Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑннӑ (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пантей Арихович ирӗкленсе ӗҫ пӳлӗмне кӗрсе ларчӗ те килтисем патне ҫыру тӗрлерӗ, вӗсемшӗн, уйрӑмах — чӗвӗл-чӗвӗл калаҫма тытӑннӑ хӗр пӗрчишӗн тунсӑхланине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Редакци ӗҫӗ юхӑнма тытӑннӑ: хаҫат икӗ эрне тухман.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Самаях ӳснӗ, тӗллӗн-тӗллӗн сарӑхма тытӑннӑ курӑк ура айӗнче чӑшӑл-чӑшӑл тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑйланма тытӑннӑ ҫил таҫтан илсе килнӗ ырӑ мар шӑршӑ ӑшчике пӑтратма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пӗррехинче, лешӗ тӗлпулӑва пыман каҫхине, хӗр Атӑлӑн ҫӳллӗ ҫыранӗнче виҫӗ сехет кӗтсе тӑчӗ, ӑшӑ ыйха путакан хулан пушанма тытӑннӑ урамӗпе унӑн общежитие пӗччен таврӑнма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ҫапла пулса тухнӑ хыҫҫӑн пысӑк йывӑрлӑхпа ҫирӗпленме пуҫланӑ туслӑх арканма пултарасса, пачах пӗтсе ларасса, е тата ытларах иккӗшӗн хушшинче аталанма тытӑннӑ туйӑм, ӑна, тен, ӗненме те кирлӗ мар, ҫухаласса, кӗлле вӗҫсе кайса сапаланасса Ирина питӗ аван ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Лешӗ, кепкине пусарах лартса, тӗлӗрме те тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Ҫук ӗнтӗ, апла хӑтланар мар, — терӗ Сидор Иванович халь пулса тухнӑ ҫитменлӗхе ӑнланса тата хӑйӗн яваплӑхне ӳстернӗ пек кӑтартса калаҫма тытӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл сӗткен панипе Юман та ҫӳлеллех кармашнӑ. ӳсме пултарнӑ таран ҫӗкленнӗ те пурнӑҫри тӗрлӗрен йӑх-яха ҫатракалла юман милӗкпе хӗртме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Юман // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 46 с.

Юлашкинчен шӗшлӗ тума тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Сакмаров, вунвиҫӗ ҫулта чухнех алла шӗвӗр ручка тытса, пурнӑҫри йӑх-яхсемпе кӗрешме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.

«Арапуҫӗнчи «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» колхозри Иван Софронов ертсе пыракан сысна фермин ӗҫченӗсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Чи малтанах колонистсем ӑна хӑйсене усӑ курма ҫеҫ ӳстернӗ, анчах та каярах Португалие экспортлама тытӑннӑ.

Изначально она выращивалась колонистами только для собственного пользования, однако затем её начали экспортировать в Португалию.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тулӑ ӳстерме пуҫланӑ хыҫҫӑн утравра ял хуҫалӑхӗ аталанма тытӑннӑ теме пулать.

Первым сельскохозяйственным успехом можно назвать выращивание пшеницы.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Каярахпа вулкан ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑннӑ, ҫапла май кивӗ сийсем ҫийӗн ҫӗнӗ ту тӑррисемпе лава хытнӑ сийсем йӗркеленнӗ.

Позднее вулканическая активность возобновилась, формируя новые пики и наплывы лавы поверх старых слоев.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ҫӗнӗ пӑчкӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ малтанхи эрнинчех Дубов патне кӳршӗ делянкӑран Яков Кашкин пычӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хӑварас ҫак ҫамрӑк юмана та, Раман ячӗпе ӳстӗр, паян вӑл бригадирта, мотористра ӗҫлеме тытӑннӑ ятпа.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эсир Анютӑпа иксӗр тытӑннӑ ӗҫ савӑнтарчӗ мана.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӑчкӑ ҫӗклесе бригадир хыҫҫӑн тепӗр хурӑн патнелле утма тытӑннӑ Раман Ҫтаппан хутне кӗчӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чӑвашла Юман теме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех