Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрарӑмсемпе (тĕпĕ: хӗрарӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын ачасем суха тунӑ, хӗрачасем хӗрарӑмсемпе сӳреленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк пулнӑ, ывӑннине туйман // Р. МАРТЬЯНОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/20/am ... ine-tujman

Март уйӑхӗнче Нина Дмитриевнана Уфана чӗннӗ: «Хӗрарӑм-наци амӑшӗ» конкурса вӑл Пушкӑртри ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле Рабига Кушаева ячӗллӗ медале, пушкӑрт хӗрарӑмӗсен юхӑмӗн активисткине тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Тыла юлнӑ хӗрарӑмсемпе мучисене, ачасене те ҫӑмӑл килмен.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Килти хӗрарӑмсемпе ҫыхланар мар.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ӑна пӑхӑнтарас тесе (Калинга вӑрҫи пӑх) ҫӗнӗ Маурьев йӑхӗнчи ҫӗнӗ самрачӗ Ашока пуҫӑннӑ, пирӗн эрӑчченхи 260 ҫ. тӗлне вӑрҫа пӗтерсе вӑл кунта хӑйне евӗр геноцид ирттернӗ (вилнисене йышӗ 100.000 яхӑн пулнӑ, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе ачасем те, 150.000 яхӑн ҫынна ирӗксӗрлесе чуралӑха хӑваласа кайнӑ), халапа ӗненсен вара шӑп ҫакӑ ӑна веда йӑли-йӗркинчен урӑхларах альтернативӑллӑ тӗнсенче чун лӑпкӑлӑхне шырама хистенӗ те.

Её покорением (см. война Калинга) занялся новый самрат династии Маурьев Ашока, окончив войну в 260 г. до н.э. и учинив здесь своеобразный геноцид (около 100.000 погибших, включая женщин и детей, и около 150.000 угнанных в неволю), что, по легенде, и заставило его искать душевного спокойствия в религиях, альтернативных ведической традиции.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Хӑрушӑ ҫулсем пуҫланаҫҫӗ, малтанхи кунсенчех вӑйпитти арҫынсене вӑрҫа илсе каяҫҫӗ, пӗтӗм ӗҫ хӗрарӑмсемпе шкул ачисем ҫине тиенет.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Сарай тулли хӗрарӑмсемпе ача-пӑча вилли…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Председатель хӗрарӑмсемпе, тӑван тӑванпа калаҫнӑн, канашларӗ, тӗрлӗ ыйтусене ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ара, паянах хӗрарӑмсемпе калаҫап, Мария Тимофеевна, паянах.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Варук, ялти комсомол организацийӗн секретарӗ, хӗрарӑмсемпе пӗрле кӗлте ҫыхма тухрӗ паян.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Литва ҫыннисем куҫса килни те вӑрах пулмастчӗ, акӑ тата Мускавран вунпилӗк ҫемье килсе хушӑнчӗ Тӑмпая — вӑтам ҫулхи хӗрарӑмсемпе ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрсем, ача-пӑча.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем хушшинче тутӑр вӗҫӗпе куҫӗсене шӑлакан хӗрарӑмсемпе ҫамрӑк хӗрсем те тем чухлехчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Коридор тепӗр вӗҫӗнчен ҫуйхашакан хӗрарӑмсемпе пӗрле хуҫи килнине курсан, крючниксем самантлӑха шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан крючниксем хӗрарӑмсемпе мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн пулса таҫталла саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула путсӗр каччине, вӑл эрех ӗҫнине, картла вылянине тата ют ҫӗршывра ҫӳренӗ чухне аскӑн хӗрарӑмсемпе явӑҫнине пӗтӗм ял пӗлнӗ, эсӗ ҫеҫ нимӗн те пӗлмен, пӗлме те тӑрӑшман.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уйрӑмах хӗрарӑмсемпе кайма юратмастӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

«Халь вара хӗрарӑмсемпе пач ҫыхӑнмасӑр упа пек сӗм пӗччен пурӑнать пулсан, радиопа юрату юрри пама ыйтнине мӗнле ӑнланмалла?» — тӗлӗнеҫҫӗ пурте.

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Хӗрарӑмсемпе ахӑрса ҫӳрет, явӑл.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тахҫан ытлашшипех тулса кайнӑ ҫуртра арҫынсем юлмарӗҫ — хӗрарӑмсемпе лавкка тулли ачи-пӑчи ҫеҫ куҫҫулӗсемпе манкисене юхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсемпе ҫапӑҫать, герой.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех