Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑруках (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрачаран ҫак тӑрлавсӑр алхасушӑн каҫару ыйтмаллаччӗ те, ҫук ҫав, пӗрремӗш класс шӑнкӑрчи ҫакна тума хӑйне алла илеймерӗ, ун ӑсӗ-пуҫӗ те тӑруках ҫаврӑнаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗре тӑруках ырӑ-ырӑ пулса кайрӗ, ҫак тутлӑтутлӑ туйӑм унра самантрах амаланса, хӗмленсе, пӗтӗм чун-чӗререн хумхатса, ҫупӑрласа илчӗ, унӑн ешӗл, кӗҫӗн-кӗрӗм ҫеҫ тымарланнӑ ӑс-тӑнне пач хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, ҫак сасӑпа халӗ ӑна пурнӑҫ хӑй шанӑҫ кӑна мар, вӑй-хал та, ҫунат та, чун ӑшши те пачӗ тейӗн, анчах ӑс-пуҫӗ, хӑйӗн ҫирӗп, сивӗ тӑтӑрхине йӑштарса, тӑпӑртатсах савӑнма, тӑруках ҫаврӑнса кайма, янкарланма васкамасть-ха:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакна курсан, Ула Тимӗре тӑруках тутлӑ «мунча ӑшши» ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрласа илчӗ: унӑн ӑршаллӑ хумӗ, пӗчӗк самантлӑха ӑшри шӑн юра йӑштарса, ирӗлтерсе кӑкӑрӗнчи кӑмӑл-туйӑмне ыррӑн-ыррӑн вашкӑртса, ҫӗклентерсе, йӑпатса-ярӑнтарса илчӗ, хыҫҫӑнах вӑл арҫын питне-куҫне янкӑр тӳпери кӗрхи лӗп хӗвел пек ҫемҫе, килпетлӗ, сӑпай кулӑпа эрешленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрача тӑруках шӑпланчӗ, ҫап-ҫаврака питне кӗрен тӗс ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Куна кӗтмен Лена тӑруках именсе кайрӗ, унӑн чӗри хыттӑн сиксе тапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Авланмалла санӑн, Василий Петрович, эп ак кӗҫӗр тӗлӗк куртӑм, шӑпах сан ҫинчен, — тӗлӗкне калама пуҫларӗ Зоя, анчах Тамара каллех хӗрелсе кайнине асӑрхарӗ те тӑруках шӑпланса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ кӑна кулкаласа калаҫакан хӗрарӑм тӑруках шӑпланса тӑчӗ, унӑн куҫӗсенчи выляса тӑракан кулӑ таҫта кайса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пурте, тӑруках шӑпланса, калаҫакан еннелле ҫаврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ кӑна вут-хӗм кӑларса пӑхакан ҫилӗллӗ куҫсем тӑруках улшӑнчӗҫ, тинтерех сиввӗн калаҫнӑ инке Ленӑна тӑван ачине ҫупӑрланӑ пек ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Униҫ инке тӑруках чӗлхесӗр пулса ларчӗ, вӑл, ывӑлӗ ҫак ҫитес эрнесенче таврӑнмалла пулнине пӗлсех тӑратчӗ пулин те, ӑна курнипе ҫухалсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сӑнран тӑруках тӗксӗмленсе кӑвакарнӑ Корицӑпа танлаштарсан, ачасем, ҫак тӗлӗнмелле ревизора курса, пурте хавасланчӗҫ.

В отличие от Корицы, все более бледневшего, ученики, глядя па этого странного ревизора, развеселились.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлашкинчен Коля тӑруках каялла ҫаврӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫтаппанпа Анук камне тӑруках палласа илеймен пирки ням чӗнме аптрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Килтӗр иккен, сӑрнайсем! — тӑруках вӗсем ҫине тапӑнчӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуху тӑруках шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗнӗ шухӑша нихҫан та тӑруках тавҫӑрса илме пултарайман вӑл.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй ӑҫтине те тӑруках тавҫӑраймарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук тӑруках ним хуравлама аптраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл тӑруках «лаша-ӗне пулсан, кил хушшине курӑк тапса тухас ҫукчӗ», — тесе аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех