Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хусахскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Садри бук йывӑҫҫисем ӗлӗкхи пекех кашлаҫҫӗ, вӗсен ҫулҫисем ҫеҫ кӑштах тӗксӗмленнӗ, ҫӑраланнӑ пек туйӑнать; кӑмӑллӑн курӑнакан ҫурт стенисем те ҫав-ҫавах шурӑ тӑраҫҫӗ, вӗсем кӑшт кӑна тайӑлнӑ та пусӑрӑннӑ ҫеҫ; улӑм витнӗ сайхах тӑрри те ҫав-ҫавах тӗксӗм сӑнлӑ, Иохим шӑхличи те пулин ӗлӗкхипе пӗр вӑхӑтрах илтӗнет ут витинчен; анчах Иохим, ҫав-ҫавах хусахскер, ҫав-ҫавах утсем пӑхаканскер, суккӑр панич шӑхличе е фортепиано каланине итлеме халӗ ытларах кӑмӑллать.

По-прежнему шумели буки в саду, только их листва будто потемнела, сделалась еще гуще; по-прежнему белели приветливые стены, только они чуть-чуть покривились и осели; по-прежнему хмурились соломенные стрехи, и даже свирель Иохима слышалась в те же часы из конюшни; только теперь уже и сам Иохим, остававшийся холостым конюхом в усадьбе, предпочитал слушать игру слепого панича на дудке или на фортепиано — безразлично.

I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Манӑн сире ахальтен ҫеҫ шеллессӗм килчӗ: «Пурӑнать ҫав авланман ҫамрӑк арҫын, хусахскер, хӗрарӑмсемпе те интересленмест…» тесе шухӑшларӑм та…

Мне вас просто жалко стало, думаю: «Живет молодой мужчина, неженатый, холостой, бабами не интересуется…»

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех