Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫле сăмах пирĕн базăра пур.
хирӗҫле (тĕпĕ: хирӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сантӑр хирӗҫле шухӑшлине Ҫтаппан каллех сисеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумайранпа турӑпа патшана хирӗҫле ӗҫсем туса пурӑннӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам шутпа, эпӗ ҫак тарана ҫитсе этемпе пӳлӗхҫе хирӗҫле ӗҫ туман тесе пурӑнаттӑм, — ытларах Огуречников шухӑшне пӗлесшӗн каларӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнер хамах Сахара вӑл Совета хирӗҫле ӗҫ туни, куншӑн ӑна судпа айӑплама пултарасси, Петӗр пӳртне правлени тума йышӑнни ҫинчен каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑп та лӑп хирӗҫле пурӑнакан Энтрей ҫеҫ: «Манӑн лаша чирлерӗ-ха», — тесе суйрӗ, ӑшӗнче вара: «Сана, тӑрпалтай плахая, пулӑшма ухмаха тухман-ха эпӗ. Пӗрех ырӑ сӑмаху та, хӑҫан та пулин хама пулӑшасси те пулас ҫук санран. Курӑпӑр-ха ҫынсене мӗнле ӗҫтерсе-ҫитернине. Сахарӗ пулӑшать-ха. Тем ыррине кӗтет пулас-ха вӑл ҫав йӗксӗксенчен. Кӑтартӗ-ха вӑл сана ыррине, кӗтсех тӑр», — тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иконсене вутта пӑрахса ҫунтарнӑ, вӗсене ӗненсе пуҫ ҫапакансене еретиксем, урӑхла каласан, турра хирӗҫле ҫынсем тесе айӑпланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, Михаил Степанович каларӗ-ҫке, ҫитӗннӗ ҫынсен ҫурри ытла хирӗҫле сасӑламалла, вара чиркӗве тин хупма пулать терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чиркӗве хупас тесен, прихута кӗрекен ҫитӗннӗ ҫынсем ҫурри ытла хирӗҫле сасӑламалла.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ку ыйтупа ҫыхӑниччен ҫыхӑнманни лайӑх, чиркӗве хирӗҫле сасӑланине пӗлсен, атте-анне килтен хӑваласа кӑларӗ тесе хӑраса, ыттисем сисмен хушӑра айккинелле тухса шӑвӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пухӑва килнисенчен чиркӗве хупма хирӗҫле шухӑшлӑ хӑш-пӗр ҫамрӑксем те тупӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лашасен пуҫӗ ан ҫаврӑнтӑр тесе, вӗсене каялла ҫавӑрса, хирӗҫле майлӑ чуптарма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах та терроризма хирӗҫле тимлекен комисси аппарачӗн ертӳҫи Евгений Терешин профилактика ӗҫ-хӗлне вӑйлатассине тимлӗхрех тытмалла тесе палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Анчах ҫакӑ тепӗр чухне хамӑра хирӗҫле… усалпа таврӑнма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

— Санӑн мана хирӗҫле сӑвӑсем пур теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хуралҫӑ панӑ сӗнӳшӗн те сасӑларӗҫ, анчах ытларахӑшӗ хирӗҫле ал ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Хӗрсем барака таврӑннӑ чух юр ҫума чарӑнчӗ, анчах хирӗҫле сивӗ ҫил ҫаплах вӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Чухӑнлӑха пула мӗн чухлӗ намӑс курмасть пуль, хӑйне хирӗҫле ӗҫ тумасть пуль этем, турӑҫӑм!

Ах, бедность, бедность! Чего только из-за нее не вынужден делать человек!

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн пуҫласа вӗҫне ҫитичченех ваттисен йӑлине те, ҫутҫанталӑка та, закона та хирӗҫле вӗсен хушшинчи ӗҫсем.

Все это неправильно, противоестественно.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр пуҫне чикрӗ те кулса ячӗ, те хирӗҫле темскер каларӗ — ӑнланаймарӗ Ивук.

Девушка потупила голову, улыбнулась и проговорила что-то невнятное.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Футбол — спорт вӑййи, хирӗҫле вылякан командӑн хапхине пӗтӗм ӳт-пӳ пайӗсемпе хускалса, алӑсемсӗр сӑран мечӗке тапса кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех