Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Клоун кӗпине тӑхӑнса хапха тӑрне хӑпартӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ун пуҫӗ тӑрне темле ҫул тухать, аякри ҫул.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Таврӑнтӑн-им-ха, Ҫинкка? — ман енне ҫаврӑнчӗ бабай, ҫара хыртарнӑ пуҫ тӑрне хура тӳпеттей тӑхӑннӑскер.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Санитар вакунӗсем тӑрне вырнаҫса та пулин хӑтӑласшӑн вӗсем ҫывхарса килекен вӑрҫӑран.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑрма вӑл, упа тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑпне илсе, лупас тӑрне, вӑрман шӑрши перекен утӑ купи ҫумне, хӑпарса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫуллахи кунсенче вӑрмантан тухса, ҫӳллӗ те чӑнкӑ ту тӑрне хӑпарса тӑратӑн та, сана сулхӑн ҫил хумӗ ҫавӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаша пек пысӑк кӗлеткеллӗ Кулюкка, ҫак сӑмахсене илтсен, вӑйсӑрланнӑ пек пулчӗ, пуҫ пӳрни пек лаптак сӑмси тӑрне пӑчӑ-пӑчӑ тар пӗрчисем шӑтса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пурне те тӑвӑпӑр, Эрхип Григорччӑ, ҫиме енчен аптрамастпӑр-ха, малашне мӗнле пулӗ, — кивӗрех карт-тусӗ тавра нӑйлатса вӗҫекен пыл хуртне хӑваласа ярасшӑн пулчӗ Маркка, анчах лешӗ ҫаплах вӗҫе-вӗҫе килчӗ те Марккан ахаль те шӗпӗн пек пӗчӗк сӑмси тӑрне килсе тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл ман упӑшкана туртса илме тапӑнни чӗрҫине хапха тӑрне ҫакнӑ пекех намӑслӑ…»

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ҫӳллӗ пӑр тӑрне хӑпарса кайнӑ.

Поднялись на гребень высокой льдины.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӑш халӑхсем тискер кайӑксенчен сыхланса хӑйсен кил-ҫурчӗсене йывӑҫ тӑрне тӑваҫҫӗ.

Некоторые народы для зашиты от зверей строят свои жилища на деревьях.

Тропик тӑрӑхӗнчи халӑхсен пурӑнӑҫӗ епле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тигртан кӑшт пӗчӗкрех, анчах ун пекех вӑйлӑ, унран йӳрӗкрех; йывӑҫсем тӑрне улӑхать те унтан тӳрех чӗр-чунсем ҫине сикет.

Несколько меньше тигра, но такой же сильный и более подвижный; взбирается на деревья и прыгает оттуда на животных.

Тропик вӑрманӗсенчи чӗрчунсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл пӗрре хум тӑрне хӑпарса каять, тепре аяла чӑмать те ҫӳҫентерсе ярать.

Он то взбирался на гребень волн, то так глубоко нырял, что дух захватывало.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тепӗр кунне Мартин, чӑн та, карта тӑрне йӗплӗ пралук карса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Лупас тӑрне ҫӑмарта тума хӑпарнӑ шурӑ чӑх, паҫӑр хӑяр патне кайнӑскер, хӑй ҫине шиклӗн пӑхса тӑнине те туймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Ҫивӗтне сапаласа пуҫӗ тӑрне тӳпеттей пек чӗркет-ши?

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Улӑм витнӗ сарайӗ тӑрне, чи вӗҫлеккине, таҫтан килсе лекнӗ хурӑн калчи вӑй илнӗччӗ, вӑл, тӗлӗнмелле акӑш-мӑкӑшскер, ҫур метр еннех ҫитнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Паян, акӑ, Лукарье чӗрҫиттине шалча тӑрне ҫакнӑ хыпар кӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапхана тикӗтпе варалани намӑслӑ, хӗрарӑм чӗрҫҫиттине хапха тӑрне ҫакса яни тата намӑслӑрах, Трифун, ҫакна аса илсе, Михха чӗрине ытларах йӗплесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хуть киле мар, шуйттан мӑйраки тӑрне чавтарӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех