Шырав
Шырав ĕçĕ:
тӑнӑскерсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян тул ҫутипех тӑнӑскерсене кӑнтӑрлахи шӑрӑхпа вӑрӑм ҫул халтан ярса ҫитерчӗ.Дневной жар и длинный путь изморили артистов, которые встали сегодня чуть свет.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Вуншар ҫул иртӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсем асран тухмӗҫ, пире тӑшман куҫӗнчен пытарнӑ лутра сӑртсем, тӗмесем нихҫан та асран каймӗҫ, вӑрмансене, катасене, атакӑна каймалли рубеж пулса тӑнӑскерсене манаймӑн…
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Полина Аркадьевна хыпаланать, математика часрах вырӑнлӑ тӑвасшӑн тӑрӑшать, лешӗ васкамасть, телейлӗ куҫӗсемпе, сасартӑках нимӗне те тавҫӑрса илеймесӗр, учительски тавра пӑхкалать, шкафсене сӑнать, пире, хӑйне курнӑ-курман ура ҫине сиксе тӑнӑскерсене, тинкерет.
23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
5. Эсӗ Содом ҫыннисене — мӑнаҫланса пурӑннӑскерсене, куҫ кӗретӗнех усал туса тӑнӑскерсене — вутпа та кӳкӗртпе ҫунтарса янӑ, ҫакна пулас ӑрусем пӗлсе тӑмалла тунӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1