Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тутӑ (тĕпĕ: тутӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тутӑ урхамахсенчен пӗрисем выртнӑ, теприсем ура ҫинчех тӗлӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Темшӗн тутасем пӗҫерсе ыратрӗҫ, вӗсен хушшинчен ҫӑвара тӑварлӑ тутӑ юхса кӗчӗ, тӳсеймесӗр тутине ҫыртса татнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Салтаксем кӑна тутӑ пулччӑр, тулли вӑйпа ҫапӑҫчӑр, эпир чӑтӑпӑр», — килӗшеҫҫӗ колхозниксем.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Яланах тутӑ пулмасан та ӑшӑра та савӑнӑҫра.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хура тӑпраллӑ ҫӗр ҫинче тырри-пулли те йӑтӑнса пулнӑ, ҫӑмарта пек ҫавра, тутӑ выльӑхсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе ӗрӗхсе ҫӳренӗ, чӑтлӑхлӑ вӑрмансенче тискер кайӑксемпе тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк никам тытса пӗтермелле мар ӗрченӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑварсемпе сӑвӑрсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 12–13 с.

Кунта акӑ чӑн кашкӑрсем кӑна тутӑ мӗн!

Куҫарса пулӑш

Хула пӑтӑрмахӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӗнисем те ҫимесӗрех тутӑ пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Халь тин тутӑ тесен те юрать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпир опытлӑ станцин тутӑ пӑланӗсен кӗтӗвӗсемпе вӗсен темӗн чухлӗ пӑрушӗсене тата йытӑ ӗрчетмелли городока куртӑмӑр; опытлӑ станци ҫумӗнче пысӑк уй-хир сарӑлса выртать.

Мы видели стада сытых оленей опытной станции и множество их телят и городок для собаководства; возле опытной станции расстилалось большое поле.

Нарьян-Мар — ненецсен хули // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Яланах тутӑ, сывлӑхлӑ, хаваслӑ пулӑр, пурнӑҫ тутине нихҫан та ан ҫухатӑр!

Будьте всегда сытыми, здоровыми и весёлыми и никогда не теряйте вкуса к жизни!

Октябрӗн 20-мӗшӗ - Повар кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3486991

Шултра та тутӑ рифмӑпах Акатпӑр та пӗрче — Виличченех вӑл выртмалла, Вилсессӗн — пин ӗрчет.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Выльӑх хӑй ӗмӗрӗнче виҫҫӗ тутӑ пулса курать, тет.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑйӑ карти юрланӑ чух ҫав ушкӑн сассине тутлӑ яшканах тӑвар ҫитеймен пек туйӑнса тӑнӑ пулсан, Сухви юрла пуҫласан вара — ҫав ушкӑн сассипех пачах урӑх тутӑ парса — чуна кӑмӑллӑн сӑркӑлтаракан янрав хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫиес килмесен те — тутӑ хырӑмпах — ирӗксӗр ҫиетӗн…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ачан тутӑ пулнипе пӗрлех ҫипуҫӗ те таса та ҫыпӑҫуллӑ пулмалла-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Тыррине, улӑмне, хыр-чӑрӑш лӑссине, курӑкне, силосне, тӑварне, темле-темле микроэлементсене авӑртаҫҫӗ, тураҫҫӗ, аллаҫҫӗ, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫараҫҫӗ, пӑтратаҫҫӗ, хутӑштараҫҫӗ, ҫӑраҫҫӗ — ҫапла выльӑх валли питӗ те тутӑ тытакан тӗрлӗрен апат хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Колхоз выльӑхӗ тутӑ хӗл каҫтӑр, пурантӑр, малалла ӗрчетӗр тесе тарланӑ, шӑннӑ, ывӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Кӑлпассипе сӗтпех тутӑ пулаймастӑн — газ ҫине аш яшки пӗҫерме лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унпа тутӑ пулаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чим-ха, сӑмахпах тутӑ пулаймӑн — атя кухньӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех