Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хурланса (тĕпĕ: хурлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Выльӑх пулсан та килсе тав тума ӑс-тӑн ҫитерчӗ вӗт-ха», — хӗпӗртесе, ҫав вӑхӑтрах Именчӗк пирӗнтен уйрӑлса кайнишӗн хурланса шухӑшларӑм эп.

Куҫарса пулӑш

Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.

Вӗсен сассине илтсен пӗчӗк Вихтӗрӗн ялан чун хурланса каять, пыра тем капланса килет.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Чӗрхӑва ҫырми тӑрӑх, чӗпписем вилсе пӗтнӗ чухнехи майлах хурланса, текерлӗксем каллӗ-маллӗ эрленсе веҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эпир кунтан кайнӑ чух Кайччӑр-пӗтчӗр ан тейӗр, — аса илет Вихтӗр халӗ тахҫан хурланса юрланӑ юрра.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Атӑл ӑна хурланса та, туллашса та, савӑнса та кӗтнӗ, анчах кӗтсе илеймен.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫак шухӑш ҫӗклет кӑмӑла, хурланса вилме памасть.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Акӑ вӑл, ҫӗрпе, хӑвӑрпа, чул катӑкӗпе «калаҫма» пултараканскер, хурал пӳртне хурланса кӗрет те, кантур таврашӗсене куланай чакарттарас тесе йӑлӑнса, урайне выртнӑ хура халӑха тата ӑна тӗрлӗ хырӑҫ-мараҫшӑн хӗвеме илсе килнӗ пӗр купа ҫӗмӗрт хулли курсан, йывӑр шухӑша кайса, хӑйӗнчен хӑй ыйтать:

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӑл, пирӗн пурнӑҫра халӗ те-ха ҫавӑн йышшисем пуршӑн, хурланса тарӑхтӑр, вӗсене чунтан питлетӗр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Виталий Адюков хут купӑсне тӑсса ярсассӑнах залра ларакансем пурте тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ячӗҫ, такмакӗ- сене пӗрле юрласа ташларӗҫ, чуна пырса тивекен юррисене пӗрле хурланса итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Наҫтик хӗрӗ ҫине хурланса та ӳпкелесе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук, хурланса макӑрас е шеллеме ыйтас вырӑнне, чӗрене ҫуракан сасӑпа ҫухӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, сулкаланса пырса, урлӑ сак ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ, чӗререн хурланса макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюк амӑшӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, ҫавӑнтах хӑй те хурланса макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ватӑ вӑкӑра, Партизана, какая янине пӗлсен унчченхи пӗчӗк хуҫи, шофер правиллӗ каччӑ, чылай вӑхӑт хурланса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Хурланса тухнӑ Иван патша патӗнчен, ҫӗрӗпе ҫывраймасӑр хӑшкӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Пулкалать хӑш чухне ман ун пекки, нимсӗр-мӗнсӗрех чун хурланса килет.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗри — упӑшкишӗн, тепри лагерьте каччине ҫухатнӑ хӗрӗшӗн хурланса.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Килтен тухса кайсассӑн Аса илӗп хурланса, — юрласа ячӗ тимӗрҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫапла, паккӑҫ, кӑкшӑма ватрӗ, — терӗ те арӑмӗ хурланса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Урасем утнӑ пулсан эп те хам ирӗкпе вӑрҫа кайнӑ пулӑттӑм, — ача пек хурланса йӗчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех