Шырав
Шырав ĕçĕ:
Таҫтан инҫетрен хуҫӑк хытхура туни чӑштӑртатни, майӗпе хӑшӑл-хӑшӑл туни илтӗнсе килет…Как будто издали доносится треск сломанной бурьянины, сдержанное пыхтенье…
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Прохорпа шӑпах ҫапла пулчӗ, ӗлӗк вӑл ялан ҫӗтӗк пиншак ҫинчен пилӗкне кантра ҫыхса ҫӳренӗ, ун пӗчӗк пуҫӗнче лӳчӗркенсе пӗтнӗ, час-часах хуҫӑк сӑмсаллӑ картуз е таткаланса пӗтнӗ, кайӑк йӑви пек ҫӗлӗк пулнӑ, урисене чалӑшса кайнӑ мӗскӗнӗн курӑнакан пушмак тӑхӑннӑ — ҫапла пулнӑ унӑн яланхи тумӗ, пурте ӑна ҫапла курма вӗреннӗ.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тӳпе тӗксӗм те сивӗ пулнӑ, йывӑр пӗлетсене ҫил хӗвеланӑҫ еннелле хӑваласа, унта, хуҫӑк горизонт тӑрӑх, ҫав пӗлӗтсене хӗссе, чугун пек хура кӑн-кӑвак стена туса хунӑ.
X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Григорий куҫне хупать, ал тупанӗсене тикӗс мар ҫӗрӗн кӑтрашка пичӗ ҫине саркаласа хурать; унтан вӑрахчен, куҫне кӑлт та сиктермесӗр, кӑвак ҫунатлӑ элккем лӗпӗш пек пӗр тӗлте вӗҫсе тӑракан Ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗ хуҫӑк хыр хыҫӗнчи тӗпсӗр тӳпере сивлеккӗн чӗтренни ҫине пӑхать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫакна та курчӗ Григорий: ҫемьери ҫынсем, пӳртрен хӗрлӗ питлӗ минтерсем, вак-тӗвек япаласем илсе тухса, урапа ҫине тиеҫҫӗ, хуҫи нӳхреп ҫинче вунӑ ҫул ытла пулӗ выртнӑ, никама кирлӗ мар хуҫӑк урапа тукунне илсе тухнӑ та, ҫав тери тирпейлӗн тыткаласа, ҫӗклесе ҫӳрет.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Площадьре, хуҫӑк турталлӑ урапасем ҫинче шыв пичкисем шултӑркаса ларакан пушар сарайӗ хыҫӗнче, Моховсен пӳрчӗ симӗссӗн курӑнса ларать.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кунти япаласем пурте хӑнӑхнӑскерсем пулин те: ванчӑк вешалка, ҫурӑк чейник, унта-кунта сапаланса выртакан тусанланса пӗтнӗ ӗҫ хучӗсен папкисем, хуҫӑк ураллӑ кивӗ кресло, хӑйӗн кресли ҫинче кальян тытса ларакан Цинь И-тан, — ӑна тип ӳслӗк асаплантарать, вӑл пуҫне чӗтрештеркелесе ҫеҫ ларать… — пурте, пурте ют.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Ҫапла эпӗ, карап киммин икӗ хуҫӑк кӗсменне илсе, ҫыран ҫине тухма васкарӑм.Поэтому, захватив с собою сломанные весла от корабельной шлюпки, я спешил в обратный путь.
Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл чӗлпӗре ман алӑран илчӗ, ҫилхерен ярса тытрӗ, анчах сулахай алли ун хуҫӑк пулнӑ, тин кӑна сыпӑннӑ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Ларах, тархасшӑн, — текелесе илнӗ сиввӗн Коваленко, куҫхаршисене антарса янӑ; унччен ҫеҫ кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн выртса каннӑ мӗн хӑй, кӑмӑлӗ шутсӑрах хуҫӑк пулнӑ ҫак хушӑра.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӗсем ун умӗнче хапхине уҫнӑ та ӑна хуларан кӑларса янӑ, вара вӑл хӑй ывӑлӗ пирки юхтарнӑ юнпа шӑвӑннӑ тӑван ҫӗр тӑрӑх утса кайнине стена ҫинчен вӑрахчен пӑхса тӑнӑ: вӑл ҫав ҫӗр ҫинчен урине аран-аран илсе, ерипен утса пынӑ, хулана сыхласа вилнисем умӗнчен пуҫ тайса иртнӗ, хуҫӑк хӗҫпӑшалсене, тӗренсе, урипе тапса хӑварнӑ — пӗр пӗрин ҫине тапӑнма кирлӗ хӗҫпӑшала аннесем кураймаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа сыхлама кирлине кӑна сума сӑваҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Санька хӗрачана хӑйӗн ҫурӑмӗпе хупларӗ, унтан Автана хуҫӑк вӑлта аврипе хӑратса, ерипен каялла чакма тытӑнчӗ.
28-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Санька хӗрелсе кайрӗ, хуҫӑк хулла аяккалла ывӑтрӗ, Маша ӑна клевер ҫыххи тыттарчӗ.Санька вспыхнул и отбросил обломок прута, Маша протянула ему пучочек клевера.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл Илле кунне аса илчӗ: устрицӑсемччӗ, ананасчӗ, дупельччӗ; халӗ акӑ хулӑн сӗтел ҫитти, уксуспа ҫу кӗленчисем, вӗсене те пробкӑпа мар, хутпа пӑкӑланӑ; турилккесем ҫинче пысӑк хура ҫӑкӑр татӑкӗсем, хуҫӑк авӑрлӑ вилккӑсем выртаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хуҫӑк ҫунатлӑ аманнӑ самолёт Алексей пуҫӗ ҫийӗпех вӗҫсе иртрӗ те ҫӗр ҫумнелле анса пычӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл шинельсӗр, гимнастеркӑпа кӑна, — йӳле янӑ пилӗкӗн ҫухавине туртса ҫурнӑ, унпа юнашарах — хуҫӑк штыклӑ, юнланса ванса пӗтнӗ прикладлӑ винтовка.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ачасем, пӗтӗмпех сехри хӑлнипс, мӗн пулать-килет тесе, пӗтӗм халне пуҫтарса чӑланалла вӗҫтерме тӑчӗҫ, сасартӑк, хӑмасем шӑтӑр-шатӑр хуҫӑлса кайрӗҫ те, Джо индеец хуҫӑк пусма юлашкисемпе пӗрле ҫӗре персе ӳкрӗ.
26-мӗш сыпӑк. Каллех Джо индеец // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Хуҫӑк туратсене касса пуҫтармалла, каснӑ тӗлсене 2: пӑхӑр купоросӗпе йӗпетмелле, типнӗ хыҫҫӑн сад варӗпе е ҫуллӑ сӑрӑпа сӗрсе хупламалла.
Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№
6. Эсӗ акӑ Египет ҫине, ҫавӑ хуҫӑк туя ҫине, тӗревленме шутлатӑн; вӑл туя хӑй ҫине таянаканӑн аллине тӑрӑнса шӑтарсах тухӗ!
Ис 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ акӑ Египет ҫине, ҫавӑ хуҫӑк туя ҫине, тӗревленме шутлатӑн; вӑл туя хӑй ҫине таянаканӑн аллине тӑрӑнса шӑтарсах тухӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.