Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗнле хӗрарӑмӑн хитре пулас килмӗ, хӑйне: хитре эс, тенине илтес килмӗ?!
VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Анчах вӗсем нумай ӗҫленӗ: касса чӗнтӗрленӗ хитре балконсем; сенкер те хӗрлӗ маркизӑллӑ чӳречесен хушшинче авкаланса ӳсекен чечексен чӑтлӑхӗ; арӑслан тирӗ; рояль, юнашар пӑшал; юмахсенчи паттӑрсен-ни пек хӑюллӑ куҫлӑ, кӗре, шухӑшсӑр ачасем; ҫинҫе пилӗклӗ, хитре хӗрсем — кӗсйисенче револьвер, пуҫелӗк тӗлӗнче — кӗнеке; ӑмӑрт кайӑк куҫлӑ сунарҫӑсем, -тата мӗн кирлӗ сире?!
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
«Итле-ха, пан, эпӗ пана йӑлтах каласа парӑп», терӗ жид: «шӑй-шай пуҫланнине илтсенех тата хула хапхинчен ҫарсем кӗнине курсанах эпӗ, кирлӗ пулмӗ-и тесе, хампа пӗрле ахах пӗрчисемлӗ ҫип тарахӗ илтӗм, мӗншӗн тесен хулара хитре хӗрсемпе дворян хӗрарӑмӗсем пyp; хитре хӗрсемпе дворян хӗрарӑмӗсем пур-тӑк, терӗм, ҫимелли ним те ҫук пулсан та ахаха илеҫҫех, терӗм.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Манӑн виҫӗ хӗрӗм пур, виҫҫӗшӗ те хитре, ытармалла мар; эпӗ вӗсем валли пӗрер кучченеҫ илсе таврӑнма сӑмах панӑччӗ: аслӑ хӗрӗме — ылтӑн ука ҫине мерченпе ӗнчӗ виттерсе ҫӗлетнӗ калпак, вӑталӑххине — йӑлтӑркка тӗкӗр, кӗҫӗн хӗре — ҫут тӗнчери чи хитре кӗрен чечек тупса килме пулнӑччӗ, аслисем валли кучченеҫсем тупрӑм, анчах кӗҫӗн хӗрӗм валли ниепле те тупаймарӑм; вӑл кучченеҫе — кӗрен чечеке эпӗ сан садӑнта ҫеҫ тупрӑм та ҫапла шутларӑм: сан пек ҫӗрме пуян та чаплӑ, вӑйлӑ хуҫашӑн ҫак кӗрен чечек шел пулмӗ терӗм, ӑна манӑн юратнӑ кӗҫӗн хӗрӗм ыйтнӑччӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Ҫав чечексем епле хитре иккенне халапра та каласа кӑтартас ҫук, ҫырса та пӗлтерес ҫук; ӑна ҫав чечек тӗнчери чи хитре тесе никам та ӗнентерсех калаймасть, апла иккенне вӑл хӑй те ӗненмест.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
— Хитре, хитре.
Канӑҫсӑрлӑх // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Хитре те ырханрах брюнет, вӑрӑм та типшӗм сӑмсаллӑскер, уссийӗсем пысӑк ун, питҫӑмартийӗсенчен те иртсе каяҫҫӗ, хитре те шурӑ пӳрнисемпе карт валеҫсе тӑрать.
17 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑш-хӑш поэт паян та-ха тӑкман кивелнӗ йӑптӑха, — вӑл чӑхӑмҫӑ кӗсре хурми ташлать, юрлать хӑйне курми: «Хитре ҫынсем хитре тумпа вӑрҫа утаҫ гитарӑпа…»
Тӗп пултӑр // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 54–57 с.
Тата хитре хӑйраса якатнӑ сӑрламан чӗрнесем лакпа тирпейсӗр сӑрланӑ чӗрнесенчен хитререх курӑнаҫҫӗ.Красиво подпиленные, чистые и некрашенные ногти выглядят красивее, чем неряшливо покрытые лаком.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Шӑлсем йӗркеллӗ мар пулсан, темле хитре пит-куҫ та хитре мар.Как бы ни было красиво лицо, оно много теряет, если зубы не в порядке.
Косметика // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хитре ҫитти сарнӑ праҫник сӗтелӗ ҫине сив апат: ҫырткаламалли, хитре касса хунӑ бутербродсем хунӑ турилккесем — лартаҫҫӗ.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
«Ҫын пур енӗпе те хитре пулмалла: сӑнӗ-сӑпачӗпе те, кӗпи-тумӗпе те, чунӗпе те, шухӑшӗсемпе те. Час-часах эпӗ питӗ хитре сӑн-сӑпатлӑ чипер тӑхӑннӑ ҫынсене куратӑп, вӗсемшӗн савӑннипе пуҫ ҫаврӑнса каять, анчах чунӗпе шухӑшӗ вара, турӑҫӑм!
1. Йӗрке-тирпей культури тата уйрӑм ҫын // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Унӑн ҫав местечкӑра тупса илме май килнӗ таварсенчен те хитре тумсем ҫӗлетсе тӑхӑнма пӗлекен, ҫӳҫне илемлӗ туракан, аллисене лайӑх пӑхса пурӑннӑ арӑм пулнӑ, вӑл местечкӑри ялан чупса ҫӳрекен, васкакан, ялан мӗн те пулин тӑвакан айван хӗрарӑмсенчен пуринчен те хитререх курӑннӑ.
VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Авдотья хитре е хитре мар пулнине халӗ вӑл хӑй те ӑнланмарӗ, анчах ун пичӗ лайӑххине уҫҫӑнах курчӗ.Сейчас он тоже не понимал, красива Авдотья или нет, но ясно видел, что лицо у нее хорошее.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Уншӑн вӑл хитре те, хитре мар та пулман, хӑйӗн, тӑван, кашни пӗркеленчӗкпе турпаллине пӗлсе ҫитнӗ Дуняшка пулнӑ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хитре вӑл, эп ача чухне курнӑ хитре хӗрарӑмсем пекех.Красивая, как те недосягаемые женщины, которых я видел не раз в детстве.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Йӗркесӗр те илемсӗр ҫын аскӑн пурнӑҫпа пурӑнни нимех те мар-ха, анчах хитре ҫын, ҫамрӑк та хитре ҫын… вӑл тасалмалла мар, вӑл таса пулмалла, ҫапла шутлатпӑр эпир.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Хитре мар, Григорий Пантелевич, чӑн сӑмаха калатӑп, хитре мар!
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пӑхатӑп эпӗ ун ҫине: хитре тумланнӑ вӑл, пиҫиххи те ун кӗмӗл, кубанки те пуҫ ҫинче шуйттан пек илемлӗ ларать — хитре, ӑҫта калама, анчах ӗлӗкхи пек каппайланасси пӗртте ҫук.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Куҫӗсем те хура — «куҫӗсем хитре, питех те хитре» — пит-куҫӗнчен пӑхсан, кӑнтӑр енчи хӗр пек курӑнать» —С черными глазами — «глаза хорошие, даже очень хорошие», с южным типом лица, —
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.