Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушкалать (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«А! Ах, турӑҫӑм, санӑн ирӗк!» тесе хыттӑн каласа пычӗ Калиныч эпӗ каласа панӑ хушӑра; Хорь нимӗн те чӗнмест, ҫӑра куҫхаршисене вылятать, хутран-ситрен ҫеҫ: «Ку пирӗн патӑмӑрта килӗшмен пулӗччӗ, ку вӑт лайӑх — ку йӗркелех», текелесе ҫеҫ сӑмах хушкалать.

 — «А! ах, Господи, твоя воля!» — восклицал Калиныч во время моего рассказа; Хорь молчал, хмурил густые брови и лишь изредка замечал, что, «дескать, это у нас не шло бы, а вот это хорошо — это порядок».

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Мӑнкӑмӑллӑхне пытарса, ӗҫкӗри ҫынсене пуҫ тайрӗ вал, сӗтел ҫине чашӑксем лартса, хутран-ситрен сӑмах хушкалать.

Со скрытой гордостью она кланялась пирующим и ставила на стол миски, говоря изредка:

XXII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Начальствӑпа калаҫать, ытти чух та хушкалать.

С начальством разговаривает и вообще — командует.

IX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Унпа юнашар Нечо Пиронков ларать, вӑл советник, шукӑль тумланса пынӑ Кирияк Стефчовпа пӗр май тем пӑшӑлтатса калаҫать, леш вара ӑна итлемесӗрех: ҫапла-ҫапла, тесе сӑмах хушкалать, хӑй Юрдан хӗрне, Лалкӑна, куҫ сиктермесӗр тенӗ пек кулкаласа пӑхать.

Рядом с ним сидел Нечо Пиронков, советник; он то и дело шептал что-то щегольски одетому Кириаку Стефчову, а тот поддакивал ему, не слушая, и, улыбаясь, поглядывал на дочь Юрдана Лалку.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех