Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускатнӑ (тĕпĕ: хускат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та отчетлӑ пухусенче ял ҫыннисем хускатнӑ ыйтусене, тухса калаҫакансен сӗнӗвӗсене ертӳҫӗсен малашнехи ӗҫре усӑ курмах тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Тавралӑха тирпей-илем кӗртесси пирки ыйтӑва хускатнӑ май, спорт тӳремӗсем пирки те чарӑнса тӑмалла, вӗсем ҫине те тимлӗх уйӑрмалла.

Когда говорим про благоустройство школ, необходимо особо отметить и то, что нужно уделить внимание и спортивным площадкам.

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Халӗ, Кузнецов сӑмах хускатнӑ май, Микулан та хӑй мӗн пӗлни-илтни ҫинчен каласа парасси килчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун кӑмӑлне тата ытларах хурлантарас шутпа хускатнӑ сӑмаха малалла тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Атя, мӗн пулсан та пултӑр ӗнтӗ, сӑмах хускатнӑ хутне кайсах килем», — ирӗксӗрех тӗвтурӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑн пекех вӑл Калининӑна Ҫӗмӗрле енчен кӗнӗ ҫӗрте, хӑвӑртлӑха чакармалли паллӑ е искусствӑлла чӑрмав кирлине хускатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Район администрацийӗн информацийӗ тӑрӑх, тӗлпулура хускатнӑ ыйтусем пурте, тӗпрен илсен, ҫуран каҫмалли вырӑнсем йӗркелессипе е вӗсене республика ҫулӗсем ҫинче ҫутатассипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Текех ун пирки сӑмах хускатнӑ ан пултӑр, — тесе аллине сулчӗ те Сергей, картишӗнчи пӗчӗк пӳрт еннелле утма тӑчӗ, анчах ун ҫулне амӑшӗ пӳлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Телейлӗ тата хӑрушсӑр ачалӑх темине хускатнӑ калаҫу уҫӑ та анлӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Аслӑрах ӳсӗмрисемпе вара калаҫусем ҫивӗчрех иртнӗ - учительсем пуҫарнипе вӗренекенсем проблемӑллӑ самантсене те хускатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Ҫемье хаклӑхӗсене упрас тата вӗсене ачасене вӗрентес тивӗҫ, ашшӗсен обществӑри пӗлтерӗшлӗ вырӑнӗ, ҫемьери хисеппе юрату… - социаллӑ ҫивӗч ыйтусене чылай хускатнӑ ачасемпе калаҫусенче.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче пухӑннисем наукӑпа туризма аталантарасси пирки ыйтӑва та хускатнӑ, республикӑри аслӑ шкулсенче тӑрӑшакансем ҫамрӑк ӑсчахсене аталанса пыма тӗрлӗ пулӑшусем пани пирки каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Кӗнекере пичетленнӗ материалсенче Геннадий Дегтярев ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ, калаҫупа ҫыру чӗлхинчи тӳнтерле туртӑмсем пуласран асӑрхаттарнӑ, ҫӗнӗ нормӑсем сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

1838 — 1840 ҫулсенче хысна аллинчи хресченсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе хускатнӑ реформа — Киселев реформи — ҫӗр ӗҫлекенсен кун-ҫулне йывӑрлатнӑ кӑна.

Но затеянная им реформа наоборот ухудшила и без того нелегкую жизнь государственных крестьян.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Айвантарах кӑмӑллӑ Михапар ҫаплах хӑй хускатнӑ калаҫуран пӑрӑнаймасть-ха.

А недогадливый Михабар по-прежнему гнет свое:

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрнӗҫем хӗрсе кайса пурин кӑмӑлне хускатнӑ.

Не замечая, как входил в раж, завораживая слушателей…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук кӑмӑлне ӗнерхи ӗҫсем те, ыранхи инҫе ҫул та, эрех те хускатнӑ пулас, вӑл пӗр япала ҫинчен шухӑшласа ҫав вӑхӑтрах теприн ҫинчен калаҫса пӑтранчӗ-пӑтранчӗ, ҫӑрчӗ-ҫӑрчӗ.

Разгоряченный вчерашними событиями, предстоящей дальней дорогой, а также выпитым в трактире вином, Ивук думал и думал о своем, говорил и говорил, перескакивая с одного на другое.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ял территориийӗсене комплекслӑ аталантарса пырассипе палӑртнӑ ыйтӑва хускатнӑ май, кадр ыйтӑвӗсем пирки те чарӑнса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

Ыйтӑва пуҫласа «фермерсен слечӗ» мероприятинче регионта пурӑнакансем хускатнӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

Республика Пуҫлӑхӗ харпӑр хӑй хуҫалӑхӗсене аталантарса пырасси пирки ыйтӑва хускатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех