Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑҫнӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавнашкалах туясем, карта хуҫӑкӗсем вӗлтлетеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тытӑҫнӑ ҫынсем кӑшкӑрни тискеррӗн янӑраса тӑрать; ҫамрӑк ҫыннӑн шуранка сӑнӗ ыттисенчен ҫӳлерехре курӑнать, — хаяр сасӑсем хушшинче унӑн ҫирӗп сасси кӗрлет:

Мелькали трости, обломки оград, в дикой пляске кружились крики сцепившихся людей, возвышалось бледное лицо молодого человека, — над бурей злобного раздражения гудел его крепкий голос:

XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Эпӗ ӑна тытӑҫнӑ вӑхӑтра ҫухатса хӑвартӑм пуль, тесе шутлаттӑм.

— А я думал, что потерял ее при схватке.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вара виҫҫӗшӗ те пӗр танкра ҫунса кайнӑ, «тигрсемпе», нимӗҫсеннипе, тытӑҫнӑ.

И сгорели все в одном танке, с «тиграми», вишь, немецкими сразились.

Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ӗнер, кӑнтӑрла тӗлӗнче, пурне те ҫӗклентернӗ хаярлӑхпа хавхаланса, вӑл поляксене хирӗҫ темиҫе хутчен те контратакӑра ҫапӑҫнӑ, ӗнер вӑл пуҫласа поляксен ҫамрӑк легионерӗпе тытӑҫнӑ.

Вчера в полдень, подхваченный общей яростью, встречал белополяков контратакой; вчера же впервые грудь с грудью столкнулся с безусым легионером.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сен-Готард патӗнче те, Шуйттан кӗперӗ ҫинче те, Массенапа тытӑҫнӑ чухне те — пур ҫӗрте те Смелый капитанӑн роти малта пулнӑ.

И при Сен-Готарде, и на Чертовом мосту, и в деле с Массена — всюду была первой рота капитана Смелого.

Смелый капитанӑн роти // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Елхово патӗнче тытӑҫнӑ чухне тӗрӗксем Муратлийские персе амантнӑ та, вӑл Стара-планина туне кайнӑ, тӗрӗксем ӑна унта та йӗрленӗ, йӗрлекенсем хушшинче хӑш-пӗр пӑлхарсем те пулнӑ; Муратлийский ҫав пӑлхарсенчен ҫӑкӑр ыйтасшӑн пулнӑ, тумтирне улӑштарса тӑхӑнасшӑн пулнӑ.

Муратлийский был легко ранен турками в небольшой стычке у Элхова и ушел на Стара-планину, преследуемый турецкой погоней и даже иными болгарами, к которым обращался с просьбой дать хлеба и крестьянское платье, чтобы переодеться.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эй, турӑҫӑм, ҫав сӑмахсене ҫеҫ илтме тивнӗ-ши Лушкӑна, ун пек сӑмахшӑн вӑл ҫилленсех те каймасть, хӑй кӳрентернӗ хӗрарӑмсемпе тытӑҫнӑ чухне Лушкӑна унтан та ытларах каланӑ, лешсем ҫапӑҫма пӑхнӑ, тем те пӗр каласа хӑртнӑ, хытӑ ылханнипе ӑсран кайса, вӗсем хӑйсен упӑшкисене хӑйсем кӑна юратма тивӗҫ тесе шутланӑ!

Боже мой, да разве такие, сравнительно безобидные, слова приходилось Лушке выслушивать, а еще больше говорить самой в стычках с обиженными ею женщинами, когда они лезли в драку и нападали на нее с отменными ругательствами, в слепой наивности своей полагая, что только им одним положено любить своих мужей!

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Акӑ вӑл ура ҫине тӑнӑ, хӑйӗнпе тытӑҫнӑ самантра ӳкнӗ такам ҫӗҫҫине илнӗ те унпа хӑй кӑкӑрне чикнӗ.

Вот он встал и, подняв потерянный кем-то в борьбе с ним нож, ударил им себя в грудь.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Ӑна музыкант Донбасс пирки калаҫни килӗшмен имӗш, вӑл Павел патне хыҫалтан пынӑ та пуҫӗнчен ҫапнӑ: «Куҫа-куҫӑн тытӑҫнӑ пулсан унӑн шанӑҫ пулмастчӗ — Паша хӑйӗншӗн тӑма пултаратчӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех