Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тем тӑршшӗ составсем, пире хӑваласа ҫитсе, иртсе каяҫҫӗ, кашни вагон ҫинче хӗрлӗ хӗрес, хӗрес тавра шурӑ ҫаврашка, Пирӗн ҫумран майӗпен иртнӗ май, эпир вӗсен чӳречисем витер лампӑсен сӗт евӗр ҫуттинче йӑлтӑркка никель тыткӑчсем, хирурги инструменчӗсем, шап-шурӑ питсем, тӗссӗрленнӗ тутасем, тем пысӑкӑш куҫсем, бинтланӑ пуҫсем, сентресем ҫинчен усӑнса пыракан татӑк алӑсем, йывӑҫ урасем куратпӑр…
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Акӑ Крестовой та, — терӗ мана штабс-капитан, хамӑр Чертовой Улӑхне ҫитсен юрпа витӗннӗ сӑрт ҫинелле кӑтартса; ун тӑрринче тӗксӗм чул хӗрес курӑнать, хӗрес патӗнчен аран-аран палӑракан сукмак иртет, аяккинчи ҫула юр хӳсе кайсан, ҫав сукмакпа ҫӳреҫҫӗ пирӗн лавҫӑсем: тусем ҫинчен юр ишӗлсе анман-ха, тесе пӗлтерчӗҫ те, лашасене хӗрхеннипе пире тавра ҫулпа ҫавӑрттарса кайрӗҫ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Акӑ ватӑ станца пуҫлӑхӗн тӑпри, — терӗ мана ача, хура хӗрес лартнӑ, хӗрес ҫине пӑхӑр турӑш ҫапса хунӑ хӑйӑр купи ҫине сиксе хӑпарса.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
31. Ун чухне эрнекун пулнӑ, ҫавӑнпа та иудейсем, вилесене хӗрес ҫинче шӑматкуна хӑварас мар тесе (ҫав шӑматкун аслӑ кун пулнӑ), Пилатран вӗсен ури тунисене ҫапса ватса вӗсене хӗрес ҫинчен антарма ыйтнӑ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл пире, суя тӗнлисемпе иудейсене, пӗрлештерчӗ, икӗ халӑхран пӗр халӑх турӗ, вӗсене уйӑрса тӑракан хӳмене аркатрӗ, 15. саккун хушнине Хӑйӗн вилӗмӗпе пӑрахӑҫа кӑларчӗ, Хӑйӗнче иккӗшӗнчен пӗр ҫӗнелнӗ ҫын туса, тӑнӑҫлӑх парса, 16. тӑшманлӑха хӗрес ҫинче пӗтерсе хӗрес асапӗпе иккӗшне те пӗр Ӳт урлӑ Турӑпа килӗштерчӗ.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сӑмах май, ҫак хӗрес халӗ те ытти ылтӑн, кӗмӗл хӗресӗмсемпе юнашар упранать.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Чултан хӗрес тутарнӑ, Хӗресӗ ҫине ҫапла ҫырнӑ:
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Чултан хӗрес тутарнӑ, Хӗресӗ ҫийӗ ҫапла ҫырнӑ:
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Вӗсен тӑпри ҫинче ним пирӗшти таврашӗ те ҫук — пӗр пысӑкрах йывӑҫ хӗреспе тепӗр пӗчӗк хӗрес кӑна.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Уйрӑм пуянсем, сан пеккисем, тимӗр хӗрес лартса хӑйсен йӑхне паллӑ тӑваҫҫӗ, анчах чухӑнсен йӑхӗ йывӑҫ хӗресӗ ҫӗрсе ӳкиччен кӑна пырать.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӗсене хирӗҫ пастырьсен ылттӑнланӑ ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ архиерей аллине хӗрес тытса тухсан, ун хыҫҫӑн ылттӑнланӑ ҫута ризӑсем тӑхӑннӑ мӗнпур пупсем иконсемпе хӗрессем йӑтса тухсан, козаксем пуҫӗсене тайрӗҫ те ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫӑра уҫҫийӗ унӑн хӗрес кантӑринче хӗреспе пӗрле ҫакӑнса ҫӳретчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем тата ҫапла пӗлтернӗ: вӑрманта та ҫав прерисенче чугун ҫул ҫеҫ тумалла, хӗрес евӗрлӗ телеграф юписем ҫеҫ лартса тухмалла, вара ҫак хӗрессем индеецсен масарӗсем ҫинчи палӑксем вырӑнне пулӗҫ; ҫитменнине тата Боровинӑна чугун ҫул компанийӗнчен туяннӑ, ҫапла вара хӗрлӗ ӳтлӗ ҫынсем пӗтесси нумай та юлман, тесе пӗлтернӗ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хула виле хӗресӗ евӗрлӗ майлашӑнса ларнӑ: хӗрес тӗпӗнче — хӗрарӑм мӑнастирӗ тата масар, тӑррине — Заречьене — Путаница юханшыв касса татнӑ, сулахай ҫунаттинче — кивелсе тӗссӗрленнӗ тӗрме, сылтӑм ҫунаттинче тата — Буйнов хуҫасен хӑлтӑр-халтӑр кивӗ усадьби, катӑлса-хӑйпӑнса пӗтнӗ пысӑк ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫурт: ҫурт ҫивиттин стропилӗсем кашкӑрсем пӑвса таткаланӑ лашан аяк пӗрчийӗсем пек ҫаралса юлнӑ, кантӑкӗсене хӑмасемпе ҫапса лартнӑ, вӗсен хушӑкӗсем витӗр пуш-пушӑ тӗттӗм тулалла сӑрхӑнать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӗвел ҫинче пиҫсе хуралнӑ, халтан кайнӑ, мӑкӑрӑлчӑк та салху куҫлӑ типшӗм румынсем хӗрес ҫумне пӑталанӑ сӑна аса илтереҫҫӗ, — вӗсем хӑйсем те ҫул тӑваткалӗсенчи хӗрессем ҫинчен аннӑ пекех туйӑнаҫҫӗ.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кӑкӑрӗ ҫинче Ткаченкон ӗлӗкхи пекех, урлӑ каҫа йӗркерен ҫака-ҫака янӑ георгиевски хӗрессем; мӗнпурӗ тӑватӑ хӗрес.Четыре Георгиевских креста по-прежнему лежали поперек груди.
XXVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
— Ак сана хӗрес хӑюллӑхушӑн, — терӗ ҫамрӑк салтак, хӗресне Мельникова парса.
23 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӗресӗ чӑнах та чӑн хӗрес пекех илемлӗ тухрӗ.
23 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӗсене слон шӑммипе, пӑхӑр «ханны» текен чалӑш хӗрессемпе — Вӑтаҫӗр Африкӑна ҫак метала хӗрес туса илсе тухаҫҫӗ — улӑштараҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тӑванӗсем валли мул хӑварнӑ хисеппе, хӑшпӗрисен вилтӑприйӗсем ҫине пысӑкрах та ҫирӗнрех хӗрес лартнӑ, хӑйӗнчен ним хӑварайман мӗскӗнсене хӗрессӗр те лайӑх пытарнӑ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.