Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутлӑрах (тĕпĕ: тутлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Соусне те ытларах ярса пар, унпа ҫиме тутлӑрах.

— Да соусов побольше подлей. С ними куда как вкусно.

Хаклӑ хӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Мӗскер, — кам иккенне пӗлтерсен, тутлӑрах пулӑп-им вара саншӑн?

Что же, — слаще я для тебя буду, когда ты узнал, кто я?

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Хӗрарӑмсемшӗн тесен, эсӗ Фома, — пылтан та тутлӑрах пулатӑн… анчах пысӑк ӑс тесен, вӑл вара халлӗхе санӑн курӑнсах каймасть-ха… — тенӗ.

— Для баб ты, Фома, слаще меда будешь… но пока большого разума в тебе не видать…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫитменнине тата, мӗн чул йывӑррӑн тупӑнать — ҫавӑн чул тутлӑрах пулать…

И тем слаще, чем большим количеством усилий взято…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ыттисем сисиччен вӑл мана тутлӑрах татӑк хурса парать.

Незаметно подкладывая мне кусочек повкуснее.

1. Тӑван килте // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Абрикос панулминчен те тутлӑрах, терӗ мана Маруся.

Маруся сказала, что абрикосы ещё вкуснее яблок.

Абрикоссемпе панулмисем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Пур-ха ҫавӑн пек айвансем: патшана сирпӗтнӗ пулсан, пурнӑҫ пылтан та тутлӑрах пулать, тесе шутлаҫҫӗ вӗсем.

Есть еще чудаки, которые думают: раз царя скинули, значит, жизнь будет слаще меда.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ҫав хушӑра Эвтибида, Метробий пыма ӗлкӗрнӗ пӳлӗме кӗрсе, хӗрарӑм чурине: — Камина хытӑрах чӗрт, Метробие типӗ тумтир пар, тутлӑрах апат илсе кил! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Тем временем Эвтибида прошла в экседру; там уже находился Метробий, она крикнула рабыне, собиравшейся выйти: — Ну-ка, разожги сильнее огонь в камине, приготовь одежду, чтобы наш Метробий мог переодеться, и накрой в триклинии ужин получше.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Ну, сыснасемпе ытти выльӑхсем вара, — уссисем айӗн кулса илет вӑл, — кашни шӑтӑк-ҫурӑках кӗреҫҫӗ, тутлӑрах япала шыраҫҫӗ.

Ну, а свиньи и прочая живность, — усмехается он в усы, — лезет во всякую щелку, ищет, где смачнее.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тепринче ӑна амӑшӗ пит сайра-хутра пӗҫерекен апат ҫитерӗп-ха тенӗ, «сивви» тенӗ вӑл ӑна, ҫав апат тӳсе тунӑ апатран та тутлӑрах пулмалла пулнӑ.

Тогда же мать рассказала ему об одном диковинном кушанье и пообещала когда-нибудь приготовить его; кушанье называлось «плавучий остров». «Это будет получше заварного крема», — сказала мать.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Кун каҫа ӑшӑнса ҫитнӗ хӑйӑртан темле вичкӗн шӑршӑ кӗрет, пуринчен ытларах бойнӑсен тутлӑрах, ҫулӑ шӑрши — юн шӑршийӗ сисӗнет; тир ӑстисем пурӑнакан картишӗсенчен тата тир йӳҫҫин сӑмсана ҫуракан тӑварла шӑршийӗ кӗрет.

Чем-то острым дышит нагретый за день песок, особенно слышен жирный, сладковатый запах боен — запах крови; а со дворов, где живут скорняки, солоно и едко пахнет мездрой.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗчӗк хӗрача амӑшӗ ӑна тата та тутлӑрах темле сӗтлӗ сивӗ ҫаврашкасемпе хӑналарӗ.

Мать девочки угостила ее еще очень сладкими замороженными молочными шариками.

IV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Анчах хӑрах куҫ вӑхӑтне пӗлсе суйласа илеймен иккен: кашни ҫыннах ҫак сехетре килӗнче кукӑль кӗтсе тӑрать, — ӑна эрнере пӗрре пӗҫереҫҫӗ, вӗри чухне вӑл — ҫиме те тутлӑрах.

Но кривой плохо выбрал время: каждого человека в этот час ждал дома пирог, — его пекут однажды в неделю, и горячий — он вкуснее.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

— Ҫапла, сливӑна ху аллупа татнӑ-тӑк, вӗсем тата тутлӑрах пулмалла, — килӗшрӗ мучи.

— Да, сливы были бы еще слаще, если бы ты их сорвал сам, своими руками, — согласился старик.

Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.

Шухӑшларӑм та — апачӗ ку, ҫак сӗтел хушшинчипе танлаштарсан, тепӗр, леш инҫетри, сӗтел хушшинче пушшех тутлӑрах пулассӑн туйӑнса кайрӗ…

Мне подумалось, что цыплята были бы, наверное, еще вкуснее, если бы сидел я сейчас не за этим, а за другим, за тем столом…

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Вуласа тухӑр, апатран та тутлӑрах туйӑнса кайӗ.

Прочтите-ка, вкуснее пища покажется.

Ӗмӗт тулчӗ! // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

Таптаса, тӑпӑлтарса пӗтернӗ хир хура юрпа витӗннӗ пулнӑ, — тарӑн тутлӑрах шӑрши халь те ун ҫинче тытӑнса тӑнӑ-ха.

Черным снегом было покрыто поле, все истоптанное и истерзанное, сладковатый запах пороха еще витал над ним.

10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Шултрарах авӑртнӑ таса тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑр ӑна Румынири шурӑ капӑртмаран та тутлӑрах пек туйӑнчӗ.

Серый плетеный хлеб из чистой пшеничной муки грубого помола показался ему вкусней белых румынских булок.

IV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Пулӑ шӳрпи суханпа тата тутлӑрах пек туйӑнчӗ мана.

И уха с зеленым луком показалась мне еще вкуснее.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Маньчжури хурӑнӗ сӗткенленме пуҫларӗ, трасса ҫинче пурте хурӑн хуппинчен тунӑ куркасенчен тутлӑрах та тӑкӑс шыв, «ҫуркуннен сиплӗ эрехне» ӗҫрӗҫ.

Под белой корой манчжурской березы началось движение сока, и на трассе все пили из берестяных стаканчиков сладковатую терпкую воду, живительное «вино весны».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех