Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурласа (тĕпĕ: хурла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Машина вырӑнтан тапранать, хӑйӑрлӑ ҫула урӑм-сурӑм хурласа, йывӑррӑн ӳхӗрме те мӗкӗрме тапратать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Чылай чух вӗсем пӗтӗм арҫын тӗнчине хурласа, ним вырӑнне хумасӑр аркатса тӑкаҫҫӗ «Чӑн-чӑн арҫын ҫук халь. Юлман. Хӑҫан пуласси те паллӑ мар», — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ку вӑл арҫынсен пӗтӗм раттине хурласа тӑкни вӗт-ха…

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Курорт пирки те ырласа вӑлтса каларӗ, те хурласа шахвӑртрӗ — ӑна-кӑна ӑнланмарӗ Ваҫук.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ним те хурласа каламалли тупаймӑн, илемлӗ ҫын — яштака пӳ-си, ҫаврака пит-куҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӗсем сана ҫӗр тӳсейми хурласа тӑкӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Харпӑр хӑй япалине кам хурласа сутать пулӗ?

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Оглыпе… каҫарӑр, тархасшӑн, эпӗ ӑна хурласа чӗнесшӗн мар… тен, чӑрманма та кирлӗ мар унпала.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗрне хурласа тепӗрне ырламалли ҫук.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурласа каламастӑп, — терӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Ӑна ырласа та хурласа сахал мар статья ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Хӑй ҫуралса ӳснӗ ялти ҫынсене ӑҫта кирлӗ унта хурласа ҫӳрес килмест унӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тарҫӑ ҫапла каласа Лӑплантарчӗ Чӗкеҫе, Еркинее хурласа Сурса илчӗ темиҫе.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анук ҫичӗ класс та пӗтереймен-ха, анчах ӑна, йӗркеллӗ вӗренекен, килте те, колхозра та вӑй хурса, лӑш курмасӑр ӗҫлекен хӗр ачана, ашшӗ темӗн те пӗр хурласа каласа хӑртма ӗлкӗрнӗ: «мӗшӗлти», «харампыр», «шампа хырӑм», «бурлак», «ҫӑкӑр хурчӗ» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Анчах эпир хамӑрӑн кӗреҫене темшӗн хурласа, ӑна хамӑра кирлӗ пек улӑштарас вырӑнне кӳршӗрен яланах кӗреҫе ыйтсан, — пирӗн кӗреҫе пӑнтӑхать те ӗҫлӗхрен тухать.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

Романӑн пӗрремӗшпе иккӗмӗш кӗнекисенче сӑнласа панӑ Микулан кӑмӑлӗ, шухӑш-туйӑмӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ, тыткаларӑшӗ ҫинчен нимӗн хурласа каламалли те ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Эсӗ мана сӑлтавсӑр хурласа тӑкрӑн…

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усламҫӑ хурласа чӗнни Ҫтаппанӑн суранлӑ чӗрине пушшех ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хурласа мар, ырласа ҫапла калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӗҫ пирки эс пире ахалех хурласа тӑкрӑн.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех