Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ним пирки те ан пӑшӑрханӑр – кирли хӑйех, эсир тӑрӑшмасӑрах сирӗн пата килет.Ни о чем не беспокойтесь - все нужное придет к вам само и без лишних усилий с вашей стороны.
21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Нимӗн пирки те ан кулянӑр – эсир тӑрӑшмасӑрах йӑлтах сирӗн алла килӗ.Ни о чем не беспокойтесь - все нужное придет к вам само и без лишних усилий с вашей стороны.
33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Апла пулсан, эпир пӗр тӑрӑшмасӑрах Ҫӗр ҫинчинчен ултӑ хут вӑйлӑрах пултӑмӑр.
Уйӑх ҫинче // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫаксем ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшмасӑрах, эпӗ ҫапах та шухӑша каяттӑм: Стекловсен нумай та пулмасть иртнӗ вӑхӑтра пысӑк та йӗркеллӗ килйыш пулнӑ пулмалла, унта ӑслӑ пурӑннӑ, ӑна ырӑ кӑмӑллӑ, анчах ҫирӗп амӑшӗ ертсе пынӑ.
14 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сисетӗп-ха, Альбина Альбертовна тӑрӑшмасӑрах пулман ку.Правда, я подозревал, что тут не обошлось без заботливой руки Альбины Альбертовны.
13 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Коростелев хӑйӗн пысӑк аллисемпе комода ярса тытрӗ, — кивӗ комод чӗриклетсе вырӑнтан хускалчӗ те, Серёжа пӗр тӑрӑшмасӑрах кубике илчӗ.
Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Тӑрӑшмасӑрах, ҫӑмӑллӑн тухакан задачӑсем ун кӑмӑлне тултарман.Если решение приходило быстро и легко, без всякого напряжения, мальчику это казалось неинтересным.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Рита пӗлет: Павела халь йывӑр, ун ҫинчен унӑн куҫӗсемех пӗлтереҫҫӗ, анчах та вӑл нимӗнле илемлӗ сӑмах калама тӑрӑшмасӑрах тӗрӗссипе каларӗ:
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Иртенпех ӗҫлесе ывӑннӑ ҫил ӗнтӗ, ытлашши тӑрӑшмасӑрах, хӑйӗн кӑнтӑрлахи ӗҫӗсене вӗҫлет.Натрудившись с раннего утра, ветер без особого усердия заканчивал свои дневные дела.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Унӑн ыйхӑллӑ ӑспуҫӗнче кулленхи ахаль шухӑшсем мар, юмахри фантастикӑлла сӑнарсем ҫеҫ тӗтреллӗн ҫаврӑнчӗҫ; ҫавнашкал сӑнарсен пӗр лайӑх енӗ пур: вӗсем шухӑшлакан ҫынни тӑрӑшмасӑрах пуҫ мимине хӑйсем тӗллӗн ҫӑмӑллӑн пырса кӗреҫҫӗ те хӑйсем тӗллӗнех — пуҫа пӗрре лайӑхрах силле ҫеҫ — таҫта тухса кайса ҫухалаҫҫӗ; унпа ҫеҫ те мар, таврара мӗн пурри хӑех кулленхи ахаль япаласем ҫинчен шухӑшлама памасть.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫемьесӗр пурнӑҫ маншӑн ҫемьеллӗ пурнӑҫран ҫӑмӑлтарах е ирӗкрех пек туйӑннӑ тенине пӗлтермеҫҫӗ манӑн ҫак сӑмахсем: ҫук, упӑшкипе арӑмӗн пӗрне-пӗри юрас тесе, пачах та тӑвӑрланмалла мар пулсан, вӗсем пӗрне-пӗри пӗр вӑй хумасӑрах килӗштереҫҫӗ пулсан, пӗрне-пӗри юрас тесе тӑрӑшмасӑрах килӗшсе пурӑнаҫҫӗ пулсан, хутлӑхӗ мӗнле тӑкӑс пулсан та, вӗсене иккӗшне те ҫӑмӑл та ирӗк.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа пачах айван хӗрсем те, хӑйсем ӑслӑ та йӗркеллӗ пулсан, нимӗн тӑрӑшмасӑрах, хӑйсене опытлӑ хӗрарӑмсем пек тыткалаҫҫӗ.Потому совершенно наивные девушки без намерения действуют как опытные кокетки, если имеют ум и такт.
VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑннипе калаттӑм эпӗ — мана ӗненместчӗҫ: эпӗ улталама вӗрентӗм; эпӗ светпа общество пускӑчисене лайӑхрах пӗлсен, пурнӑҫ йӗркине ӑста пӗлсе ҫитрӗм, хӑватӑма ҫухатса та тӑрӑшса илекен хам тупӑша ыттисем нимӗн тӑрӑшмасӑрах, ӑсталанмасӑрах илетчӗҫ, вӗсем телейлӗ пулнине кураттӑм.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫамрӑк чух ытлашши тӑрӑшмасӑрах пӗлекен пулнӑ япаласене халӗ вӑл тӗпрен, ӑс-пуҫпа ӑнланса вӗренсе пычӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лида хӑйне мӗн хушнисене пурне те, вӑл ӗҫ мӗне пӗлтернине тата мӗн тума кирлине питех те пӗлме тӑрӑшмасӑрах, ҫав тери хавасланса тӑватчӗ.Лида делала все с охотой, не особенно интересуясь тем, что это значит и для чего это нужно.
Лида // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Вӗсем пурте ҫӗнӗ правилӑсемпе диктант ҫырма епле ансат иккенни ҫинчен кӗрлерӗҫ: ӗлӗкхи правилӑсене урокра епле тӑрӑшса вӗренсен те тӗрӗс диктант ҫырма пултарайман; ҫӗнӗ правилӑсемпе вӗренме ансат, тӑрӑшмасӑрах, вылямаллах вӗренеҫҫӗ, диктант тӗрӗс ҫыраҫҫӗ.
Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах // Л.Е. Андреев-Лесник. https://chuvash.org/content/4820-%D0%A2% ... D1%85.html
- 1