Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрриперех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрриперех пырсам!

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сыхланарах пырас тесе, ачасем ҫыран хӗрриперех ишме тӑрӑшрӗҫ — кун пек вӗсен киммине тӗмӗсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ.

На всякий случай ребята старались держаться ближе к берегу — чернота кустов закрывала лодку.

31 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Орочсем канашлама тытӑнчӗҫ, кимме ҫыран хӗрриперех тытса, каялла ишме шухӑшларӗҫ.

Орочи стали совещаться и хотели плыть обратно, держась как можно ближе к берегу.

Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.

Эпир, ҫакна курманскерсем, анаталла нимӗн шухӑшламасӑр сылтӑм ҫыран хӗрриперех ишетпӗр.

А мы, ничего не подозревая, поплыли вниз, стараясь держаться правого берега.

Вуту юханшывӗ хӗрринче выҫӑпа аптрани // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 45–57 с.

— Эппин, эсӗ Дон хӗрриперех, пахчасем витӗр кай.

— Иди лучше над Доном, огородами.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем вӑрман хӗрриперех пыраҫҫӗ.

Они шли вблизи от опушки.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Малтан кӗсменсемпе ишрӗм, мӗн май килнӗ таран ҫыран хӗрриперех пытӑм.

Сперва я пошел на веслах и держался возможно ближе к берегу.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех