Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫлеме (тĕпĕ: хирӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пурпӗрех мар-и, — хирӗҫлеме тӑчӗ ӑна Аҫтӑрхан, анчах Эмир ҫине пӑхса илчӗ те хӑйне хӑй тӳрлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна курнипе ӗнтӗ Пӑкачав вӑл чӗннине хирӗҫлеме хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер пӗрре хӗрелсе, тепре симӗсленсе кайрӗ, анчах пурте хисеплекен шурсухала хирӗҫлеме хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ватта хисеплемелле, ватта хирӗҫлеме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Санитар пӗр хушӑ шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, татӑклӑ каланӑ сӑмаха хирӗҫлеме хӑюлӑх ҫитереймерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хирӗҫлеме шухӑш пур-и пирӗн?

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Вӗсем, самант шӑпланса, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнӳллӗн те иккӗленӳллӗн куҫ ывӑткаласа илчӗҫ, хӑшӗ-пӗри, пуҫне пӗксе, йӳҫҫӗн куланҫи туса, куҫне аялалла та тартрӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те (Павӑлӑн ҫамрӑк упа вӑйне аса илсе-ши?) мӑнтӑрккана хирӗҫлеме хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Хура йытӑ вӑйсӑррисем умӗнче ҫеҫ шӑллӑ-шӑртлӑ, чараксӑр пуҫтах иккен: мана хирӗҫлеме хӑймасӑр тӳрех хыҫалалла, унтан урамалла тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Эсӗ вӑр-вар, ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлетӗн, шӑпах ҫамрӑксемпе ӗҫлемелли ҫын», ӗнентерчӗ вӑл, эп хирӗҫлеме пӑхсан.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Шуйттансен аллинчен хӑтӑлас тесе вӑл малтанхинчен те ытларах турткалашма, урисемпе тӗренсе хирӗҫлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис ку хутӗнче те хӑйӗн иккӗмӗш ҫуррине хирӗҫлеме, этемккӗрен чӑн-чӑн ҫынна ҫаврӑнма хӑюлӑхне те, чун хавалне те тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл хирӗҫлеме те, килӗшме те пултараймарӗ, Лариса сӑмахӗсем вара хӑлхара йӗрӗнтермӗш кӗвӗ евӗрлех янӑрарӗҫ те янӑрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Мокин урӑх хирӗҫлеме пултараймарӗ, мӑк-мак тукаларӗ те хӑй вырӑнне ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халӗ ак вӑл хӑйне темӗнле тимӗр карта ӑшӗнчи кайӑк евӗр туйрӗ, сӑмах калама та, хирӗҫлеме те, килӗшме те пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Малтанах хӑшӗ-пӗрисем хирӗҫлеме пӑхрӗҫ, турткаланса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хӗрсемпе килӗшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ӑна эсир яланах тупӑшлӑ ӗҫ паратӑр, унашкал паллах, норма ытлашшипех тулса пырать, ҫав задание пире те памалла, эпир мӗнрен кая, — хирӗҫлеме пӑхрӗҫ хӑшӗсем, анчах ӑҫта унта, аслӑ мастерпа смена мастерӗн сӑмахӗ — закон.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Кайӑр, сирӗлӗр умран, — хирӗҫлеме тӑчӗ мучи, анчах варӗ ҫав тери касса килнипе сӑмахӗсем хӑй илтмелле ҫеҫ тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Хирӗҫлеме темӗнле аван мар пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та Лена килӗшрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Никам та хирӗҫлеме пултараймасть.

— Никто не может ничего иметь против.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл хушнине хирӗҫлеме юрамасть, замполита хирӗҫ калаҫаймӑн, ачам.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех