Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫлемерӗ (тĕпĕ: хирӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Инженер хӗрне хирӗҫлемерӗ.

Инженер не противоречил девушке.

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Вӑл хӑй асапланни асне килчӗ те — юлташне хирӗҫлемерӗ.

Он вспомнил свои мучения, и он не противоречил.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Санюка тытса кайнӑшӑн шалт кулянса ӳкнӗскер тата ҫакӑншӑн хӑй пӗлмен такамсене ҫав тери тарӑхса кайнӑскер, Калюков Сидора тек хирӗҫлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хирӗҫлемерӗ Хӗлимун.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет хирӗҫлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Нумай ҫуллӑха хупмалла тунине илтсен те, приговора хирӗҫлемерӗ, никама нимӗн каламарӗ пулин те, ӑшӗнче хӑйне мӗн тивӗҫнине вӗҫне ҫитиччен тӳссе ирттермешкӗн тӗв турӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вероника хирӗҫлемерӗ.

Куҫарса пулӑш

Вероника // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Тоня амӑшӗ патне кӑштахлӑха канма юлнӑшӑн та хирӗҫлемерӗ Саша.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Анчах Ленька нумай хирӗҫлемерӗ.

Но Ленька долго не возражал.

XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Амӑшӗ каланине Александр Иванович пӗрре те хирӗҫлемерӗ.

Александр Иванович не стал возражать матери.

VII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Елькка хирӗҫлемерӗ, кисӗпписене хӑй илчӗ, витрине — Матвие пачӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӗсен выҫӑ ларасси те, шӑнасси те час-часах пулкаларӗ, анчах никам та хирӗҫлемерӗ, никам та шарламарӗ, кӑмӑлсӑр пулни сӑнран та палӑрмарӗ; командире те никам сивлемерӗ, ӳпкелемерӗ; вӑл хӑй те вӗсемпе ытларах ҫывӑхланчӗ.

Партизаны голодали и мерзли, но никто и словом не выразил своего недовольства, никто не осудил и не попрекнул командира, и он теперь тоже чувствовал большую близость к ним.

28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Командовани йышӑнӑвне никам та хирӗҫлемерӗ.

Против решения штаба не возражал никто.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Нимӗн те хирӗҫлемерӗ хӗр, Мукуҫ мучи сулӑмӗпе урисене вӑйсӑррӑн шутара-шутара утрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Старик ӑна тепӗр хут лӳчӗркесе пӑхрӗ, хӑй ӑшӗнче темӗн шутларӗ, анчах хирӗҫлемерӗ, кӗсйине чиксе хучӗ.

Старик еще раз помял его в руках, подумал что-то про себя и спрятал в карман.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах хальхинче Иван Антонович хирӗҫлемерӗ.

На этот раз Иван Антонович не возражал.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Унпа пурте килӗшрӗҫ, никам та хирӗҫлемерӗ.

Все с ней согласились, никто не возразил.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫӗнӗ хӗрарӑм патша хушнине Муани-Лунга патшан ҫывӑх ҫыннисем те, халӑх та хирӗҫлемерӗ.

Приказ новой королевы не вызывал возражений ни со стороны двора, ни со стороны народа.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫавӑнпа ӑна Актеонпа Остин ҫумӗнче, вӗсенчен аякка каймасӑр пыма хушсан, мӗскӗн Бенедикт пичче пач та хирӗҫлемерӗ, юлташӗсем хыҫҫӑн, суккӑр ҫын хӑйне ҫавӑтса ҫӳрекен хыҫҫӑн утнӑ пек, сӗнкӗлтетрӗ.

А потому, когда ему указали место между Актеоном и Остином и строго-настрого велели не отходить от них, бедный кузен Бенедикт даже не пробовал возражать, но покорно поплелся за своими спутниками, как слепой за поводырем.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Негоро текех Дик Сэнд пуҫпулнине хирӗҫлемерӗ.

Негоро не пытался больше оспаривать власть Дика Сэнда.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех