Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫес (тĕпĕ: хирӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Танук-нойон ытлашши хирӗҫес мар тесе кутӑн чакса ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах ачашшӑн анасласа тӗлӗрекен мӑшӑрӗн юратӑвӗ ун хирӗҫес туйӑмӗсене лӑплантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Мӗн кӑлӑхах хирӗҫес ҫурхи хӗвел савса пӑхнӑ чух?

Да и зачем ссориться, когда весеннее солнышко так ласково светит?

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

Хӑйӗннех перет вӑл, ҫитменнине унӑн упӑшкипе хирӗҫес те килмен.

Он будет повторять свое без конца, а она совсем не хотела ссориться.

I // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 19–29 с.

— Ачасем, — тет дворник ним кулмасӑр, — эпир ҫу каҫипех килӗштерсе пурӑнтӑмӑр, кӗркунне те хирӗҫес мар.

— Ребята, — просит дворник серьёзно, — всё лето прожили мы дружно — давайте не ссориться и осенью.

Маруся кукамӑшне итлемест // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Хирӗҫес килет-и?

— Ссориться хотите?

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Никампа та хирӗҫес килмерӗ, кашни ҫынпах туслашнӑ пулӑттӑм…

Не хотелось ни с кем ссориться, с каждым братался бы…

VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Эсир Ленинград ҫыннисем, ҫавӑнпа сирӗнпе хирӗҫес килмест манӑн…

— Вы ленинградцы, и я не хочу с вами ссориться…

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Унӑн ӗлӗкрех хутшӑнса пурӑннӑ ҫывӑх ҫыннисем хальхисенчен мӗн тери малта тӑнине ҫакӑнтан та тавҫӑрса илме пулать: пӗр-пӗр чух, пӗр пытармасӑр-тумасӑр калаҫнӑ самантсенче, унӑн ҫуран ҫарти юлташӗсене хӑйӗн дрожка пулни ҫинчен, губернатор патӗнче пулса иртекен балсенче ташлани ҫинчен, штатски генералпа картла выляни ҫинчен каласа пама тӳр килсен, лешсем вӑл каланине ӗненмесӗр тенӗ пекрех, интересленмесӗр-тумасӑр тенӗ пек ҫеҫ итленӗ, вӗсем ӑна, кунпа хирӗҫес мар-ха, «калаҫтӑр-иҫ» тенӗ майлӑрах ҫеҫ итленӗ, вӑл хӑйӗн юлташӗсем эрех ӗҫсе, 5-тенкӗшер банк хурса картла выляса пурӑннине, вӗсем хӑйсене хӑйсем йӗркеллӗ тыткаламаннине курса тӑнӑ ҫӗртенех шарламасӑр чӑтса пурӑннӑ, хӑй вӗсенчен йӗрӗннине палӑртман, ку ӗнтӗ йӑлтах унӑн уйрӑммӑнах йӑваш кӑмӑлӗнчен, вӑл ӗҫе-мӗне шухӑшласа тума пӗлнинчен, кирек мӗнле ҫынпа та пурӑнма хӑнӑхнинчен килнӗ.

Его прежний круг был до такой степени выше теперешнего, что когда в минуты откровенности ему случалось рассказывать пехотным товарищам, как у него были свои дрожки, как он танцевал на балах у губернатора и играл в карты с штатским генералом, его слушали равнодушно-недоверчиво, как будто не желая только противоречить и доказывать противное — «пускай говорит», мол, и что ежели он не выказывал явного презрения к кутежу товарищей — водкой, к игре по четверти копейки на старые карты, и вообще к грубости их отношений, то это надо отнести к особенной кротости, уживчивости и рассудительности его характера.

2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Кайран эпир килӗшрӗмӗр, унпа ӗнтӗ эпӗ урӑх нихҫан та хирӗҫес мар тетӗп.

Но потом мы помирились, и я решила никогда больше с ней не ссориться.

Дневник // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Чӗре тӗввинче ӗмӗр капланса шыҫӑннӑ ҫилӗ те хирӗҫес ҫук хӑватне туйса парӑнать.

Скопившаяся за годы сердечная боль сдается без сопротивления.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ҫук, — тетӗп, унпа хирӗҫес мар пулса.

— Нет, — ответил я, чтобы не противоречить ему.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах манӑн унпа, тем пулсан та, хирӗҫес килмест!»

Но я не хочу, ни за что не хочу с ним ссориться!»

4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хирӗҫес пулсан — вӑй кирлӗ, а манӑн вӑл ҫук.

— Для ссоры нужна сила, а у меня ее нет.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Мӗншӗн кӑлӑхах хирӗҫес?

Зачем же бузу заваривать?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗр-пӗринпе хирӗҫес мар тесе.

Чтобы не было ссор.

Саккӑрмӗш вӑрттӑнлӑх // Ольга Фёдорова. Ордем, Г. Аньӑн вунӑ вӑрттӑнлӑхӗ: калавсем: [кӗҫен ҫулхи шкул ачисем валли] / Ордем Гали; [О. Л. Федорова куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 2006. - 48 с. : ил.

Мӗншӗн тесен пӗтӗм халӑх кӑмӑлне палӑртса тӑракан правительствӑпа хирӗҫес ҫул ҫине тӑнипе эсир тӑван Дон тӑрӑхне халиччен курман хӑрушӑ инкексем патне илсе ҫитеретӗр.

Ибо неслыханные бедствия несете вы родному краю, вступив на путь распри с правительством, отражающим волю всего населения.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Манпа хирӗҫес тетӗн-им?

Хочешь со мной поссориться?

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Мӗнех, лавҫӑ пек, хирӗҫес тетӗн ҫеҫ пулсан, эпӗ каятӑп.

— Да если ты хочешь браниться, как извозчик, то я уйду.

XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ман санпа пӗртте хирӗҫес килмест.

У меня нет никакой охоты скандалить с тобой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех