Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрассине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Крымпа Севастополе Раҫҫейпе пӗрлештернӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалланӑ кӗнеке паллӑ событи пулса тӑрассине, вулакансен чи анлӑ ушкӑнне «Тӑван ҫӗршыва юратакансене, унӑн пуян историйӗпе мӑнаҫланакансене пурне те ун ҫинчен май килнӗ таран ытларах пӗлесшӗн», – тесе палӑртнӑ.

Глава государства подчеркнул, что книга, приуроченная к 10-летию воссоединения Крыма и Севастополя с Россией, станет знаменательным событием и будет интересна самому широкому кругу читателей – «всем, кто любит Родину, гордится ее богатейшей историей, хочет узнать о ней как можно больше».

Путин Крымпа Севастополь РФ хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетес ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3658694

Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх тата Экономика аталанӑвӗн министерствисене асӑннӑ ӗҫе йӗркелесе тӑрассине тивӗҫтерме ыйтатӑп.

Прошу Минсельхоз и Минэкономразвития Чувашии обеспечить должную координацию данной работы.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫапла вара ачасем сӑлтавпа следстви ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме, элементарлӑ экспериментсене тӗпе хурса гипотезӑсем кӑларма, пӗтӗмлетӳсем тума, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсен пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытассине тата пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрассине палӑртма вӗреннӗ.

Таким образом, дети учились устанавливать причинно-следственные связи, выдвигать гипотезы на основе элементарных экспериментов и делать выводы, устанавливать взаимосвязь и взаимозависимость природных явлений.

Февралӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫей наукин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... va-3637118

2018 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗнче Лай акӑлчан чӗлхи 2019 ҫулта Тайваньре официаллӑ чӗлхе пулса тӑрассине пӗлтернӗ.

31 августа 2018 года Лай объявил, что английский станет официальным языком Тайваня в 2019 году.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

Пуҫарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫи, вырӑнти «Туслӑх» вокал ансамблӗн членӗ Венера Акимова ял ҫыннисен ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пулӑшнисене, хӑйсен вӑхӑтне тата вӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ ял ҫыннисене тав сӑмахӗ каларӗ, малашне ҫӗнӗ клуб ял ҫыннисемшӗн чӑннипех ту культура вучахӗ пулса тӑрассине шаннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

— Мӗн тӑвас пирӗн икӗ витре эрехпе; Кунта тӑватӑ витрелӗхрен те кая мар! — халӑх шутласа илеймессе шанса, пир чӑннипе мӗн хак тӑрассине шарламарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм пир мӗн хак тӑрассине пӗлесшӗн, ӑшӗнче шутлама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аслӑ Елчӗкри Геннадий Афанасьев хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн ертӳҫи типӗ ҫӗрсене шӑварса тӑрассине йӗркелес тӗллевпе пысӑк ӗҫе пуҫӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Ачасен сывлӑхне куллен сӑнаса тӑрассине пысӑка хурса хакланӑ ӑста врач.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ял-хулана электричество парса тӑрассине ҫӗнӗрен хӑвӑрт йӗркеленӗшӗн энергетиксене, сеть компанийӗн юсав бригадисене тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Республикӑрa пyрӑнакансене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтермелли тата ҫурт-йӗртен таcа мар шыва юхтарса тӑмалли хуҫaлӑxa малашне епле пӑxcа тӑрассине сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

— Ун вырӑнне эпӗ хама хирӗҫ тӑрассине, вырӑс тӗнне пӑрахӑҫлассине тӗпренех пӗтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗп вырӑнта - вӑрлӑх туса илес енӗпе импорта пӑхӑнса тӑрассине чакарасси.

Приоритет – снижение импортозависимости в семеноводстве.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Саккун пуҫ пулса тӑрассине тивӗҫтерес тӗллевпе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, професси ӑсталӑхӗшӗн тата ҫӗршыври юриспруденцин чи лайӑх йӑли-йӗркине чыслӑн тытса пынӑшӑн тав тӑватӑп.

Благодарю всех представителей юридического сообщества нашей республики за добросовестное служение Закону, высокий профессионализм и приверженность лучшим традициям отечественной юриспруденции.

