Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмха сăмах пирĕн базăра пур.
тӑмха (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Алюн Хусанта чылай хушӑ пурӑннӑ, чӑвашсен тӑмха паллисене, ӳкерчӗклӗ ҫыруне лайӑх пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Майӗпен, хӑйне хӑй пуҫтаркаласа, пуҫне чӗтрете-чӗтрете (ку ӗнтӗ мучин ача чухнехи ӑс-тӑн чирӗ хӑварнӑ «тӑмха») ҫенӗке тухрӗ, куркапа витререн тӗпӗнче кӑна юлнӑ, хӗвел ҫинче ларнипе лӗпленсе кайнӑ шыв ӑсса илсе, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт турӗ, унтан ҫенӗке, картлашка умне тухса тӑчӗ, чӗкеҫ тӑмӗ тӗслӗ пиҫиххисӗр кӗпине йӳле ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Трофим ун пек авӑксенче, пурне те мӑйракипе «ачаш тукаласа», «тӑмха» лартса, ӑса кӗртсе хӑваратех.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Сулӑм патакӗ — тӑмха — пирки ӑнлантарчӗҫ унта, хырҫӑ-куланая тӳлесе татмасан ят ҫӗрне тӳртса илессипе хӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Саккунлӑ пулсан ма тӑмха картса памасть эппин!

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп ясакне татнӑ, халех тӑмха илсе тухатӑп, — терӗ Яхуте аллинчи япалисене ҫерем ҫине хурса.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫак кӗпенех илер акӑ — ӑна йӑлтах африканецсен вӑрттӑн ҫырӑвӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ, пӗтӗмпех, кашни тӑмха таран, юнпа ҫырнӑ!

Взять хоть эту рубашку — вся сплошь покрыта тайными африканскими письменами, и все до последнего значка написано кровью!

Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хурсам мана, тӑмха пек, хӑв чӗрӳ ҫине, куҫлӑ ҫӗрӗ евӗр, хӑв аллу ҫине: мӗншӗн тесен юрату, вилӗм пекех, ҫирӗп, кӗвӗҫу, тамӑк евӗр, хаяр: унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем.

Положи мя, яко печать, на сердце твоем, яко печать, на мышце твоей: зане крепка, яко смерть, любовь, жестока, яко смерть, ревность: стрелы ее — стрелы огненные.

I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

20. Юлашкинчен вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑл кӑтартма шухӑш тунӑ, вара хӑй керменӗн пашнине чул кӗртсе лартнӑ, чулӗ ҫине ҫапла ҫыртарнӑ: «кам парне илсе килмест, ҫавӑн хӑйсен сӑваплӑ вырӑнӗсене кӗме юрамасть; иудейсене вара пурне те хура халӑх йышне кӗртсе ҫырса тухмалла, вӗсене чура шутне кӗртмелле; хирӗҫ тӑракансене вара пусахласах тытса вилӗм аллине памалла; 21. шута илсе тухнисенне ӳчӗ ҫине Дионис паллине — сырлан хӑва ҫулҫине — ӗнтсе тӑмха ҫапмалла, вара вӗсене, прависене хӗссе, вӗсем валли палӑртса хунӑ вырӑна ямалла» тенӗ.

20. Наконец он решился публично предать позору народ Иудейский, и поставил на башне своего дворца столб, сделав на нем надпись: «Кто не приносит жертв, тому не входить в свои священные места; Иудеев же всех внести в перепись простого народа и зачислить в рабское состояние, а кто будет противиться, тех брать силою и лишать жизни; 21. внесенных же в перепись отмечать, выжигая им на теле знак Диониса - лист плюща, после чего отпускать их в назначенное им состояние с ограниченными правами».

3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Хурсам мана, тӑмха пек, хӑв чӗрӳ ҫине, куҫлӑ ҫӗрӗ пек, хӑв аллу ҫине, мӗншӗн тесен юрату, вилӗм пекех, вӑйлӑ, кӗвӗҫӳ, тамӑк евӗр, хаяр: унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем».

«Положи меня, как печать, на сердце твоем, как перстень, на руке твоей, потому что крепка, как смерть, любовь и жестока, как ад, ревность: стрелы ее — стрелы огненные».

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех