Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑманнисене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хаҫата ку таранччен илсе тӑманнисене те малашне илӗртессе, хӑйсен шухӑшне ҫырса пӗлтерменнисене те алла ручка тыттарасса, ҫивӗч ыйтусене хускатма хистессе чунпа туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

— Комсомолра тӑманнисене те пыма сӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вуншар ҫынсене, коммунистсен партийӗнче тӑманнисене те, анчах хӑйсем совета майлӑ шухӑшланипе палӑрнӑскерсене, Англи контрразведки тытса тӗрмене хупса лартнӑ.

— Десятки людей, даже и не принадлежащих к большевистской партии, но известных своими советскими убеждениями, взяты в Кеми контрразведкой и заключены в тюрьму.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпир ӗлӗк Раҫҫейре пурӑннӑ нимӗҫ хӗрарӑмне пирӗн пӗрлешӳллӗ арӑмсем ҫукки ҫинчен, вӗсене карточкӑпа большевиксене те, партинче тӑманнисене те паманни ҫинчен тӑнлантарма тӑрӑшнӑ вӑхӑтра та пире пӗр арҫын ача — фауст-патронщик — аллӑ метртанах пенӗ-мӗн.

Мы долго растолковывали старухе немке, жившей когда-то в России, что у нас нет общих жен и их не отпускают по карточкам — в первую очередь большевикам, потом уже беспартийным, а в это время мальчишка фаустпатронщик с пятидесяти метров целился в нас.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ыттисене, хирӗҫ тӑманнисене, пӗр ушкӑна пухрӗҫ.

Других, которые не сопротивлялись, собирали в группы.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Бюро партире тӑманнисене хӑйсен шухӑшӗсене калама ыйтсан, ҫак лутра кӑвак ҫӳҫлӗ ҫынна хирӗҫ пӗр алӑ та ҫӗкленмерӗ, сасӑланӑ чухне пӗри те ахаль юлмарӗ.

Ни одна рука не поднялась дать отвод этому низенькому, с седой головой человеку, и ни один не воздержался при голосовании, когда бюро просило беспартийных сказать свое слово.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ирхине партире тӑманнисене киле салататпӑр, хамӑр юлатпӑр.

Утром беспартийных отпускаем, а сами остаемся.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кун пирки хам ҫине тӑтӑм эпӗ, мӗншӗн тесен ҫавнашкал лару-тӑрура партире тӑманнисене шанни асӑрханманни пулать.

Я настоял на этом, так как доверять беспартийным в таком положении — неосмотрительно.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

18. Фиатира Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Куҫӗ вут ҫулӑмӗ пек, ури пӑхӑр пек Турӑ Ывӑлӗ ҫапла калать: 19. санӑн ӗҫӳсене, эсӗ юратса тӑнине, тӑрӑшнине, ӗненнине, санӑн тӳсӗмлӗхне, санӑн кайранхи ӗҫӳсем малтанхисенчен те пысӑкраххине Эпӗ пӗлетӗп. 20. Ҫапах та эсӗ Ман умӑмра кӑштах айӑплӑ: хӑйне хӑй пророк тесе калакан арӑма, Иезавеле, эсӗ ирӗк паратӑн — вӑл Манӑн чурамсене аскӑн ӗҫ тума, суя турӑсене чӳкленӗ ҫимӗҫе ҫиме вӗрентсе улталать. 21. Эпӗ ӑна аскӑн ӗҫӗсенчен ӳкӗнме вӑхӑт патӑм, анчах вӑл ӳкӗнмерӗ. 22. Акӑ Эпӗ ӑна вырӑнӗ ҫине ӳкеретӗп; хӑйсен ӗҫӗсенчен ӳкӗнмесессӗн, унпа пӗрле асакансене те пысӑк асап кӑтартӑп. 23. Унӑн ачисене вӗлерсе пӗтерӗп; вара пур Чиркӳ те Эпӗ ҫыннӑн чӗрипе ӑшӗ-чиккине пӗлнине ӑнласа илӗ; пурсӑра та сире ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп. 24. Сире те, Фиатирӑра пурӑнакан ытти ҫынсене те, ҫапла вӗрентнине тытса тӑманнисене, «шуйттан тарӑнлӑхӗ» тенине пӗлменнисене калатӑп: сирӗн ҫине урӑх ҫӗклем хумӑп, 25. хӑвӑрӑн мӗн пуррине анчах Эпӗ пыриччен тытса тӑрӑр.

18. И Ангелу Фиатирской церкви напиши: так говорит Сын Божий, у Которого очи, как пламень огненный, и ноги подобны халколивану: 19. знаю твои дела и любовь, и служение, и веру, и терпение твое, и то, что последние дела твои больше первых. 20. Но имею немного против тебя, потому что ты попускаешь жене Иезавели, называющей себя пророчицею, учить и вводить в заблуждение рабов Моих, любодействовать и есть идоложертвенное. 21. Я дал ей время покаяться в любодеянии ее, но она не покаялась. 22. Вот, Я повергаю ее на одр и любодействующих с нею в великую скорбь, если не покаются в делах своих. 23. И детей ее поражу смертью, и уразумеют все церкви, что Я есмь испытующий сердца и внутренности; и воздам каждому из вас по делам вашим. 24. Вам же и прочим, находящимся в Фиатире, которые не держат сего учения и которые не знают так называемых глубин сатанинских, сказываю, что не наложу на вас иного бремени; 25. только то, что имеете, держите, пока приду.

Ӳлӗм 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех