Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрассинчен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2024 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Президент суйлавӗнче ҫӗнтерни ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн Лай Тайване материкри Китай енчен хӑратса тӑрассинчен хӳтӗлеме ҫирӗп шут тытни ҫинчен пӗлтернӗ.

После объявления о победе на президентских выборах 13 января 2024 года Лай заявил, что полон решимости «защищать Тайвань от продолжающихся угроз и запугивания со стороны материкового Китая».

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Пирӗн приборсем киберхӑрушсӑрлӑха, технологи суверенитетне тивӗҫтереҫҫӗ тата ют ҫӗршывсен программа тивӗҫтерӗвне пӑхӑнса тӑрассинчен тата комплектлакан пайсем ҫитменнинчен хӑтӑлма май параҫҫӗ.

Наши приборы обеспечивают кибербезопасность, технологический суверенитет и независимость от иностранного программного обеспечения и комплектующих.

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom

— Сиксе тӑрассинчен иртнӗ вӑл.

— Нет, не вскочит…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫ пулнӑ вӑхӑта тӑшманпа перӗнсе тӑрассинчен хӑтӑлса тухнӑ.

К ночи удалось выйти из соприкосновения с противником.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Акӑ, эпир, Европа ҫыннисем, ӑнланма пултарайман ытла та пысӑк чӑкӑлтӑшне пула ҫак ӑслӑран ӑслӑ патша хӑйне май килнӗ чухне пурнӑҫӑн, ирӗклӗхӗн тата хӑй халӑх пурлӑхӗн чӑн хуҫи пулса тӑрассинчен пӑрӑнса тӑрать.

И вот, из-за чрезмерной щепетильности, совершенно непонятной нам, европейцам, этот мудрейший государь упускает возможность сделаться полновластным господином жизни, свободы и имущества своего народа.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ ҫакӑнпа усӑ курса вӗсен шлюпкисене пӗтерме шутланӑччӗ, анчах Сильвер хӑйӗн шайкипе инҫех мар тӑрассинчен тата хамӑр ытлашшине шанса нимӗнсӗр тӑрса юлассинчен хӑрарӑм.

Я хотел было воспользоваться этим и уничтожить их шлюпки, но побоялся, что Сильвер со всей шайкой находится неподалеку и что мы потеряем все, если захотим слишком многого.

XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑрӑ-хурахсем сыхласа тӑрассинчен сыхланса, стражниксем ҫыран хӗррине аннӑ, васканӑ тата лашисене чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса кайнӑ.

Но стражники спешились и осторожно спускались по склону, ведя лошадей под уздцы, а то и поддерживая их, и постоянно опасаясь засады.

V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Мӗн пулса тӑрассинчен эсӗ йӑлтах аякра тӑрса юлатӑн.

И во всем, что может произойти, ты будешь совершенно в стороне.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Павӑлшӑн вӑл лӑпкӑлӑх кӳрет, нимӗҫсем кӗҫ-вӗҫ тапӑнӗҫ тесе кӗтсе тӑрассинчен хӑтарать, кӑштах тата савӑнтарать те, мӗншӗн тесен хӑй шутласа хуни пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗрессине пӗлмест вӑл.

Павле начал ощущать спокойствие и даже радость, сегодня наконец-то осуществится его замысел; он избавится от гнетущего страха перед нападением немцев.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Эпӗ ҫаплах ихӗлтетрӗм, анчах хам айван пулнине туйса ҫав тери хытӑ асапланнипе ҫӗр тӗпне анса кайма та хатӗр пултӑм, хам айванла тӑрассинчен хӑтӑлмашкӑн ман кирек епле пулсан та вырӑнтан хускалса, мӗн те пулин калас килчӗ.

Я все-таки улыбался, но так страдал в эту минуту сознанием своей глупости, что готов был провалиться сквозь землю и что во что бы то ни стало чувствовал потребность шевелиться и говорить что-нибудь, чтобы как-нибудь изменить свое положение.

XXXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем, хирӗҫ тӑрассинчен хӑраса-и, тӳрех пӳлӗме кӗмен, хӗрача хваттерте пӗччен иккенне курсан тин Викторина патне ыткӑнса ун аллисене ҫыхаҫҫӗ.