Олег Николаев Юрист кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/03/gla ... et-s-dnyom

Ҫавӑнпа та Чӑваш Енӗн Ялхуҫалӑхӗпе Экономика аталанӑвӗн министерствисен, Патшалӑх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийӗсен умне чӗрӗ сӗт пахалӑхӗпе калӑпӑшне, сӗт туса илекенсен таврашӗнче йӗркеленекен хаксене патшалӑх тӗрӗслесе тӑрассине тивӗҫтерме тӗллев лартатӑп».

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Ҫамрӑк мӑшӑр патӗнчен тухсан Булат Ширинпа Тукай Сююнбикен куҫа шартаракан илемлӗхӗ ҫинчен кӑна калаҫрӗҫ, ҫак хитре те чее, хӑйне кура ӑслӑ хӗрарӑм Хусан ханлӑхӗн малашнехи кун-ҫулӗнче мӗнле паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрассине вӗсем пӗлмерӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ачасем преступлени ҫулӗ ҫине тӑрассине тата йӗркене пӑсассине сирсе ярас тӗллевпе йӗрке хуралҫисем ҫулсерен «Полици тата ачасем» акци йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ ветеранӗ — ялта хисепре // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн председателӗ Наталия Партасова телейлӗ ачалӑх теми Раҫҫейре Ачалӑх вунӑҫуллахӗпе (2018-2027 ҫулсем) килӗшсе тӑрассине каланӑ.

Председатель Общественного совета при Главе ЧР Наталия Партасова сказала, что тема счастливого детства согласуется в России с Десятилетием детства (2018–2027 года).

2023 ҫула телейлӗ ачалӑха халалласшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32822.html

«5. Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене панӑ чухне принципалӑн финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмне тишкерессине, ҫак статьян 11-мӗш пункчӗн виҫҫӗмӗш абзацӗпе килӗшӳллӗн уйӑрса паракан тивӗҫтерӗвӗн ҫителӗклӗхне, шанчӑклӑхне тата ликвидлӑхне тӗрӗслессине, ҫавӑн пекех принципалӑн финанс тӗлӗшӗнчи тӑрӑмне мониторинг тӑвассине, уйӑрса паракан тивӗҫтерӗвӗн Чӑваш Республикин патшалӑх гарантийӗсене панӑ хыҫҫӑнхи ҫителӗклӗхне, шанчӑклӑхне тата ликвидлӑхне тӗрӗслесе тӑрассине Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн акчӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республики Финанс министерстви е ҫак статьян 7-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн явӑҫтарнӑ агент пурнӑҫлать.

«5. Анализ финансового состояния принципала, проверка достаточности, надежности и ликвидности обеспечения, предоставляемого в соответствии с абзацем третьим пункта 11 настоящей статьи, при предоставлении государственной гарантии Чувашской Республики, а также мониторинг финансового состояния принципала, контроль за достаточностью, надежностью и ликвидностью предоставленного обеспечения после предоставления государственной гарантии Чувашской Республики осуществляются в соответствии с актами Кабинета Министров Чувашской Республики Министерством финансов Чувашской Республики либо агентом, привлеченным в соответствии с пунктом 7 настоящей статьи.

Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служби ҫинчен» 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 11 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2005, 62 №; 2006, 67, 70 №-сем; 2009, 79 №; 2010, 84, 85 №-сем; 2012, 92 № (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7, 12 №-сем; 2014, 3, 12 №-сем; 2015, 5, 6 №-сем; 2016, 3, 10, 12 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ; 2018, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ) 13 статйин 4-мӗш пункчӗ вӑйра тӑрассине 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен чарса лартас.

Приостановить до 1 января 2021 года действие пункта 4 статьи 13 Закона Чувашской Республики от 12 апреля 2005 года № 11 «О государственной гражданской службе Чувашской Республики» (Ведомости Государственного Совета Чувашской Республики, 2005, № 62; 2006, № 67, 70; 2009, № 79; 2010, № 84, 85; 2012, № 92 (том I); Собрание законодательства Чувашской Республики, 2013, № 3, 7, 12; 2014, № 3, 12; 2015, № 5, 6; 2016, № 3, 10, 12; газета «Республика», 2017, 22 ноября, 27 декабря; 2018, 31 октября).

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служби ҫинчен" саккунӗн 13 статйин 4-мӗш пункчӗ вӑйра тӑрассине чарса лартасси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 90 от 20.12.2019

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех