Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Йо-хо-хо, тата бутылка ромчӗ», тенӗ сасӑ пирӗн пӳртӗн стенисене кисрететчӗ, пирӗн пата кӗнӗ ҫынсем унӑн вӗлерес пек ҫиллинчен хӑраса, капитан хӑйсемпе кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗринчен тепри хытӑрах кӑшкӑрма, май килнӗ таран хытӑрах юрлама тӑрӑшатчӗҫ, мӗншӗн тесен, вӑл ҫав самантсенче виҫесӗрех хаярланса ҫитетчӗ: е пурне те шӑп пулма хушса сӗтеле чӑмӑрӗпе шаккатчӗ, е кам та пулин унӑн сӑмахне пӳлсе, мӗнле те пулин ыйту парсан, урнӑ пек тарӑхса каятчӗ, е ӑна ыйтусем памасан, вӑл вара татах хаярланса ҫитетчӗ, унӑн шухӑшӗпе, ҫакӑ ӑна тимлӗн итлеменнине пӗлтернӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Маньчжоу-го вӑхӑтӗнче помещиксем пирӗн ҫине мӗнле пулсан та тӗрлӗрен налогсем ытларах хума тӑрӑшатчӗҫ.
XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Фашистсем хӗвел аннӑ чухне тӗттӗмленме тытӑнсан вӗҫсе тухма тӑрӑшатчӗҫ.Фашисты, стараясь использовать заходящее солнце, пытались совершать налёты под вечер.
18. Берлин ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Уйрӑммӑнах ачасем пама тӑрӑшатчӗҫ.
Ҫӗр те ҫирӗм ултӑ булка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Вӗсем пурте ялта колхоз тӑвассишӗн тӑрӑшатчӗҫ.
5. Хӗрӳллӗ кунсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Дисциплина тӗлӗшӗнчен те, кӗрешӳри ытти мӗнпур ӗҫсенчи пекех, ачасем Хӗрлӗ Ҫарти йӗркене тытса пыма тӑрӑшатчӗҫ.И тут, как и во всём, ребята старались подражать Красной Армии.
Серёжа «ункӑран» тухать // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Рабочисем те, подрядчиксем те, пур майпа та мана улталама, мӗн те пулин вӑрлама тӑрӑшатчӗҫ, хӑйсене кичемле ӗҫ тума хушнине пӑхӑннӑ пек, вӗсем ҫавна пытанмасӑр тенӗ пекех тӑватчӗҫ, эпӗ вӗсене тытсан, ним чул та ҫиленместчӗҫ, анчах ҫиленмесӗр вара тӗлӗнетчӗҫ:
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шӳт туса, савӑнӑҫлӑн калаҫкаласа, хуҫа вӗсене, вӗсем хуҫана улталама тӑрӑшатчӗҫ, хӑш чухне тата хыттӑнах тавлашатчӗҫ, анчах пуринчен ытларах пӗрле харӑссӑн савӑнса кулатчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗтӗмпе каласан, чӑн пурӑнӑҫпа интересленместчӗҫ вӗсем, хальхи пурӑнӑҫӗ начаррине, чӑлах йышшине курасшӑн мар пулса, пурте малалли ҫинчен тӗлӗрсе, унталла куҫпа пӑхма тӑрӑшатчӗҫ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мая приказчик та, пирӗн кӳршӗ те ҫавӑн пек сутакансене пит хытӑ асӑрхаса тӑратчӗҫ, вӗсене пӗр-пӗрин аллинчен ярса илме тӑрӑшатчӗҫ; авалхи япаласене темиҫе тенкӗ е темиҫе десятка парса илсе, вӗсем ҫавсене ярмаркӑра пуян староверсене темиҫе ҫӗршер тенкӗ сута-сута яратчӗҫ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вара чашкӑ-тиркӗсене юриех вараласа, мана ӗҫ нумайтарах пама тӑрӑшатчӗҫ.И старались дать мне работы возможно больше, зря пачкая посуду.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем иккӗш те мана хӑйсене хисеплеме вӗрентесшӗн тӑрӑшатчӗҫ, анчах эпӗ вӗсене ҫурмалла ӑслисем вырӑнне шутлаттӑм, юратмастӑм, итлеместӗм те, вӗсене парӑнмасӑр хирӗҫех калаҫаттӑм.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чочой тӗлӗнсе кайрӗ: хальччен кунта вӑл мӗн ӗмӗтленнӗ, ҫавӑ пулса пыратчӗ, пурте ӑна мӗнле те пулин ырӑ тума тӑрӑшатчӗҫ.
Вӗренес тени мӗне пӗлтерет? // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл ҫынсем хӑй ҫине чуралла пӑхса парӑнса пурӑннине хӑнӑхнӑ, вӑл хӑйӗн аллине чуптӑвасшӑн пулнӑ ҫынсене аллине тӑсса паратчӗ; дворецки тата хӑй кӑмӑлланӑ ҫынсем — фаворитсем хӑйсене ялан ун пек тыткалама тӑрӑшатчӗҫ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Нимӗҫсем чӑнах та Крыма ҫине тӑрсах этемсӗр пушӑ хир тума тӑрӑшатчӗҫ: хуласемпе кӗперсене минӑлама пуҫларӗҫ, илсе кайма май килнине пурне те Германие ӑсатма тытӑнчӗҫ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Хӑратнине, облавӑсем тунине пӑхмасӑр, ҫынсем листовкӑсене вулама тӑрӑшатчӗҫ, пытаратчӗҫ, пӗрне-пӗри паратчӗҫ.Несмотря на облавы и угрозы, люди читали их, передавали друг другу, прятали.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ӗлӗкрех нимӗҫсем партизансем ҫинчен калаҫмастчӗҫ, вӗсем сиен тунисене пытаратчӗҫ, халӑха партизансене пӗтернӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшатчӗҫ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Вӗҫем иккӗш те ӗнтӗ ҫакӑнта тӗл пуласран аяккалла пӑрӑнма тӑрӑшатчӗҫ пулӗ.
LXХVIII cыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тен ҫавӑнпа-тӑр, разведкӑна пурте Зойӑпа пӗрле каясшӑн тӑрӑшатчӗҫ.Может быть, поэтому все наши любили ходить с нею в разведку.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Халӗ, ҫав хӑрушӑ ҫултанпа вӑтӑр ҫул ытла иртнӗ хыҫҫӑн, вӗсем ҫинчен ҫурт никӗсӗсен мӑкӑрӗсемпе нӳхреп шӑтӑкӗсем ҫеҫ аса илтереҫҫӗ, унта-кунта рак хуранӗсен ванчӑкӗсем йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ: выҫлӑх вӑхӑтӗнче ҫав рак хуранӗсене ҫырмасемпе кӳлӗсенче тытатчӗҫ, вӗсемпе ҫынсем выҫӑ вилесрен ҫӑлӑнса юлма тӑрӑшатчӗҫ.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.