Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурхух (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп ӑна сӗтеклӗ хурхух тунисем тата-тата пырса параттӑм, ҫемҫе курӑк ҫулҫисем алӑ вӗҫҫӗн ҫитереттӗм.

И Яндул тогда нарывал ей сочного осота и другой мягкой травы и кормил прямо с рук.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аркӑ ҫине кӗҫех хӗрлӗ кӑшманпа пиҫен ҫулҫи, хурхух, сулхӑн вырӑнта пахча хӗрринче ӳснӗ серте хутшӑнать.

Срывает несколько листков свеклы, кладет в подол рубахи стрелы осота, молочай, мясистые листочки серде — сныти.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Килте ҫулла ачасем хур пӑхнӑ, шӑрӑх кунсенче кӑнтӑрла киле кӗртнӗ вӗсене, хурхух ҫумласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Каясса тулӑ кӗлти пек айрӗ те, таврӑнасса — хурхух

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кроликсем валли хурхух, — терӗ вӑл.

— Молочай для кролей, — сказал он.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӗсен инҫе утмалла пулмарӗ — тепӗр икӗ-виҫӗ минутран хурхух курӑкӗ хушшинче вӗсем хӑвӑллӑ ватӑ тункатана курчӗҫ: ун йӗри-тавра пыл хурчӗсем хытӑ сӗрлеҫҫӗ.

Им не пришлось далеко ходить — через две-три минуты они увидели среди зарослей молочайника старый дуплистый пень, вокруг которого громко жужжали пчелы.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку тӳремлӗхре хурхух ҫеҫ, вӑл та пулин ун ҫӑнӑх евӗрлӗ кассава тума юракан тӗсӗ мар, апатра усӑ курма юрӑхсӑр ҫу паракан хурхух кӑна.

На этой равнине рос только молочайник, но не та его разновидность, из которой добывается мучнистая масса, кассава, а молочайник, дающий лишь негодное в пищу масло.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Улӑм ҫуртсенчен вӑрахарах сыхланса юлнӑ ҫӳллӗ ӳсекен хурхух картине, карта варринче пӗчченех ӳсекен таса смоковницӑна курсан, вӑл тӳрех кунта тахҫан ял пулнине ӑнланса илнӗ пулӗччӗ.

Посмотрев на живые изгороди из высоких молочаев, сохранившиеся дольше соломенных хижин, на одиноко растущую в середине ограды священную смоковницу, он сразу понял бы, что здесь когда-то было селение.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӑянпа хурхух пусса лартнӑран кӑшт ҫеҫ курӑнакан хир ҫулӗ тӑрӑх лаша хӑвӑрт юртать.

Лошадь шибко потрусила по чуть заметной, заросшей пыреем и молочаем полевой дороге.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Мучисенчен тулӑ, хирти пиҫен, хурхух, илепер, акмасӑр шӑтнӑ хӗвел ҫаврӑнӑш шӑршисемпе хутӑшса кайнӑ йӳҫӗ тар шӑрши кӗрет.

От дедушек пахнет крепким потом, смешанным с запахами пшеницы и полевых цветков осота, молочая, донника и одичавших подсолнухов.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Хаяр курӑкӗпе тӗрленнӗ лутра типчак вырӑнӗ-вырӑнӗпе сӗм-суккӑррӑн та ҫӑтах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ; унтан каллех вара ытти курӑксене пусса илсе ашкӑрса кайнӑ кӑлкан тӗрлӗ тӗссемпе — хир сӗлли, сарӑ анра ҫарӑк, хурхух, хытӑ, пӗр хӑйне ҫеҫ юратакан, йышӑнса илнӗ лаптӑкран мӗнпур курӑка хӗссе кӑларнӑ эрчемес курӑкӗн тӗсӗсемпе ылмашӑнса, — вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса ларать.

Местами слепо и цепко прижимался к земле низкорослый железняк, изредка промереженный шалфеем, и вновь половодьем расстилался взявший засилье ковыль, сменяясь разноцветьем: овсюгом, желтой сурепкой, молочаем, чингиской — травой суровой, однолюбой, вытеснявшей с занятой площади все остальные травы.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ҫур уйӑхран пӗчӗкҫӗ масар тӗмескине ҫул курӑкӗпе ҫамрӑк армути пусса илчӗ, унтан хир сӗлли пуҫ кӑларчӗ, кӑшт айккинерех анра ҫарӑк сарӑ ҫеҫке ҫурса чечекленчӗ, шерепеллӗ чечекӗсене масар тӑпри ҫинелле усӑнтарса, илепер ӳсрӗ, чапӑр, хурхух, ӗмкӗч курӑкӗн шӑршисем сарӑлчӗҫ.

Через полмесяца зарос махонький холмик подорожником и молодой полынью, заколосился на нем овсюг, пышным цветом выжелтилась сбоку сурепка, махорчатыми кистками повис любушка-донник, запахло чобором, молочаем и медвянкой.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫумкурӑк 5-15 см тӑршшӗ, хурхух ҫулҫисем 15 см диаметра сарӑлнӑ вӑхӑтра пӗрӗхме ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

Глифосат имҫамӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех