Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускалкаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫимун ҫӗре вырттарнӑ пуканӗ ҫинче хускалкаласа илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мм… — аран хускалкаласа илчӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тихон Иванович хускалкаласа илчӗ, вара тараватлӑн: — Тархасшӑн. Каласа пама пултаратӑр. Итлетӗп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Бригадир никӗс-стакан хӗрринче мелсӗррӗн ларса часах йӑлӑхрӗ пулас — старикле хускалкаласа ҫӗкленчӗ те алсишне каллех хулӗ айне хӗстерчӗ, ҫӗнӗ опалубка вырнаҫтарма тытӑннӑ йӗкӗтсем еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пичӗ ун ҫав вӑхӑтра салхуллӑраххӑн курӑнатчӗ, куҫхаршийӗсем кӑшт ҫеҫ сисӗнмелле ачашшӑн хускалкаласа илетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫавӑн чухне унӑн питҫӑмартийӗсенче икӗ путӑк палӑрать, куҫхаршийӗсем ачашшӑн хускалкаласа илеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Тепӗр самантранах кӳршӗ хунав ҫӑкан ҫемҫе ҫулҫисем хускалкаласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Йӑшӑл-яшӑл хускалкаласа тем мӑкӑртатрӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Алендеев кӗтмен-туман ҫӗртен хӑйне тӗрӗслӗх, чӑнни «тапкӑ-ҫупкӑласа илнӗн» туйса, арҫыннӑн пат татса каланӑ сӑмахӗсене ниепле те хуравлама пӗлмесӗр, килпетсӗр елпӗрсе, ҫынсене суя кулӑпа куҫ пӑвасшӑн пулчӗ, урисем айӗнче вут тивсе кайнӑ пек тӑп-тап пускаласа, апла-капла хускалкаласа илчӗ, питне йытпырши чечекӗн кӗренӗ пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Хутран-ситрен вӑл хускалкаласа илет те куҫран ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ытти чӗпписем те хускалкаласа илчӗҫ, хӑшӗсем ура ҫине те ҫӗкленчӗҫ, иккӗшӗ кӑна йӑшӑлт тумасӑр лӑпкӑнах выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Арестленӗ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ, теприсем вӑхӑтран вӑхӑта, шыҫса, тӑртанса пӗтнӗ алли-урисене майлӑрах хурас, тесе вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑйсӑррӑн хускалкаласа илеҫҫӗ.

Одни из заключенных лежали неподвижно, другие время от времени двигались, стараясь расправить затекшие руки и ноги.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл вара хӑйне валли вырӑн тупайманпа пӗрех пукан ҫинче канӑҫсӑррӑн хускалкаласа илчӗ.

Он беспокойно ёрзал на стуле, точно не находя себе места.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫаплах шӑнкӑравламарӗҫ-и вара? — ыйтрӗ Яков Доруца, сак ҫинче канӑҫсӑррӑн хускалкаласа.

— Разве звонка еще не было? — спросил Яков Доруца, беспокойно ерзая на скамье.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку сӑмахсене илтсен Шигалейӗн тачка та пысӑк хӑлхисем хӗрелсе кайрӗҫ, хӑй вӑл, сиксе тӑрса тухса кайма хатӗрленнӗ пек, пӗр вырӑнта хускалкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ лӑпкӑн ҫывӑрать, куҫ хупанкисем ҫеҫ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн хускалкаласа илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ту енчи мӑрсасем чылай ҫывӑха пырса тӑрсан аслӑ князь пит-куҫран чӗрӗлнӗ пек пулчӗ, хӑйӗн хыҫлӑ тенкелӗ ҫинче хускалкаласа илчӗ, Сильвестр священника пӑшӑлтатса темле сӑмах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь ҫумӗнче пӗчӗк ача пек ҫеҫ курӑнса ларакан Шигалей тем каласшӑн пулса хускалкаласа илчӗ, анчах Василий Иванович Пронские малалла итлеме хатӗрленнине кура нимӗн те шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах пӑлхану пур-ха, ҫавӑнпа та хуллен хускалкаласа, кашни куҫӑма тимлӗн-тӗплӗн тишкерсе Джесси рюмкӑпа лӑплантаракан шӗвек тумлатрӗ.

Но возбуждение осталось и, двигаясь медленно, внимательно к каждому движению, Джесси накапала в рюмку успокоительных капель.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эмильпе Альфред ҫыран хӗррине юнашар ларнӑ та шывра хускалкаласа илекен поплавок ҫине пӑхаҫҫӗ.

Эмиль и Альфред сидели рядышком и глядели на поплавки, которые покачивались на сверкающей водной глади.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех