Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫлаткаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вӗчӗхӳллӗн сывлать, тӳп-тӳрӗ тӑма тӑрӑшать, карап силленнӗ самантсенче пӗр шайлӑхне чӗр куҫҫисене хуҫлаткаласа йӗркелет.

Он нервно дышал, стараясь стоять прямо, и сохранял равновесие при качке тем, что сгибал и распрямлял колено.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сулахай ал лаппине хуҫлаткаласа юнӗ уҫӑмсӑррӑн кӗшӗлтетнине итлет, кӗҫех шӑлӗсем вӗттӗн-вӗттӗн шаккама пуҫларӗҫ, пӗчӗк параппансем пек пӑнтӑртатаҫҫӗ, кӗлетки вара хутланать, — унӑн тарланӑ ӳчӗ ҫине маччаран лапка-лапка юр ӳкет тейӗн.

Сжав левую руку у кисти, он слушал глухую возню крови, и зубы его быстро стучали, отбивая дробь маленьких барабанов, а тело ежилось, словно на его потной коже таяли хлопья снега, падающего с потолка.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Хӑшпӗр салара протопоп хуҫаланнӑ, вӑл мӑклӑ куҫхаршисене ҫиллӗн хуҫлаткаласа: «Коммунистсен картусӗ ҫинчи качака мӑйракисене курнӑ-и эсир? Кам курманни куҫне чарарах пӑхтӑр. Ӑнланатӑр-и? Вӗсене кам та пулин пӗр пӗрчӗ тырӑ парсан та, ҫав пӗрче тӗнче пӗтнӗ чухнехи хӑрушӑ судра ыйтаҫҫӗ… Турӑ ҫырӑвӗнче паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире, тенӗ. Анчах та, тырӑ монополийӗ ҫинчен унта нимӗн те ҫырман» — тесе, халӑха пӑтратнӑ.

В ином селе орудовал протопоп, грозно заламывая на амвоне косматые брови: «Видали у коммунистов на фуражках козлиные рога? А кто не видал, пусть глаза пошире разинет… Понимать можете? И кто им хоть зерно даст, — это зерно на страшном суде спросится… Хлеб наш насущный даждь нам днесь, — сказано в Писании. А про монополию в Писании не сказано».

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ пуҫа сылтӑмалла пӑрса пӑхрӑм та сӑмах калакан ҫыннӑн ҫи-пуҫне тата вӑл аллисене епле хуҫлаткаласа каланине куртӑм.

Это дало мне возможность повернуть голову направо и подробно рассмотреть внешность и жесты говорившего.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӗсен умӗнче, ҫутӑ аттине йӑлтӑртаттарса, чӗркуҫҫине хуҫлаткаласа, шукӑль околоточнӑй кускаласа пырать.

Перед нею, блистая лаковыми сапогами, подгибая коленки, метался щеголеватый околоточный.

XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Настя ҫеҫ хулпуҫҫисене хуҫлаткаласа илчӗ.

Только Настя пожала плечами.

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Анчах Настя куҫӗсемпе тӗлӗнсе пӑхрӗ те, хулпуҫҫисене хуҫлаткаласа илсе, ҫапла ответ пачӗ:

Настя удивленно подняла глаза и, пожав плечами, ответила:

5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Васкамасӑр, урисене хуҫлаткаласа, пӗрин хыҫҫӑн тепри, тем те пӗр пӗлме юратакан хӗрарӑмсем пек пыраҫҫӗ, вӗсем куҫхарши ҫинех антарса лартнӑ така тирӗнчен ҫӗлетнӗ мӑн ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ, ваткӑллӑ шалпар пиншакпа.

Подходили, не торопясь, на согнутых ногах один за другим старики, любопытные, как бабы, в просторных ватных пиджаках, просаленных, вытертых до глянца, и в лохматых бараньих шапках, насунутых на лохматые брови.

V сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

— Caramba! — терӗ вӑл, ҫырӑва хуҫлаткаласа хурса.

— Caramba! — сказал он, небрежно складывая письмо.

ХLVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсем тӑрмашни ҫине пӑхса, Грохачиха хулпуҫҫисене хуҫлаткаласа тӑчӗ.

Грохачиха пожимала плечами, глядя на их суету.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Олёна хулпуҫҫисене хуҫлаткаласа илчӗ.

Олёна пожала плечами.

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Юлашки распоряженисене панӑ хыҫҫӑн Чернецов учӗ ҫинчен сиксе анать те, ҫывӑрса кайнӑ урисене хуҫлаткаласа, рота командирӗсенчен пӗрне хӑтӑрса тӑкать:

Отдавая последние распоряжения, Чернецов слез с коня и, разминая затекшие ноги, сипло приказал командиру одной из рот:

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий, хытса ларнӑ урисене аран-аран хуҫлаткаласа утса, шыва кӗрет.

Григорий переступает одеревеневшими ногами.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сасартӑк таҫтан нӑрӑ килсе тухрӗ; вӑл Евсей хӑлхи патӗнчен сӑрлатса иртсе Федор Лукичӑн асаплӑн пӗркеленнӗ тата сивӗнме ӗлкӗрнӗ пичӗ ҫине хыттӑн мар ӳкрӗ; вӑл, ҫӑмламас урисемпе аран-аран пусса тата уйӑх ҫутинче симӗссӗн курӑнакан ҫунаттисене хуҫлаткаласа, уҫӑ куҫӗ урлӑ темрен хӑранӑ пек васкавлӑн шуса каҫрӗ, ҫамки ҫинче ҫаврӑнкаласа илчӗ те нӑрлатса вӗҫсе кайрӗ.

Вдруг откуда-то взялся жук-носорог; он прожужжал над ухом Евсея и в ту же секунду глухо шлепнулся о болезненно сморщенное и уже окоченевшее лицо Федора Лукича; перебирая косматыми ножками и расправляя зеленоватые на лунном свете крылышки, он торопливо, точно чего-то боясь, переполз через открытый глаз и, покружившись на лбу, с гудением улетел.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унтан карта патне пырса пиншакне сарчӗ те чӗркуҫҫисене аран-аран хуҫлаткаласа ҫӗре ларчӗ.

Затем, с трудом сгибая колени он расстелил пиджак и сел, привалившись к изгороди.

V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Муратлийский арӑмӗ аллисене шанчӑксӑр хуҫлаткаласа Радӑна шикленсе пӑхкаларӗ.

Госпожа Муратлийская, с ужасом взглянув на девушку, безнадежно стиснула руки.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Максимыч мана хуҫлаткаласа хунӑ хут татки тыттарчӗ те хӑй ҫавӑнтах каялла ҫаврӑнса вӗҫтере пачӗ.

— Тут Максимыч подал мне сложенную бумажку и тотчас ускакал.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех