Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурса (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла-и, атте? — тет вӑл, кучченеҫӗсене сӗтел ҫине хурса.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Шкул ачин сумкине хурса алла хресчен сенӗк-кӗреҫине тытнӑ тапхӑрта Вихтӗрсене, колхозри ҫамрӑк волейболистсене, районти ӑмӑртӑва илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Апатӑн тути-масине ӑнлансах ҫитереймест пулас та каллех лӗрплеттерет, вара, йывӑҫ кашӑка сӗтел ҫине шак хурса: — Амӑшӗ! — тет хыттӑн.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ашшӗ, ҫавине хурса, ҫулса пӑрахнӑ курӑк ҫине ларать, кайӑкӗ ҫаплипех чарӑнма ӳкӗтлет: «Чӑк-чӑк, чарӑн-чарӑн-чарӑн-тӑк!»

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Любовь Сергеевна тӑван енре вӑй хурса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ, юратнӑ ӗҫне халӗ те алӑран ямасть.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

Хӑйсен пӗтӗмлетӗвӗсене культура ӗҫченӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тултарнине тата Чӑваш Автономийӗ 100 ҫул тултарнине тӗпе хурса йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Культурӑпа социаллӑ аталану пайӗн ертӳҫи Е.Матюшова вулавӑшсемпе Культура ҫуртӗнче тӑрӑшакансене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тата аталантарас енӗпе йышӑннӑ Хушӑвне тӗпе хурса ӗҫе йӗркелемелли пирки калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗсем ҫулталӑкри ӗҫне пӗтӗмлетрӗҫ // О. ЕФРЕМОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/ku ... ne-ptmletr

Ҫавӑн пекех пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗпе хурса пӗвесене тасатасси тата вӗсене йӗри-тавралла тирпейлесси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ вырӑнсенче.

Куҫарса пулӑш

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Ытти ӗҫе аякка хурса Тӑван ҫӗршывӑн патриочӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

1945 ҫулхи февралӗн 11-мӗшӗнче 30 минут хушшинче вӑл 2,5 ҫухрӑм ҫыхӑну линине хурса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Вӑрманта иртнӗ ҫулталӑк хушшинче хӑйсемпе мӗн-мӗн пулнине чун тараси ҫине хурса виҫсе пӑхать вӑл тепӗр хут.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Лӑпкӑ-лӑпкӑ вӑрмана лесник хулпуҫҫийӗ ҫине тӑхлан хурса янӑ пек йывӑррӑн таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шарламасть, сӑмах хушмасть вӑрманҫӑ, вӑйне хурса, пикенсе ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑнланма ҫук хӗрарӑм чунне: те юратать вӑл кун пек чух, те ылханать; те ҫупӑрлать, те хӗнет; те хӑйӗн пӗртен-пӗр шанӑҫӗ вырӑнне хурса ыталать, те…

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Сталпӑть, — кутамккине ҫӗре хурса, ӑна майӗпен салтать вӑрманҫӑ, — бандит ку.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тӗп площадьри кивӗ асфальта ватса плитасем хурса брусчатка сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

«Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫӗсене хунисене асра тытасси» федераци шайӗнчи тӗллевлӗ программӑна тӗпе хурса Вӑрмар, Кавал, Пинер территорийӗсенчи 3 салтак вилтӑприйӗсен вырӑнӗсене юсаса хӑтлӑх кӗртме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Митинга хутшӑнакансем Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫне хунисене пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса асӑннӑ, пуҫ кӑшӑлӗсемпе чечексем хурса халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ӗҫне пит пысӑка хурса хаклать.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех