Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхенерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрех тесен ҫичӗ пӗлӗтрен сикме хатӗр, — хӗрхенерех асӑрхаттарчӗ ҫамрӑк хӗрарӑма Таранов.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун ҫине Таранов хӗрхенерех пӑхрӗ: ӗнерхи ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк арҫын мухмӑрпа аптрани сисӗнет — тӑртаннӑ куҫне аран-аран уҫкалать.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Тӗренме тӑрри эсир, Игнат Петрович, чӑн-чӑн тӗренме тӑрри, — хӗрхенерех каларӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Чирлетӗн-им? — хӗрхенерех ыйтрӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Суккӑр ҫын эс, тӳррипе каласан, — Таранов ҫине хӗрхенерех пӑхрӗ Мерчен Мишши.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Каллех ӗҫме пуҫларӑн-им? — хурӑнташӗ ҫине хӗрхенерех пӑхрӗ Петр Васильевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Куратӑп еплерех савӑннине! — эрех ӗҫнӗ арҫын ҫине хӗрхенерех тинкерчӗ Марина.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эсир ҫул ҫухатнӑ ҫын мар пуль? — хӗрхенерех ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аркаш ҫине хӗрхенерех пӑхрӑм:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Сире мӗн пулнӑ вара? — хӗрхенерех ыйтрӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Тӑван яла кам патне килетӗр халь? — хӗрхенерех ыйтрӗ Лариса.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Ҫав териех намӑса кӗртрӗн пуль-и, ача-ам! — йӗре-йӗре, хӗрхенерех каларӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ах, ах! — кӑшкӑрса ячӗ Молли мана куларах тата хӗрхенерех тӗсесе.

— Ах, ах! — воскликнула Молли, смотря на меня со смехом и жалостью.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Кӗнекесенчи пачӑшкасем те эпӗ пӗлекеннисем пек мар, — вӗсем кӑмӑллӑрах, ҫынна хӗрхенерех пӑхаҫҫӗ.

И священники в книгах не такие, каких я знаю, — они сердечнее, более участливо относятся к людям.

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Столыгин унран лӑпкӑрах, сӑпайлӑрах пулнӑ; хӑйӑн юлташӗ ҫине вӑл темле хӗрхенерех, каҫарнӑ пек пӑхнӑ, анчах хӑй ӑшӗнче вӑл пулса иртекен ӗҫсене пурне те тиркенӗ.

Столыгин был скромнее; он глядел на своего товарища с каким-то снисхождением, порицая внутри все, что делалось.

IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Вӑл католицизм ҫинчен те, христианство ҫинчен те хӗрхенерех кулса калаҫнӑ, темле хӑй шухӑшласа кӑларнӑ тӗн пирки пупленӗ, ҫав тӗн туртӑм (тяготени) саккунне пӑхӑнни ҫинче тытӑнса тӑмалла пулнӑ имӗш.

Он с улыбкой сожаления говорил о католицизме и вообще о христианстве и проповедовал какую-то религию собственного изобретения, состоявшую из поклонения закону тяготения.

IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Майора вӗтӗ саспаллисемпе ҫырнӑ ҫырӑва вулама ҫӑмӑлах мар пулас, килте сӗтел хушшинче ларас пулсан, ахӑртнех Воронцов шанчӑклӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, — шухӑшлать Хома ӑна хӗрхенерех.

Майору, видимо, нелегко было разбирать мелкий почерк, и Хома с сочувствием подумал, что будь это где-нибудь дома, за столом, Воронцов, наверное, вооружился бы надежными очками.

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ун патне Никита пычӗ те хӗрхенерех: — Ыратать-и? Пулӑшас-и? — тесе ыйтрӗ.

К нему подошёл Никита, участливо спрашивая: — Больно? Помочь?

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Бураков ӑна хӗрхенерех алӑ пачӗ.

Он с сожалением протянул ей руку.

23. Ҫаврӑма пӗтерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Амӑшӗ хӑй рабочисен пурнӑҫне ҫак ҫынсенчен лайӑхрах пӗлетӗп тесе шутлать, ӑна ҫак ҫынсем хӑйсене илнӗ задача ытла та пысӑк пулнине вӗсенчен уҫҫӑнтарах курать пек туять, ҫакӑ вара ӑна вӗсем ҫине хӗрхенерех, кӑшт кулянарах пӑхма май парать.

Мать чувствовала, что она знает жизнь рабочих лучше, чем эти люди, ей казалось, что она яснее их видит огромность взятой ими на себя задачи, и это позволяло ей относиться ко всем ним с снисходительным.

VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех