Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кио артист, илемлӗ пурҫӑн хитон тӑхӑннӑскер, пуҫне темиҫе хут авраса чалма ҫыхнӑскер, юмахри магараджа-князь пек курӑнать. йӑлтӑркка шуҫтанкӑсемпе илемлетнӗ пурҫӑн пӗркенчӗкӗ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пек ялтӑрать.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кун хыҫҫӑн патша ура ҫине ҫӗкленнӗ, хӑйне ҫӑвӑнмалли пама хушнӑ та ылтӑн скарабейсемпе тӗрленӗ чи паха, чи капӑр йӗпкӗн-хӗрлӗ хитон тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине юн теслӗ рубинсенчен тунӑ кӑшӑл хунӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӗрарӑм-чурасем ӑна Египетӑн ҫӳп-ҫӳхе йӗтӗнӗнчен хатӗрленӗ кӗске шурӑ туника та саргонсен хаклӑ йышши виссонӗнчен ҫӗленӗ хитон тӑхӑнтартнӑ, ылтӑн тӗспе питех те вӑйлӑ ялтӑранӑран, тумӗ ун хӗвел пайӑркисенченех тӗртсе тунӑн туйӑннӑ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Темле хӑюсӑртараххӑн тӑхӑнать вӑл сандалийӗсене, ҫара ӳчӗ ҫине ҫӳхе хитон пӗркесе ярать, ун ҫийӗпе виткӗҫ ывӑтать те, ҫӑра ҫинче мирра йӗрӗсем хӑварса, алӑка уҫать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӗрлӗ хитон пулнӑ патша ҫинче, пуҫӗнче — утмӑл берилтан тӑракан, ылтӑнласа ҫавӑрттарнӑ ансӑр ахаль кӑшӑл.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сан ҫинче хаклӑ хитон, пӗр тӑхи те унӑн ман пиччесем Адонирама, патшан хырҫӑ пухавҫине, хамӑр иҫӗм пахчишӗн ҫулталӑкра паракан тӳлев хакӗ чухлӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӗсене хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, пуҫӗсене кидар тӑхӑнтартнӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей ӗнтӗ Ааронпа унӑн ывӑлӗсене илсе пынӑ та вӗсене шывпа ҫунӑ; 7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарона хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, унтан ӑна ҫиелти риза тӑхӑнтартнӑ, ун ҫийӗнчен ефод тӑхӑнтартнӑ, ӑна ефод пиҫиххийӗпе ҫавӑрса ҫыхса, ефодне ун ҫумне тачӑ ҫыхса хунӑ, 8. унтан ун ҫине кӑкӑрлӑх ҫакнӑ, кӑкӑрлӑхне урим тата туммим хунӑ, 9. пуҫне кидар тӑхӑнтартнӑ, кидар ҫине, мал енне, якатса ҫутатнӑ пӗчӗкҫӗ хӑма, сӑваплӑ ҫутанкка, ҫыпӑҫтарса хунӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене хитон тӑхӑнтарт, 15. вӗсен ашшӗне ҫу сӗрнӗ пек, вӗсене те ҫу сӗр: вӗсем Манӑн священникӑмсем пулччӑр, вӗсене ҫу сӗрни вӗсен йӑхне ӗмӗрлӗхе священник пулма халаллӗ, тенӗ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене те хитон тӑхӑнтарт; 9. вӗсене, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, пиҫиххи ҫыхса яр, пуҫ ҫыххийӗсем ҫых, вара йӗрке тӑрӑх священник пуласси ӗмӗрех вӗсене пулӗ; ҫапла Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллине тултар.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тата виссонран хитон ту, виссонранах кидар ту тата эрешлӗ пиҫиххи ту.39. И сделай хитон из виссона и кидар из виссона и сделай пояс узорчатой работы.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем тумалли тумтирсем акӑ ҫаксем: кӑкӑрлӑх, ефод#, ҫиелти риза, тӑваткал куҫлӑ хитон#, кидар# тата пиҫиххи.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1