Видимо боясь сопротивления, они не решались сразу войти в комнату и, только убедившись, что девочка одна, набросились на нее и связали ей руки.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пуҫсӑр юланут кӗлетке мар, шуйттан та мар иккенне вӑл пӗлнӗ ӗнтӗ, анчах ҫав ӑна пурин сехрине те хӑпартакан хӑрушӑ япала умӗнче хӑраса тӑрассинчен хӑтарайман.

Он уже знал, что всадник без головы не был ни чучелом, ни дьяволом, но это не освободило его от общего всем ощущения ужаса перед жутким зрелищем.

LXXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ахальтен мар Володя тӗрмере ларасси тӗрме умӗнче тӑрассинчен ҫӑмӑлрах тет.

Недаром Володя говорит, что в тюрьме сидеть легче, чем стоять возле тюрьмы.

«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Мӗн тумаллине шухӑшласа йышӑннӑ, райком секретарӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн шухӑшласа палӑртнӑ пысӑк ӗҫе тума пӗтӗм вӑя парассинчен, шухӑшласа палӑртни тӗрӗс те ӑнӑҫлӑ пулассине шанса тӑрассинчен ытла урӑх нимӗн те интереслентермерӗ ӑна.

После принятого решения и после разговора с секретарем райкома у него появилась такая жадность к большому задуманному делу и такая уверенность в правильности и успехе замысла, что ничто другое уже не занимало его.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унта кайни пӗрремӗш пост, иккӗмӗш пост, виҫҫӗмӗш пост патӗнче дежурствӑра тӑрассинчен авантарах-ҫке-ха.

Вместо дежурства у поста № 1, поста № 2 и поста № 3.

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

— Сценӑ хыҫӗнче ҫакӑн пек ӑста машинӑсем пур чухне — Стефчов пек шпионсем пур чухне тесшӗн эпӗ, пӗтӗмпе трагеди пулса тӑрассинчен ним чухлӗ те тӗлӗнмелле мар.

— Когда за кулисами находятся такие опытные манипуляторы, я хочу сказать — шпионы, как Стефчов, не мудрено, если все превращается в трагедию.

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫын ҫинчи ҫак пӗчӗк ӗҫре Марко хӑйӗн вӑхӑтне те, пикенӗҫне те хӗрхенсе тӑмасть, ытти ӗҫсенчен тесен — влаҫпа е укҫапа та пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен, пуринчен ытла конакра тӑрассинчен — яланах пӑрӑнать.

Занимая эту скромную общественную должность, Марко работал не жалея ни труда, ни времени но зато уклонялся но других должностей, сопряженных с властью и материальными благами, а особенно от службы в конаке.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавӑнпа та суд ҫапла шутлать: ҫав имение, … ятпа, ҫӗрпе тата улӑхпа-ҫарансемпе, ку вӑхӑта мӗнле тӑнӑ халлӗнех, ӑна илни ҫинчен пӗлтерекен хут тӑрӑх генерал-аншеф Троекуров ҫумне ҫирӗплетме, гварди поручикне Дубровские ӳлӗмрен ҫав имение тытса тӑрассинчен хӑтарма кирлине пӗлтерсе, халал тивӗҫӗпе ывӑлне куҫмалла пулнӑ имение Дубровскирен господин Троекурова илсе пама … земски суда хушас.

А потому сей суд и полагает: означенное имение, … душ, с землею и угодьями, в каком ныне положении тое окажется, утвердить по представленной на оное купчей за генерал-аншефа Троекурова; о удалении от распоряжения оным гвардии поручика Дубровского и о надлежащем вводе во владение за него, г. Троекурова, и об отказе за него, как дошедшего ему по наследству, предписать … земскому суду.

II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

«Мефф Поттерӑн, ӑна тытма пултарсан, ҫакӑнса тӑрассинчен хӑтӑлмалли те ҫук», — ҫакӑн пек каларӗҫ пурте пӗр сасӑпа.

— Мэфа Поттера повесят, если поймают, — все говорили так в один голос.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

28. Ҫавӑншӑн Эпӗ сӑваплӑ Ҫуртӑмӑн пуҫлӑхӗсене Хамшӑн ӗҫлесе тӑрассинчен хӑтартӑм, Иакова тупаларӑм, Израиле мӑшкӑл аллине тытса патӑм.

28. За то Я предстоятелей святилища лишил священства и Иакова предал на заклятие и Израиля на поругание.

Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех