Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушман (тĕпĕ: хуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Павлуш юлашки эрнесенче хӑйне сывах туйнӑ, анчах Раман Раманч хӗрӗх кун иртмесӗр ӑна пӳртрен кӑларма хушман, хӑй патне те юлташӗсене кӗртмен.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эльгеев, ку хыпара илтсен, хытӑ куляннӑ, анчах ывӑлӗ патне сивӗ сӑмах ҫырман, амӑшне те пӗлтерме хушман: хӗрарӑмӑн чӗри ҫемҫе — чӗлхи хавшак.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Анчах Сӗмӗлти пӑлхав ҫинчен Хусанти кӗпӗрнеттӑра пӗлтерсен, пӑлхавҫӑсене пӗр самант та Шӗнерпуҫӗнче тытса тӑма хушман — тӳрех Шупашкарти тӗрмене ямалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сире ҫумӑр вӑхӑтӗнче уҫӑ ҫӗре тухма хушман.

И вам было не велено выходить во время дождя.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Шебалов Хамур ҫулне асӑрхама хушман пулсан, эпир аяла та анса кайнӑ пулӑттӑмӑр.

Если бы не приказание Шебалова следить за Хамурской дорогой, мы спустились бы вниз.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Закона хирӗҫ кайма ӑна никам та хушман.

Против закона никто не велел ему идти.

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унӑн урокӗнче кам мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултарнӑ: картла вылянӑ, картинсем ӳкернӗ, ветхи завет кӗнеки вырӑнне вулама хушман Нат Пинкертон, е Шерлок Холмс кӗнекисене сӗтел ҫине хурсах куҫ умӗнчех вуласа ларнӑ, мӗншӗн тесен Геннади атте аякран курмастчӗ, ҫывӑхрине анчах куратчӗ.

На его уроках можно было заниматься чем угодно: играть в карты, рисовать, положить перед собой на парту вместо Ветхого завета запрещенного Ната Пинкертона или Шерлока Холмса, потому что отец Геннадий был близорук.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сыхлӑх нихӑҫан та ытлашши мар, ҫавӑнтан кайма нуша та хушман; питех те апла тӑк… мӗнех…

Осторожность никогда не мешает, да и нужды прямой не было; но, если пошло на то…

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫӑпата Улькине те пӑшӑрханма хушман, пурте йӗркеллех вӗҫленессе шантарнӑ…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗнӗ председатель суйлама хушман, вӑхӑт ҫитсен, хӑех тупӑнӗ-ха тет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫӗрӗҫ пайӗнче пӗркун хускатсаттӑм эпӗ ку ыйтӑва, халлӗхе ҫӗнӗ председатель тупма хушман теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— «Мухтав турра», теме хушман халь, «мухтав Гитлера», темелле.

— Сейчас нельзя говорить «Слава богу», надо сказать, «слава Гитлеру».

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Ҫаплах кала: Тарт утрав ҫинче юлчӗ, вӑл службӑра урӑх тӑрасшӑн та, мӗскӗнленесшӗн те мар, чӗри хушман ҫӗрте пулас килмест унӑн, — ҫаплах пӗлтер.

Так и скажи: Тарт остался на острове, он не хочет более ни служить, ни унижаться, ни быть там, где ему не по сердцу.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Хӗрлӗ Тӑрна Синопӑпа юнашар ларнӑ, вӑл вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне туртса пӗр сӑмах та хушман.

Красный Журавль сидел рядом с Синопой, курил длинную трубку и не говорил ни слова.

Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Никам та пӗр сӑмах хушман.

Последовало молчание.

Ачана ят параҫҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Вилнӗ ҫын ҫинчен усал калаҫма хушман та, анчах ку вӑл чӑнлӑх.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Калама хушман.

— Не велено говорить.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пӑтӑрмах пирки никама та пӗлтерме хушман.

Он также предупредил, что о происшествии никому сообщать не надо.

Ултавҫӑсене 3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30583.html

Анчах эпӗ министр пулнӑ пулсан, вӗсем ҫине нихҫан та тапӑнма хушман пулӑттӑм, мӗншӗн тесен ҫар искусствине ӑнланмаҫҫӗ пулсан та, вӗсем тӑнлӑскерсем, асӑрханса ӗҫлеҫҫӗ, ялан пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсен тӑван ҫӗршывне нимрен ытла хисеплесе юратаҫҫӗ.

Однако, будь я министром, я никогда не посоветовал бы нападать на них. Их благоразумие, единодушие, бесстрашие и любовь к отечеству с избытком возместили бы все их невежество в военном искусстве.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Императорӑн ҫывӑх ҫыннисем ирӗк памасӑр вӗсене ман ҫурт патне аллӑ ярдран ҫывӑха пыма хушман.

Им было воспрещено вновь приближаться к моему жилищу на расстояние меньше пятидесяти ярдов без особого разрешения двора.

Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех