Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвӑнать (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫук, ҫук, ӑна никам та хал ҫитермелле мар йывӑр ӗҫре тертлентермест-ха; нихӑшӗ те хӗнемест, алӑ хумасть; пӗри те унӑн хаклӑ пурлӑхне туртса илмест — чунра пурпӗр тем явӑнать, пӗр тӑвӑнать те пӗр хӗсӗнет.

Куҫарса пулӑш

4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Каччӑ тӑвӑнать те шӑлне ҫыртать.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хуллисене хуҫлатса Кӑчӑк туртать шӑпарҫа, Кӗҫ ҫавӑнтах антӑхса Асне илет асамҫа: Мулентейӗн шӑпӑрӗ Иккӗмӗшӗ чарӑнать, Унӑн анлӑ кӑкӑрӗ Сывлӑш ҫитми тӑвӑнать

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсен пуҫ купташкисене вӗри юн пырса тӑвӑнать, тӑнлавӗсенче вӑл вакун кустӑрмисем пек тӑкӑлтӑк-тӑкӑлтӑк тӑкӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл хӑйӗн кашни тымарринче вӗри юн тапса тӑнине туять, вӑйне ниҫта хураймасӑр тӑвӑнать.

Злоба придает ему небывалую силу, кровь так и кипит в его жилах.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Василиса Прокофьевнӑн ҫӑварӗ типсе кайнӑ, пырӗ тӑвӑнать: ҫав тери шыв ӗҫес килет унӑн.

Во рту Василисы Прокофьевны стало сухо, горло стянуло: очень хотелось пить.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ӗҫсене илсе пырас енӗпе вӗсен хушшинче уйрӑмлӑх та нумай, мӗншӗн тесен пур япала та таврари пурнӑҫа кура тӑвӑнать».

В подробностях устройства между ними много разницы, потому что все применяется к обстоятельствам».

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех