Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак икӗ тарӑн шӑтӑк — куҫсем пекчӗ; хӗрхенӳсӗр, сивӗ улӑп куҫӗсем: вӗсем пирӗн ҫине ялан пӗр пек тӗттӗм-мӗн, ҫынлӑхран тухнӑ чурасене курса ывӑннӑ пек, вӗсене пӗтӗм ӑс-хакӑлтан ҫиленнӗ пек пӑхатчӗҫ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Усал кунти халӑх пирӗн, ним хӗрхенӳсӗр…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ун пек ним усӑсӑр, пӗр хӗрхенӳсӗр пӑлхава, вырӑс пӑлхавне, курма турӑ ан хуштӑрах!Не приведи бог видеть русский бунт, бессмысленный и беспощадный!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мана вӑл ним хӗрхенӳсӗр тыткалать, халех шухӑшласа илсе татӑклӑ сӑмах памасан, Пугачев лагерне илсе каяссипе хӑратать, санӑн Лизавета Харлова курнисене кӗтсе тӑмалла пулать, тет.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эсир мана хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫлатӑр пулсан, эпӗ те хӗрхенӳсӗр кӗрешӗп.
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Темиҫе сехет хушши допрос тунӑ хыҫҫӑн, паллах, допросӗ хаяр та хӗрхенӳсӗр пулнӑ ӗнтӗ, анчах та урӑххине мӗн кӗтме пултарнӑ-ха вӑл? — темиҫе сехет допрос тунӑ хыҫҫӑн вӑл хӑраса ӳкнӗ те, хай Гонза Черныйпа тӗл пулнӑ хваттер ҫинчен каласа панӑ.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах нимӗн хӗрхенӳсӗр те хаяр аҫу ирӗкӗнчен мӗнле хӑтарма пултарӑп-ши эпӗ?
XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун патне ҫакӑн пек ҫырса яни ытла та хӗрхенӳсӗр пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Апла пулсан, унӑн амӑшӗ ӗмӗтленнине тумалли ҫеҫ юлать; Джо ӗнтӗ амӑшӗ телейлӗ пулӗ тесе шанса тӑрать, хӑйӗн мӗскӗн ачине нимӗн хӗрхенӳсӗр сивӗ тӗнчене, хӗн-хур курса пурӑнса вилмелли ҫӗре кӑларса янӑшӑн вӑл нихҫан та ӳкӗнмӗ, тесе шанса тӑрать.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
31. Патша, усал шухӑш тытса вӑйлӑ ҫилӗпе тулса ҫитнӗскер, хӗрхенӳсӗр чӗреллӗ пулнӑран иудейсен хурлӑхлӑ та инкеклӗ вилӗмне хӑйӗн куҫӗпе курасчӗ тесе сӑлансемпе пӗрлех тапранса тухнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа вӑраха ямӗ, чӑтса тӑмӗ, хӗрхенӳсӗр ҫынсенӗн шӑмми-шаккине ҫапса ҫӗмӗрӗ; 20. халӑхсене те хирӗҫ тавӑрӗ Вӑл, пусмӑрлакансен эшкерне пӗтерсе тӑкӗ, йӗркесӗр патшасен туйине аркатӗ, 21. кашни ҫынна ӗҫне кура, тунӑ ӗҫӗсемшӗн, ӗмӗчӗ-шухӑшӗсемшӗн тавӑрса парӗ, 22. Хӑй халӑхне Турӑ тивӗҫлипе сут тӑвӗ, вӗсене Хӑйӗн ырӑлӑхӗпе савӑнтарӗ.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакӑ мана йӑпанӑҫ кӳрӗччӗ, хӗрхенӳсӗр чирӗме кӑмӑла хытарса чӑтӑттӑм: эпӗ Святой сӑмахӗнчен иртмерӗм.
Иов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ; вара Иеровоампа пӗтӗм Израиль Ровоам патне пынӑ та ҫапла каланӑ: 4. санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑччӗ; эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире аҫунӑн хӗрхенӳсӗр ӗҫне, пирӗн ҫине тиенӗ йывӑр ҫӗклеме, вара эпир саншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Иеровоампа пӗтӗм Израиль пынӑ та Ровоам [патшапа] калаҫса ҫапла каланӑ: 4. санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑччӗ, эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире аҫун хӗрхенӳсӗр ӗҫне, пирӗн ҫине тиенӗ йывӑр ҫӗклеме, вара эпир саншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун ҫине тиеннӗ хӗрхенӳсӗр асапсем — упӑшки вилни, ачасенчен уйӑрни, выҫлӑх, кӳрентерни, нимӗне пӑхмасӑр ҫак черченкӗ хӗрарӑмра этемлӗх вӑйӗ пӗтмен иккен, вӑл ытларах ҫирӗпленнӗ те йышланнӑ.
Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Эпир пӗлсе тӑратпӑр: вӑрманта ним хӗрхенӳсӗр ҫапӑҫу пырать, вӑрманти ҫӑткӑн кайӑксем вӗҫен кайӑксене тата ытти чӗрчунсене ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн пӗтереҫҫӗ.
Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ку вӑл ытла та хӗрхенӳсӗр пулнӑ пулӗччӗ.
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Анчах Ольга Алексеевна пӗр хӗрхенӳсӗр пулчӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Шухӑшласа кӑларнӑ (Кӗрешӳ мар, Сталин каярахпа хӑйӗн саккунсӑр ӗҫӗсене тӳрре кӑларас шутпа шухӑшласа тупнӑ кӗрешӳ мар, чӑн-чӑн кӗрешӳ, ним хӗрхенӳсӗр кӗрешӳ пулнӑ вӑл!..
7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ниме тӑман япала пек, пӗр хӗрхенӳсӗр аса илтерчӗ.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.