Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче типсе хӑпӑнакан тӑм муклашкисем пӳрт маччинчен пуҫ ҫине, хулпуҫҫисем ҫине пере-пере анаҫҫӗ; чашлаттарса ҫӑвакан ҫумӑр вӑхӑтӗнче стена тӑрӑх тӑм шӗвекӗ юхса тӑрать; ҫавӑнпа пӳрт стенисем маччи-мӗнӗпех пӳртре пурӑнакансем ҫине ишӗлсе анасса кӗтсех тӑр; ун чухне вара пӗтӗм ҫурт тенӗскерӗнчен лапӑркка та йывӑр тӑм купи ҫеҫ тӑрса юлать.
Калаҫу // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӑл ӳссе ҫитӗнсен, ашшӗ ӑна сиктӗрмеллӗ урапа ҫине хӑйпе юнашар лартса, аллине тилхепе тыттарса фабрикӑна леҫме хушнӑ, вӗсем унтан уй-хире, купцасем патне хулана, ҫынсене курма, кайран мӗнле те пулин тӑм пӑхма кайнӑ; тӑма ашшӗ пӳрнипе тытнӑ, шӑршласа пӑхнӑ, тепӗр чухне ҫуласа та илнӗ, ывӑлне те шӑршлаттарнӑ, ӑна ҫав тӑм мӗнлине, мӗне юрӑхлине ӑнлантарнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
39. Ҫиччӗмӗш кунне священник каллех пырӗ, чирӗ пӳрт стенисем тӑрӑх сарӑлнине курсассӑн, 40. священник чир ернӗ чулӗсене хайӑрса кӑларма, унтан вӗсене хула тулашне таса мар ҫӗре кайса пӑрахма хушӗ; 41. пӳртне шалтан пӗтӗмпех хырса тухчӑр, хырса тӑкнӑ тӑмне хула тулашне таса мар ҫӗре кӑларса тӑкчӑр; 42. унтан урӑх чулсем илччӗр те леш чулӗсем вырӑнне кӗртсе лартчӑр, урӑх тӑм илччӗр те пӳрте ҫӗнӗрен тӑмпа шӑлса тухчӑр.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑм ӳкнӗ вӑхӑтра садсемпе пахчасенче ӳсекен ӳсентӑрансене сыхлама вут хураҫҫӗ те, тӗтӗм йӑсӑрлантарса садсемпе пахчасене тӑм тивесрен сыхлаҫҫӗ.
Мӗнле ҫанталӑк пулассине малтанах пӗлтерни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Хӑйӑр витӗр шыв час сӑрхӑнать, тӑм витӗр шыв ерипен сӑрхӑнать, ҫавӑнпа та тӑм сийӗ ҫинче шыв нумайччен тытӑнса тӑчӗ.
Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ҫулахай алли Тимушӑн — тӑм ӑшӗнче, сылтӑмми — тӑм ҫинче (сылтӑм аллинче — йӗпе пусма татӑкӗ).
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тӑм купи патне пычӗ те, ҫара урипе пусса, ҫур кирпӗч пысӑкӑш тӑм чӑмакки татса илчӗ, ӑна виҫӗ тӗлте лупашкаланнӑ вӑрӑм сак ҫине лач! хучӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Пит лайӑх тӑм, сӗтпе ҫӑрнӑ пек тачка тӑм, — алла тытса чӑмӑртасан, сӗткенӗ пӳрне хушшинчен юхса тухассӑн туйӑнать.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Эпӗ пӗчченех, кивӗ ҫӑпата туртса, Тарӑн вара тӑм илме кайрӑм, хӗрлӗ, шурӑ, кӗрен тӑм тупса ҫӑпата ҫине тултартӑм.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫырма тӑрӑх пӑртак улӑхсан, пӗве пур, ун айккинче ӗлӗкрех тӑм кӑларнӑ пӗр улах кукӑр пур, ҫав кукӑрта тӑм шӑтӑкӗсем нумай.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пулӑшу комиссинчи тӑм пуҫсем тӑмпа сӗрсех ененчӗҫ Ваҫли Кантрачӑн чавса тӑршшӗ суййине.
Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.
Ывӑҫ тупанӗ пысӑкӑш тӑм чусти илсе вӑл ӑна нумайччен йӑваланӑ, вӑрӑмлатнӑ, ҫӗнӗрен тӑм катӑкӗ пек тунӑ, анчах вӑл бизонсем тата ытти чӗрчунсем евӗрлӗ тӑвайман.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Малтан тӑм алӑ ҫумне ҫыпҫӑннӑ, лайӑх вӗтетнӗ пулин те тӑм чусти ҫинче вӗтелмен пӗрчӗсем пур пек туйӑннӑ.Сначала глина прилипала к пальцам и казалась зернистой, хотя растерта была хорошо.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Ачасем кашниех катса кӑларнӑ тӑм татӑкӗсене сарлака та тикӗс чулсем ҫине хурса тепӗр чулпа тӑм катӑкӗсене порошок пек вӗтетнӗ.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
— Инкесем, тӑм пур, тӑм!
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Чжао Юй-линь председатель ҫапла калать: «Тӑмпа тӑм ҫыпӑҫса стена ӳссе ларать. Чухӑнсем чухӑнсене пулӑшсан, — вӗсен хӑйсен государстви пулса тӑрать».
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Эпир пӗр тӑм пӳртрен тепӗр тӑм пӳрте кӗрсе ҫӳрерӗмӗр.
Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӗсем кашниех Егорка ҫӳллӗшне яхӑн, вӗсенчен кашнин ҫине хӑпармах Егорка тӑм кумкисене пуҫтарса купалать, ҫав купа ҫине хӑпарса вара хырӑмӗпе тепӗр пусми ҫине выртать, урине хӑпартса хурать, хӑй хӑпарсан каллех тӑм кумкисем пухса тепӗр пусмине хӑпарма хатӗрленет.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Рыбкин тусӑма курсанах: «Рыбкин, эсӗ герой, анчах вӑт мӗн тума кирлине пӗлейместӗн, аллуна тӑм илтеретӗн. Запас алсиш хуть кӗсъене те пулин илмелле-мӗн, алла тӑм илтересси — правилӑна кӗмест», — тесех калатӑп-ха.
Хӗл сивви // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.
Акӑ ҫӳҫ-пуҫӗсем йӑлт кӑвакарнӑ вӑрӑм нимӗҫ, хулпуҫҫисем ҫинче кӗҫӗн офицер погонӗсем, кӑшт ҫӗкленнӗ ҫӳлти тути айӗнчен йӑлтӑртатса тӑракан ылтӑн шӑлсемпе, шыҫӑннӑ ӳчӗ ӑшне касса кӗнӗ ҫӗрӗсемпе, тӑм илнӗ аллисенче автомат тытса, йывӑҫ патушаллӑ кӗҫҫе ботисемпе ҫӑрӑлнӑ тӑм ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ пек ӗнтӗркесе тӑрать…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.