Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑрӗ (тĕпĕ: тутӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эй, пурпӗрех мар-и, пирӗншӗн пулсан, туй пултӑр, ҫапла вӗт, хӗрсем? — тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ хӗп-хӗрлӗ ҫӳҫне лӑстӑр каялла ҫавӑрса хучӗ ҫамрӑк хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ тӗксӗмрех хура ҫӳҫне таса мар аллисемпех каялла пӗтӗркелесе чикрӗ те, хӗрача умнех утса пырса, мӑнаҫлӑн каҫӑрӑлса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Унӑн тутӑрӗ те, кӗпи те, саппунӗ те капӑр тӗрӗллӗ, арки-ҫанни вӗҫӗсем чӗнтӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫул курки тултарса ӗҫме тӑнӑччӗ кӑна — алӑк уҫӑлчӗ те, пурте шаль тутӑрӗ пӗркеннӗ хӗрарӑм кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тутӑрӗ мӗнле чаплӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫӗнчи шупка кӗрен кӗшемӗр тутӑрӗ тулли те сывлӑхлӑ пит-куҫне илем кӗртет.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗрарӑмӑн сарӑ ҫӳҫӗ ҫине нӳрӗ тӑпра тӑкӑнса тулнӑ, тутӑрӗ ӗнси ҫине анса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ Хрестук: «Ну, ҫитӗ, Сергей!» — терӗ те тахӑш самантра тӳрленсе те ларчӗ, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрне хулӗсемпе хӗстерсе ҫӗклерӗ, саппун умне турткаласа тӳрлетрӗ, тутӑрӗ айӗнчен тӑнлавсем ҫине тухнӑ кӑтра сарӑ ҫӳҫ пайӑркисене ҫеҫ тӗкӗнмерӗ: тусӗ вӗсем ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларма юратнине вӑл аван чухлать.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗн уҫҫӑн пӑхакан сенкер куҫӗсем те, яланах кулса тӑракан ҫӳхе тутисем те, кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ те, тутӑрӗ айӗнчен кӑтраланса тухакан сарӑ ҫӳҫӗ те, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрӗпе ҫинҫе пилӗкӗ те, шӑратса янӑ пек кӗрнеклӗ урисем те — пурте килӗшеҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хрестук шурӑ ҫамки ҫине пӗтӗрӗнсе тухнӑ кӑтрине хӑлхи хыҫнелле ярса тутӑрӗ айне пытарчӗ, тап-таса сенкер куҫӗсемпе ҫынсем ҫинелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрачан тутӑрӗ айӗнчен шурӑ ҫамки ҫине кӑтраланса тухнӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем, тап-таса сенкер куҫӗсем, ҫинҫешкерех тӳрӗ сӑмси, тӑпӑл-тӑпӑл пӗчӗк тути ун ҫийӗнчи тумтирӗпе ниепле те килӗшеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тутӑрӗ айӗнчен ҫамки ҫине сарӑ кӑтра ҫӳҫӗ пӗтӗрӗнсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗн пуҫӗнчи тутӑрӗ мӑйӗ ҫине анса ларнӑ та, ҫурма кӑтра ҫӳҫӗ ҫилпе вӗлкӗшет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унӑн тутӑрӗ каччӑ ытамнех сӗвӗнсе юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Теприн тутӑрӗ кивелнӗ…

У другой полушалок весь износился…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӗрленӗ аркӑллӑ шур ҫип кӗпепе те пысӑк хура уран вӑл, пуҫӗнчи тутӑрӗ салтӑнса кайнӑ.

На ней тонкое белое платье, отделанное кружевом, на ногах — черные онучи; платок на голове развязался и сбился на затылок.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хул урлӑ уртса янӑ тутӑрӗ ҫӗре сӗвӗнсе ӳкет.

Платок, откинутый на плечи, плавно опустился на пол.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пуҫӗнчи тутӑрӗ ҫеҫ Чӗкеҫӗн ытти тумӗпе «илӗшмесӗр шап-шуррӑн курӑнса тӑрать.

На фоне этой одежды застиранный платок ее выглядит неестественно белым.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах Сехре Иванӗ ҫакӑн хыҫҫӑн кунӗпех Марине ҫинчен шухӑшларӗ, куҫ умӗнче вӗҫӗмсӗр унӑн тулли пичӗ, унӑн хӗрле ҫыхнӑ шап-шур тутӑрӗ тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахаль тутӑр мар-ҫке вӑл, юмӑҫ карчӑк тутӑрӗ, тен, ӑна темӗн те пӗр туса тухатса пӗтернӗ терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех