Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, питне аллисемпе хупласа, вырӑн ҫине пыра-пыра выртрӗ, тепӗр 15 минутран тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳрерӗ, креслӑсем ҫине йӑванчӗ, каллех пӗрре вӑрӑмрах, тепре кӗскерех ярса пусса, талпӑнса утса ҫӳрерӗ, вырӑн ҫине пырса выртрӗ, каллех утса ҫӳрерӗ, темиҫе хутчен ҫыру сӗтелӗ патне пырса тӑчӗ те каллех чупса кайрӗ, юлашкинчен ларчӗ, темиҫе сӑмах ҫырса хучӗ, ҫырӑва ҫыпӑҫтарчӗ, унтан пӗр ҫур сехетрен ҫырӑва ярса тытрӗ, ҫурса тӑкса ҫунтарса ячӗ, нумайччен унталла-кунталла чупкаласа ҫӳрерӗ, ҫӗнӗрен ҫырчӗ те, васкавлӑн, ҫыпӑҫтарнӑ-ҫыпӑҫтарманах, адрес ҫырса вӑхӑта ирттермесӗр, ҫырӑва илсе, упӑшкин пӳлӗмне чупса кайрӗ, ӑна сӗтел ҫине пӑрахса, хӑйӗн пӳлӗмне ыткӑнчӗ, кресла ҫине ӳкрӗ, пит-куҫне аллисемпе хупласа, ним хусканмасӑр ларчӗ; ҫур сехет, тен, пӗр сехет иртрӗ пуль, акӑ, шӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ — ку ӗнтӗ вӑл, Вера Павловна, ҫырӑва илсе, ҫурса тӑкас, ҫунтарса ярас тесе кабинета чупса кайрӗ, — ӑҫта-ха ҫыру?
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ ӗнтӗ тӳпе пӗрре те хумханакан тинӗс пек пулман — ун тӑрӑх пӗлӗтсем сарӑлса кайнӑ, ӑна тикӗс те йывӑр шӑналӑк пек карса илнӗ, шыв ҫинелле анса, хусканмасӑр хытса тӑнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӑй нимӗн чӗнмесӗр, ниҫталла пӑхмасӑр, чултан вартаса тунӑ пек, хусканмасӑр ларать.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Маша пӗр хусканмасӑр тӑрать.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӗвелӗн хӗп-хӗрлӗ пайӑркисем, леш енчи чӑнкӑ сӑрт ҫийӗпе шуса иртсе, хулари ҫурт тӑррисемпе хусканмасӑр тӑракан йывӑҫсене ылтӑн тӗспе витрӗҫ, чӳрече кантӑкӗсем ҫинче юн евӗрлӗ ҫутӑлса йӑлтӑртатрӗҫ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чылайччен вӑл ҫав вырӑнтах, ним хусканмасӑр ларчӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Носилка умӗнчех вӑл пӗр хусканмасӑр кӑшт ҫеҫ йӑлкӑшса кулакан полк командирӗн ҫамрӑк сӑнне курчӗ, унпа юнашарах — штаб начальникӗн сарлака та хӗрлӗ, тарланӑ пичӗ тата БАО начальникӗн тулли те шурӑ сӑнлӑ пичӗ курӑнчӗҫ, — формалистла хӑтланнӑшӑн тата ытла хытӑ пулнӑшӑн, БАО начальникне Алексей тӳсме те пултарайман.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950