗ санпа ҫапӑҫма хатӗр.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ ҫурҫӗрти ҫӗршывран халӑх килет, тӗнче хӗрринчен аслӑ халӑх ҫӗкленет; 23. ухӑпа сӑнӑ тытнӑ; вӗсем хаяр та шелсӗр, вӗсенӗн сасси тинӗс шавӗ пек, юланутсем вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, вӗсем ҫапӑҫма хатӗр, Сион хӗрӗ, вӗсем кар тӑрса санпа ҫапӑҫма килеҫҫӗ.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй чаплӑ хӗр, Вавилон хӗрӗ, тӑр та тусан ҫине лар; эй халдейсен хӗрӗ, лар ҫӗр ҫинче — ӗнтӗ аслӑ пукан ҫук; сана малашне чеченскерӗ, хӳхӗмскерӗ темӗҫ.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ун пирки каланӑ сӑмах ҫакӑ: Сион хӗрӗ, ар курман хӗр, йӗрӗнӗ те кулӗ санран, Иерусалим хӗрӗ тӗлӗнсе сан хыҫран пуҫне сулса юлӗ.
Ис 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша патне кӗме черет ҫитсессӗн, Эсфирь — Аминадав хӗрӗ, ашшӗ тӑванӗ Мардохей патӗнче, унӑн хӗрӗ вырӑнӗнче, ӳснӗскер, — патша хайранӗ, арӑмсен хуралҫи Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах та Иосавеф — патша хӗрӗ — патша ывӑлӗсене вӗлерме пуҫласассӑн вӗсен хушшинчен Иоаса, Охозия ывӑлне, вӑрттӑн илсе тухнӑ та ачана пӑхакан хӗрарӑмпа иккӗшне ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрсе пытарнӑ; ҫапла вара Иосавеф — Иорам патша хӗрӗ, Иодай священникӑн арӑмӗ, Охозия пӗртӑванӗ — Иоаса Гофолияран пытарса хӑварнӑ, Гофолия ӑна вӗлереймен.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.