Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑраймарӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурис текех куҫне ангелсем ҫинче тытса тӑраймарӗ — аялалла тартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ку нумая тӑсӑлмарӗ; сивлек ҫанталӑка пӑхмасӑрах ҫамрӑксем ҫӗкленӳллӗн юрласа кулнине илтсе-ши, вӑл чӑтса тӑраймарӗ, ерипен-ерипен ҫӑра пӗлӗте йывӑррӑн шӑтарса тухрӗ те ҫӗр ҫине пӗтӗм кӑмӑлтан хавхаланса пӑхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ираида Васильевнӑн ҫепӗҫ алли хӑй ҫумне сӗртӗнсен, Лена чӑтса тӑраймарӗ, йӳҫе куҫҫульне ирӗке ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Зина тухса кайсан, Лена чӑтса тӑраймарӗ, сарса хунӑ вырӑн ҫине выртрӗ те чылайччен чарӑнмасӑр ӗсӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Хӑй айӑплӑ ухмах! — чӑтса тӑраймарӗ вӗренекенсенчен пӗри.

— Сам виноват, дурак! — не удержался кто-то из ребят.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах Пенишора ирхи апат вӑхӑтӗнчех чӑтса тӑраймарӗ, столовӑйне апат валеҫнӗ ҫӗре пынӑ Фабиан господинпа сӑмахлама тытӑнчӗ.

Но еще во время завтрака Пенишора не выдержал н вступил в разговор с господином Фабианом, который присутствовал при раздаче порций.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ним чӗнмесӗр ҫӗрелле пуҫне чиксе ларакан учитель те чӑтса тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.

Тепӗр кунне вара вырӑн ҫинчен тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Нагасова чӑтса тӑраймарӗ, сигнальщица патне чупса пырса, ун аллинчи ялава туртса илчӗ, летчика ялавпа сулласа паллӑсем пама васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вара Марфа аппа та чӑтса тӑраймарӗ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл ҫаплах ури ҫине тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Микула та тӳссе тӑраймарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Путсӗр каччӑпа ҫыхланнӑ тени мӗне пӗлтерет вӑл? — юлашкинчен тӳссе тӑраймарӗ Сантӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кама юратӗ вара? — тӳссе тӑраймарӗ .

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен Ҫтаппан тӳссе тӑраймарӗ, Миххана пӑвса пӑрахасран хӑраса, пӳртрен тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, тӑраймарӗ — тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ тӗрекленсе тӑраймарӗ, ҫӗре кӗрӗслетсе ӳкрӗ — пуҫне ыраттарнипе йынӑшса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах хӑй те чӑтса тӑраймарӗ, пуҫӗпе кӳлӗ еннелле сулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳссе тӑраймарӗ вӑл, каччине ҫывӑхран курас тесе, малти рете хӗсӗнсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Чӑнах та куртӑнах-и, Казаков юлташ? — ыйтмасӑр тӑраймарӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех