Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпара (тĕпĕ: хыпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Салтак килнӗ хыпара илтсен пӳрт тулли халӑх пухӑнать.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Куратӑп, мӗнле йышӑнатӑн ку хыпара, Тетей, эпӗ те куншӑн савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Алюна сӗмлӗхре Узинӑн тӗссӗр куҫӗнчен пӑхрӗ, анчах тӗттӗмре унӑн куҫӗ ку хыпара мӗнле йышӑнни курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑна каймалли ҫинчен хут килсен Александр Валерьевич ҫак хыпара лӑпкӑн йышӑннӑ: — Паллах, маншӑн ку ҫӗнӗлӗх пулчӗ, ҫапах та унран пӑрӑнса юлас шухӑш пулман.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Ку хыпара илтсен, салтакӑн сип-симӗс пилотки тӑруках хӗрелсе, кӑвар евӗр ҫунакан хӗрлӗ ҫӑлтӑрӗ симӗсленсе кайнӑччӗ…

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Светлана Иван Кузьмич кашни ҫулах, отпуск вӑхӑтӗнче, Украинӑна кайса хӑйӗн ҫухалнӑ арӑмне шырани ҫинчен ҫӳрекен хыпара аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Зина ҫав хыпара илнӗ чухне общежитинче вӗсем вунпӗрӗн пулнӑ, — вӗсенчен пӗри, Светлана, хулари тӑванӗсем патӗнче пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ку хыпара илтсен нихӑҫан хӗпӗртемен хаваслӑхпа хӗпӗртесе илчӗ Хурама.

Куҫарса пулӑш

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

Ҫимун вара паян Хумккаран илтнӗ хыпара каласа парӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑварӗпе те, хӑлхипе те итлерӗ пулас ҫак кӗтмен хӑрушӑ хыпара Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫак хыпара илтсен, Ҫимун хӑй Архип Григорьевич патне правление килчӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку хыпара кӳршӗ хӗрарӑмӗсенчен маларах илтнӗшӗн хӗпӗртесе-ши, тата тӗплӗнрех пӗлес тесе-ши, упӑшки умне тӑрсах ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук ку хыпара малтанах кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкассинчи юмӑҫа вӗлерсе пӳртне вут тивертнӗ хыпара Праски ҫӑл кутӗнчен тупса килчӗ те алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах: — Ах турӑ, Петӗр… тем курса ларӑн… Энӗшкассинче ытла та хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ваҫухха юмӑҫ килӗ ҫунса кайнӑ теҫҫӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрӗ Миххапа явӑҫнӑ хыпара илтнӗ хыҫҫӑн вӑл чӗринче мӗн пуррине каласа хӗрне ӳпкелеме килнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку хыпара Лукарье шутласа кӑларни ҫинчен ма каласа парас Миххана?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку хыпара пӗлсен кин мӗн тери савӑнӗ ӗнтӗ!»

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук уссӑрах ку хыпара ашшӗ-амӑшӗ пӗлмен пек сунать.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Эпир, паллах, хӗпӗртесе йышӑнаттӑмӑр кун пек хыпара.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Ҫак хыпара Мишшана Николай Семенович ывӑлӗ шкулта пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех