Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапӑл сăмах пирĕн базăра пур.
хапӑл (тĕпĕ: хапӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тавтапуҫ, анне, — хапӑл илчӗ амӑшӗн сӑмахне Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Хапӑл турех пулӗ-ха Турри ман кӗлле, — палӑри-палӑрми сывлакаласа хӑйне пӑртак та пулин лӑплантарасшӑн пулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Татах ик-виҫ предприятие, хуҫалӑх органӗсене ҫитсе кун-ҫулӗсен «кӗҫӗн алӑкне туртса пӑхкаларӗҫ» апӑршасем — ниҫта та паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр паракан ӗҫ куҫран пӑхса, хапӑл кулса кӑтартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хыҫҫӑнах Полина Ула Тимӗре кӑкӑрӗнчен аллипе ҫемҫен тӗк тӗкӗнсе илчӗ те, ихӗлтеткелесе, ӗнтӗ куҫне те Ула Тимӗр ҫине хапӑл чӗнӳллӗн, чӗлтӗр ывӑтса илсе, урине ҫӗре тӗкӗнтертмесӗр тенӗ пек туй кӗрлекен килхушши еннелле вӗҫтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Силуан Атте кӑмӑллӑ ҫын, чӑваш ӗҫӗсемпе кӑсӑкланать, тӳрех палласа илсе хапӑл турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Кӑмӑл тӑвакансене хапӑл тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пыл ҫиес тесен ӗҫлеме те ан ӳркен // Н. ПИРОЖКОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44131-pyl-c ... te-an-rken

Пихампар хапӑл тусан, телей пулӗ… —

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

IT-Куб пурне те хапӑл!

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Ялсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнса пырать, ҫамрӑксем хапӑл тусах пурнӑҫаҫҫӗ ял тӑрӑхӗнче, вӗсене ӗҫлеме, пурӑнма условисем аван.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫӳлерех асӑннӑ комиссийӗн пайташӗсем пирӗн регионӑн заявкине ырланине асӑннӑ, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмне реформӑлакан фонд тӗрев пама килӗшнине каланӑ, патшалӑх корпорацийӗн Правленийӗ хапӑл тунине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

«АВТОФУРГОН» ООО, «ШЗСА» АО предприятийӗсене вӑй илтересе пырасси ыйту кун йӗркинче тӑнине асӑннӑ министр, вӗсен пахалӑх енчен пысӑк шайра тӑракан таварӗсене ыттисем хапӑл тусах йышӑннине те каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Пирӗн ӑстаҫӑсем хапӑл тусах хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Паха проекта ытти субъектсем те хапӑл тусах хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

«Мӗнпур регион проекта хапӑл тусах хутшӑнчӗ. Паллӑ, ку ӗҫ пуҫламӑшӗ кӑна пирӗн палӑртса хунисенчен, пуласлӑхри тӗллевсем тата та пысӑк. Ӳлӗмрен те ҫак йӑла-йӗркесене тытса пырӑпӑр», – тесе каланӑ Геннадий Семиин.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Вӗсем пирӗн сӗнӗве хапӑл тусах йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Паллӑ, вӑл тӑрӑха ҫамрӑксем кӑна мар, ыттисем те хапӑл тусах ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Хурамал ачисем Анаткасри Микишпа унӑн тусӗсем пек мар, паллӑ профессора питӗ хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи хаклӑ парне // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 79–82 с.

— Тӗрӗс!.. — хапӑл пулсах килӗшрӗҫ ман туссем те.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫавӑнпа-и, тен, ун чух вӑл пире кайӑксем ҫинчен те хапӑл пулсах каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Пурте ҫынна тӑваҫҫӗ хапӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех