Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрри (тĕпĕ: тӑрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта халӗ те чӑрӑш тӑрри, сӳсен, хӗрлӗ-кӗрен вӑрӑллӑ чӗкеҫ ути, ҫунса кайнӑ лампочкӑна аса илтерекен пуҫлӑ хӑлха ҫакки курӑкӗ ӳсеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Пӳрт тӑрри те кӑмпалансах кайнӑ иккен…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ыран мӗн пуласса пӗлнӗ пекех, тӗттӗмленсе ҫитиччен шаккарӗ мунча тӑрри витекен Тимуш, ӗҫе вӗҫлемесӗр те киле таврӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫырса ларакан Таранова пуҫне кӑшт ҫӗклес пулсан кӑсӑя та, урам леш енчи вӑрман тӑрри те курӑннӑ пулӗччӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл пурӑнакан тӑхӑр хутлӑ ҫурт чӳречисемпе йӑлӑмалла пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хурӑн тӑрри хурӑнташ кӑна-тӑр вӑл.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пулма пултарать ун пекки, эп чӑнах та тӗренме тӑрри, — килӗшрӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗренме тӑрри — ытлашши теветкел ҫын, пуҫне вут-ҫулӑм ӑшне те чикме хӑраман ҫын ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Мӗнле «тӗренме тӑрри»? — ӑнланаймарӗ Сулагаев.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Тӗренме тӑрри эсир, Игнат Петрович, чӑн-чӑн тӗренме тӑрри, — хӗрхенерех каларӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тин кӑна ҫурӑлнӑ пулнӑ вӑл, ирхине сывлӑм ӳкнӗ чухне кӑна сарӑлса кайнӑ унӑн йӗлпер хӗрлӗ тӑрри, ӑна акӑ ҫил-тӑвӑл амантса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Виҫӗ ҫул вӑрман хушшинче пурӑнни, ансат та ырӑ чунлӑ ахаль рабочисемпе пӗрле Енисей ҫинче шыв тӑрӑх сулӑсем юхтарни, сӑрт ҫине хӑпарса, хумлӑ-хумлӑ вылянса тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатакан тайга тӑрри ҫине пӑхни, вӑл, Ҫӗпӗр вӑрманӗ, хӗлле те, ҫулла мӗнле шавланине итлени, — ҫаксем пурте кӑлӑх пулмарӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Арӑмран эрех мар, ҫӗпре тӑрри те ыйтса илейместӗн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хурӑн тӑрри хурӑнташ кӑна Вера Ахмарова Владимир Лукичшӑн! — сассине хӑпартрӗ Анна Петровна.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Е сӑмси тӑрри шӗп-шӗвӗрри-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӑмси тӑрри шӗп-шӗвӗр, Утти-кулли ҫын пек мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ман хуҫа тӑрри шӑтӑкрахчӗ, пуян пулсан та.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Танлӑ пиҫен тӑрри те, ай, пулас мӗн, Кӗркуннехи ҫилпе те, ай, вӗҫес мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуртӑ тинӗс хӗрринче, Тӑрри перӗннӗ пӗлӗте.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Вуник юман пӗр кутран, Тӑрри перӗннӗ пӗлӗте; Эпир виҫҫӗн пӗр тӑван, Мӑн Ентимӗр пирӗн атте».

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑрри ҫул урлӑ выртрӗ, машинӑсене ҫӳреме чӑрмантарать.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех